«Тыр-пул тухăçĕ - ял çыннин канăçсăрлăхĕ»

23 Юпа, 2014

«Çăкăртан асли çук», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Сĕтел çине те ытти апат-çимĕçе лартиччен чи малтанах çăкăрпа тăвар лартаççĕ. Çăкăр - пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Вăл авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», - тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырă сунса.

Вăрмар поселокĕнчи «Березка» ача садĕнчи аслă ушкăна çÿрекен ачасене паха çак çимĕç сĕтел çине килсе выртиччен уншăн мĕн чухлĕ çын тăрăшнине, техника ĕçленине ăша хывма, çăкăрăн кашни тĕпренчĕкне упрама вĕрентеççĕ. Ачасемпе çуркунне ака вăхăтĕнче уя тухса сăнав ирттертĕмĕр. Тыр-пул тухăçĕ çĕре мĕнле сухаланинчен килнине питĕ лайăх ăнланаççĕ штурвала çирĕп тытса пыракан трактористсем. Ака вăхăтĕнчи вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă май ачасем воспитатель ăнлантарса панине тимлĕн итлеççĕ.

Çу кунĕсем вĕçленсе пынă чухне чи пысăк ĕç - вырма - пуçланать. Пулса çитнĕ тыр-пула пухса кĕртнине те уй-хире тухса сăнарăмăр. Комбайн тырă пуссинче мăнаçлăн çÿрет, вăл çаврăнса çитес вырăнта машина кĕтсех ларать. Уй-хир «карапĕ» бункера тулнă ылтăн тĕслĕ тырра кузова пушатать. Пире курса агроном çывăхарах килчĕ. Вăл тырра ăçта ăсатнине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Акă ачасен куçĕ умĕнчех машина йĕтем еннелле çула тухать...

Çăкăр чĕлли - хĕвел шевли, ăшă çумăрăн кĕмĕл тумламĕсем, çуллахи тÿлек çил варкăшĕ, ял ĕçченĕсен канăçсăр ĕçĕ-хĕлĕ, вăй-халĕ. Тыр-пул çитĕнтерсе мĕн пур халăха тăрантаракан çын вăл - чăннипех улăп паттăр, тĕнчери хисеплĕ çын. Ачасене çак шухăша ăша хывтарнă май çăкăр завочĕн ĕçченĕсем патне кайса лайăх концерт кăтартрăмăр.

 

Ирина МИХАЙЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.