Тырă пуссинче – хир карапĕсем

28 Утă, 2016

Ăшă та типĕ çанталăк тăнипе кĕрхисем пиçсе çитрĕç. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 20 районта кĕрхи культурăсене вырма тытăннă. Çак тапхăрта 14,6 пин гектар çулнă, 14,3 пинĕшне вырса çапнă. Пÿлмене 40 пин тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ. Гектарти вăтам тухăç — 28 центнер. Патăрьел /32,4\, Çĕрпÿ /31,8\, Вăрнар /30\ районĕсенче вара пысăкрах. Республикăра талăкра 3,1 пин гектар çинчен вырса çапаççĕ. Уй-хирте – 236 комбайн, пĕр "хир карапне" 236 гектар тивет.

Республикăра пахчаçимĕçе 10,5 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç — 535,2 центнер.

Комсомольски районĕнчи "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăра ир пулакан çĕрулми те кăлараççĕ. "Коломба" сорта 1,4 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Ăна шăварса тăнипе тухăç та пысăк, гектар пуçне 300 центнера яхăн.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх — кăçал пÿлмене 580 пин тонна тырă кĕмелле. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май ку çителĕксĕр. Пурĕ 696 пин тонна кирлĕ пулать. Çав шутра выльăх-чĕрлĕхе тата чăх-чĕпе тăрантарма кăна 114 пин тонна каять.

Республикăри хуçалăхсенчен "Чăвашçăкăрпродукчĕ" пĕрлешÿпе "Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ" унитари предприятийĕ тырă йышăнма тытăннă ĕнтĕ. Çак сезонра вĕсем 171,14 пин тонна туянма палăртнă, çав шутра 2016 çулхи тухăçран — 120,7 пин тонна.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче те ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. "Коминтерн", "Нива", Н. Лисаев фермер, В. Никитин уйрăм пайтаçăн хуçалăхĕсенче те хĕрсех тырă выраççĕ. "Коминтерн" производство кооперативĕ — районта пысăк хуçалăхсенчен пĕри. "Сарă тинĕсре" 5 комбайн кĕрлет. Хальхи вăхăтра пăрçа йышши культурăсене 90 гектар çинчен вырса пуçтарнă, 255 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Тырра типĕтме хиртен турттараççĕ. "Нива", Н. Лисаев фермер хуçалăхĕсенче те ĕçченсен ларса канма вăхăт çук темелле. Уяр çанталăкăн кашни кунĕ вĕсемшĕн хаклă. Ăнса пулнă тухăçа тăкаксăр пуçтарса илесшĕн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.