Тÿрĕ эфирта – Владимир Путин

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тÿрĕ эфирта хуравлать.

Программа кăнтăрлахи 12 сехетре пуçланать. Ăна «Пĕрремĕш канал», «Раççей 1», «Раççей 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM», «Раççей радиовĕ» радиостанцисемпе пăхма-итлеме пулать. Ыйтусене 8-800-200-40-40 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле, СМС-хыпарсене 0-40-40 номерпе йышăнаççĕ. Çавăн пекех видеоролик ÿкерсе «OK Live» приложени урлă вырăна çитерме май пур. Ыйтусене moskva-putinu.ru /москва-путину.рф/ сайт, «Контактра» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче те яма пулать.

Аса илтеретпĕр: кунашкал эфира 2001 çултанпа ирттереççĕ. Пĕлтĕр Владимир Путин 4 сехете яхăн тăсăлнă калаçура 74 ыйтăва хуравланăччĕ. Пĕтĕмпе ун патне 3 миллион ытла ыйту çитнĕччĕ.

 

 

 

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.