Тÿпешĕн тунсăхлатăп…
12 Dec, 2016

Самант çын пурнăçне яланлăх улăштарма пултарать иккен. Пирĕн ярăмăн паянхи хăни те ача чухне çар çынни пуласси çинчен вуçех те ĕмĕтленмен. 60-70 çулсенче çамрăк ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă аслашшĕ-кукашшĕн, ашшĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса ÿснĕ. Вениамин Иванович та — çав тапхăр ачи. Апла пулин те вăл пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарасси пирки шухăшламан та. Çав кĕтмен пĕр самант вара çамрăка тÿпене çĕкленме çунат панă, вăрçа илсе çитернĕ… Вениамин Петров 20 çул Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тăнăç пурнăçа таврăнсан та ĕç-хĕлне халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăнтарнă.

 Журналист пуласшăнччĕ

Шкулта вĕреннĕ чухне Вениамин Петров Çĕмĕрле районĕн «Малалла» хаçачĕн çамрăк та хастар корреспонденчĕ пулнă. Кашни номертех унăн ялти, шкулти, колхозри, спортри, комсомол ĕçĕнчи чи çутă пулăмсем çинчен пĕлтерекен статйисем пичетленнĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕ Емельян Явласов çамрăк ялкора Хусана журналистика факультетне вĕренме яма хатĕрленнĕ. Анчах…

— Пирĕн ачалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă çынсен хушшинче иртнĕ. Асаттесем, кÿршĕсем, тăвансем нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Шкулти арçын учительсем те пурте вăрçа хутшăннăскерсемччĕ. Уйрăмах пуçламăш класра вĕрентнĕ Петр Илларионович Петров, физкультура тата çар хатĕрленĕвĕн учителĕ Иван Николаевич Арисов саппасри офицер пирĕншĕн чи çутă тĕслĕх шутланнă. Вĕсем ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ, яваплăха ÿстерме, дис-циплинăна пăхăнма хăнăхтарнă. Кашнин чунĕнче патриотизм туйăмне вăйлатассишĕн тăрăшнă. Апла пулин те эпĕ малтанласа çар çынни пуласси пирки шухăшламан. Пĕтĕмпех ăнсăртран пулса тухрĕ, — ачалăхри ĕмĕт пирки сăмах пуçарнă май пĕлтерчĕ Вениамин Иванович.

Тĕрĕсрех, çар комиссариатне пĕрремĕш хут комисси тухма кайсан йăлтах пуçланнă. Шадрин майор авиаци пирки сăмах пуçарсан, уйрăмах вертолетсем пирки питĕ хитре каласа кăтартсан, залра итлесе ларакан яшсенчен çурри ытла çав самантрах тÿпене юратса пăрахнă. Мĕнпур ĕмĕте, шухăша улăштарса пурнăçне çар авиацийĕпе çыхăнтарма сăмах панă. Анчах пысăк çак ушкăнран тăваттăн кăна комиссисем витĕр ăнăçлă тухма пултарнă. Пурте вĕсем — Хутарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ вăтам шкулти пĕр класс ачисем. Çак йышра Янташ ял ачи Вениамин Петров та пулнă.

Çар училищине кайма çирĕп шут тытнă пулин те калем ăсти пулас шухăш çамрăк ачан пуçĕнчех явăннă.

— Сызраньти çар училищине вĕренме кĕреймесен тÿрех журналистика факультетне вĕçтеретĕп текен шухăшпа çула тухрăм. Çавна май чăматана физика, математика учебникĕсене кăна мар, вырăс чĕлхипе литература, истори, ют чĕлхе кĕнекисене те тултарнăччĕ, — аса илчĕ Вениамин Иванович. — Çав учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсен йывăрăшне чăтаймасăр чукун çул вокзалĕнчен училищĕне утнă чухне чăматан аври те татăлса ÿкрĕ.

Вырăна çитсен çамрăксене çĕнĕ тĕрĕслевсем кĕтнĕ: медицина комиссийĕ, экзаменсем, ытти чăрмав… Юлашкинчен пĕр шкулти тăватă каччăран Вениамин Петров кăна курсант пулса тăнă. Çакăнтан пуçланнă та унăн çар пурнăçĕ. «Шел, çапла майпа журналистика айккинче тăрса юлчĕ», — ассăн сывласа палăртрĕ Вениамин Иванович. Çапах та училищĕре вĕреннĕ вăхăтра вăл тăватă çул «За Родину» округ хаçачĕн хастар корреспонденчĕ пулнă.

Эпир унта вăрçăпа кайман

1977 çулта Сызраньте летчиксен аслă çар авиаци училищинчен «Командная тактическая вертолетов» специальноçа алла илнĕ хыççăн Вениамин Петров Вăтам Ази çар округĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă. Çар чаçĕ Казахстанри Джамбул хулинче вырнаçнă. Йĕри-тавра çеçенхир, тусем… Икĕ çултан вара Совет Çарĕн вертолечĕсем Афганистана çул тытнă.

— 1979 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче пире тревогăпа çĕклерĕç. Малтанах ахаль тревога тесе шутланăччĕ. Апла пулмарĕ, — пуçласа вăрçа кĕнĕ саманта аса илнĕ май пĕлтерчĕ Вениамин Ива-нович. — Пире Узбекистана куçарчĕç. Унта виçĕ эрне тăтăмăр. Раштавăн 25-мĕшĕнче афган халăхне пулăшасси çинчен официаллă йышăну тунă хыççăн Афганистан Демократи Республикине вĕçме пуçларăмăр.

Тепĕр пилĕк кунран полка Афганистан территорине куçарнă. 60 вертолет тата 1500 ытла çар çынни. Вениамин Петров малтисен шутĕнче Афган вăрçине кĕнĕ. Пĕрремĕшсене, ман шутпа, уйрăмах йывăр пулнă.

— Джамбулта 15 градус ăшă тăнăран хĕллехи тумсем çине куçманччĕ. Афганистанра вара пачах урăх çанталăк: кăнтăрла 10 градус сивĕ, каçхине 30 градусран та иртет. Çур çула яхăн вертолетсенче çывăрса пурăнтăмăр. Кайран Кундуз аэропорчĕн çуртне куçрăмăр. 1981 çулта пĕрремĕш модульсене хута ячĕç. Çавăн хыççăн тин йĕркеллĕ условисенче пурăнма пуçларăмăр, — каласа кăтартрĕ Вениамин Иванович. — Полк командирĕ Рушинский подполковник питĕ ырă çынччĕ. Халĕ те унпа çыхăну тытатпăр, 76 çула çитнĕ отставкăри полковник Мускав çывăхĕнче пурăнать. Вăт вăл хăй çине яваплăх илсе пире пĕрер эрнелĕхе киле çемьене курма /сăмах май, Вениамин Ивановичăн çав вăхăт тĕлне аслă ывăлĕ те çуралнă/ яратчĕ. Виçĕ уйăхра пĕрре 3-4 кунлăха çывăх çынсемпе тĕл пулаттăмăрччĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе эскадрильăран икĕ вертолет каятчĕ. Çичĕ кунран таврăнатчĕç, унтан тепĕр ушкăн çула тухнă. Базăна кая юлса çитесрен питĕ шикленнĕ. Юлташсен шанăçне çухатас килместчĕ. Çавна май тепĕр чухне килтен маларах та тухни пулнă. Ыттисен кун пек йĕрке çукчĕ. Совет Союзне вĕсем ăнсăртан — е вертолета юсава ăсатсан, е çĕнĕ техника илме ярсан — лекме пултарнă.

Вениамин Петров çулталăк та сакăр уйăх интернационалист тивĕçне пурнăçланă, çар заданийĕсемпе 665 хутчен тÿпене çĕкленнĕ. Çанталăка пăхмасăр, çĕрле-и, кăнтăрла-и — экипаж çула тухнă. Е çапăçу хирĕнче хамăрăн тата афган салтакĕсене пулăшу памалла, вăл е ку вырăна хĕç-пăшал, апат-çимĕç, топливо çитермелле, бандитсене тĕп тумалла, автоколоннăсене сыхламалла, десанта тусем çине антарса тÿперен хÿтĕлемелле е тата аманнисене, вилнисене илсе каймалла. «Шел, кун пекки час-часах пулнă: десанта антарса кăна хăваратăн — раципе каялла таврăнма ыйтаççĕ», — тет Вениамин Иванович.

Совет салтакĕсем Афганистан çыннисене те сахал мар пулăшнă.

— Эпир вĕсен çĕрĕ çине мĕн тĕллевпе кĕнине афган халăхĕ лайăх ăнланнă. Эпир унта вăрçăпа пыман-çке, — мирлĕ халăха пулăшас тĕллевпе пурнăçланă операцисем çинчен каласа кăтартнă май пĕлтерчĕ Вениамин Петров. — Унти çынсем питĕ пысăк йывăрлăхра пурăнаççĕ. Пурнăç, культура, пĕлÿ шайĕ питĕ пĕчĕк. Выçлăх, сивĕ, тăхăнмалли çук… Вертолет анса ларсан унтан та кунтан ачасем, урайне пăрахнă пăрçа пек, сапаланса тухатчĕç. Хĕлле те çара уран чупаççĕ, выçă хăй-сем. Камăн мĕн пур — печени, тушенка, галет — çавна парса хăвараттăмăр. Вăрçă никама та шеллемест çав.

Пĕррехинче вара Вениамин Петрова Афганистана вертолет тулли укçа тиесе кайма тÿр килнĕ.

— Баграм хулинчи заводсенче ĕçлекенсем чылай вăхăт шалу тÿлеменрен пăлхав çĕкленĕ. Вĕсем вырăнта влаçа ярса илнĕ, ертÿçĕсене тыткăна илнĕ. Тимĕр ещĕксене тултарнă укçана Хусантан самолетпа илсе килчĕç. Эпир вара икĕ вертолета тиесе кайрăмăр. Завод территоринех анса лартăмăр. Çапла майпа парăмсене татма пулăшрăмăр, — ку саманта куларах аса илчĕ Вениамин Иванович.

Афганистан хыççăн та В.Петров офицер çар службине малалла тăснă. Малтан Казахстанра Алматы хулинче, унтан Германире Совет çарĕсен ушкăнĕнче, кайран Украинăра Борисполь аэропортĕнче... 1993 çулта çар ретĕнчен кайма шут тытнă. Тăван тăрăха Чăваш Ене таврăнса тăнăç пурнăç ĕçне кÿлĕннĕ.

Тăван çĕршыв хушнипе

Хĕрÿ вырăнта пулнă сахал мар çынпа калаçнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен паттăр ĕçĕсем çин-чен каласа кăтартасшăнах мар. «Эпир награда илесси çинчен нихăçан та шухăшламан. Тăван çĕршыв хушнипе, тивĕç ыйтнипе çапăçăва кĕнĕ», — теççĕ. Вениамин Петров та çавăн йышшисен-чен пĕри, вăл та вăрçă паттăрлăхĕсем çинчен калаçма юратмасть.

1980 çулта ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăланă. «Афган вăрçин пĕрремĕш тапхăрĕнче çар заданийĕсене пурнăçланăшăн», — сăпайлăн пĕлтерчĕ вăл пысăк наградăна тивĕçнин сăлтавне уçăмлатнă май. Çав заданисем вара пĕрре-иккĕ кăна мар пулнă. Вĕсене кашнине чăваш каччи тÿрĕ кăмăлпа тата тивĕçлĕ пурнăçланă. СССР Оборона министрĕн 1981 çулхи çĕртме уйăхĕнчи хушăвĕпе Вениамин Петрова черетлĕ çар званийĕ — капитан — панă.

Орден илнĕ хыççăн та Вениамин Петров темиçе хутчен паттăрлăх кăтартнă. Вăл çавсенчен уйрăмах хăрушшине аса илчĕ. Инкеке лекнĕ вертолет экипажне çăлма çĕрле тухса кайнă. 24 çулти чăваш каччине, полкра чи çамрăк звено командирĕ пулнă пулин те, çак операцире асли пулма шаннă.

— Топливо пĕтнĕрен пирĕн икĕ вертолет тусем çине анса ларнă. Тавралăха каç чатăрĕ хупланă пулин те вĕсене пулăшма каймашкăн шут тытрăмăр, — ăнăçсăр вĕçленме пултарнă операци çинчен каласа кăтартрĕ Вениамин Иванович. — Вырăна чиперех çитрĕмĕр. Мазари-Шариф аэродромне вĕçсе çитмелĕх тесе краççына витрепе йăтса куçартăмăр. Душмансем пире часах асăрханă. Ара, малтан икĕ вертолет анса ларнă, унтан тата иккĕн вĕçсе килнĕ. Операци вĕçленнĕ тĕле йĕри- тавра пульăсем шăхăрма пуçларĕç. Телее, каялла ăнăçлах вĕçсе çитрĕмĕр, хамăрăн аэродрома анса лартăмăр.

Паллах, кунашкал самантсем пирки час-часах каласа кăтартаймăн. Çарти юлташсемпе тĕл пулсан çеç çакăн евĕр самантсем пирки уççăн аса илме пулать. Афганистанра пулнă кашни çыннăн вилĕмпе куçа-куçăн тăнă самант вара вуншар пулнă. Иккĕленместĕп, ентешсем Тăван çĕршыв хушнине таса чун хавалĕпе пурнăçланă.

— Афганистана çитсен, ăçта лекнине ăнланса илсен полк командирĕ Рушинский: «Кам хатĕр мар? Çар тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр маррисен халех стройран тухма, Совет Союзне каялла таврăнма ирĕк пур!» Пĕлетĕр-и, 600 летчикрен пĕри те вырăнтан тапранмарĕ, — манăн шухăшсене çирĕплетрĕ Вениамин Иванович.

Вăт камсем вĕсем Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем! Вĕсен чун- чĕринче çак туйăм вĕресе, тапса тăни куçкĕрет. Вĕсене вилĕм те, ĕмĕрлĕх сусăр пулса юласси те, çывăх çынсенчен яланлăх уйрăласси те — нимĕн те хăратман.

— Ун чухне кун пек япаласем çинчен шухăшламастăн. Вертолета тытса пынă чухне çар заданине пурнăçлассипе çыхăннă шухăш çеç пуçра çирĕпленсе ларать, — тет Вениамин Иванович. — Заданирен таврăнсан, чăнах та, туйăмсем вăранаççĕ. Вăл е ку лару-тăрăва тишкерме пуçлатăн та хăвăн, экипаж, сан хыççăн пыракан çынсен пурнăçĕшĕн хăрама пуçлатăн. Çавăн чухне тин вара шухăша каятăн: ăçта йăнăшрăм, ăçта тĕрĕс турăм? Кунта пачах урăхла пулмаллаччĕ, кунта — капла. Çÿлте вĕçнĕ чухне вилĕм пирки пачах та шухăшламастăн. Çын психологийĕ, ахăртнех, çавнашкал. Тата пире урăхларах воспитани парса ÿстернĕ: хушнă тăк — ниме пăхмасăр пурнăçламалла.

Çамрăксен çывăх тусĕсем

Шел, пирĕн çĕршыв историйĕнче кăмăллах мар тапхăр пур. Патшалăх Афганистан вăрçинче, хĕрÿ ытти вырăнта пулнисене ăнланманни, пулăшма килĕшменни чылай çын шăпине хуçрĕ, пурнăçне амантрĕ.

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче афганецсене урăхларах йышăнатчĕç. Камсем эсир? Кама кирлĕ эсир? Эпир сире унта яман… Çавна май та чылайăшĕ обществăра хăйсен вырăнне тупаймарĕ. Ку нумай çыншăн чун ыратăвĕ, çивĕч ыйту пулса тăчĕ, — палăртрĕ В.Петров. — Тĕрĕссипе, кунта вăл е ку вăрçăра пулнисен айăпĕ çук. Ытларах çав вăхăтри ертÿçĕсем айăплă. Вĕсем тивĕçлĕ хак пама пĕлменни — çакнашкал лару-тăру сиксе тухнин сăлтавĕ.

Телее, 2000 çул хыççăн лару-тăру ырă енне улшăнчĕ, афганецсемпе ытти интернационалист салтаксем çине те патшалăх ăшă куçпа пăхма пуçларĕ. Паян вĕсем общество ĕçне те хастар хутшăнаççĕ.

Кирек кама та пулăшма хатĕр

Хальхи вăхăтра Вениамин Петров Чăваш Республикин Гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитетне ертсе пырать. Çар тумне хывнă пулин те çар ĕçĕнчен аякках кайман: халăха çĕр çинче тата шывра хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси унăн тĕп тивĕçĕ пулса тăрать.

— Ку ĕç-хĕле комитет хăй тĕллĕн кăна туса пымасть, — хушса хучĕ Вениамин Иванович. — РФ МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлетпĕр, пире пĕр тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе çавăн пекех отрасль, территори, муниципалитет принципĕсене тĕпе хурса министерствăсемпе ведомствăсем тăрăшаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та хăрушсăрлăх ыйтăвне куçран вĕçертмеççĕ.

Атăлçи регион центрĕ, РФ МЧСĕ Чăваш Енри комитет ĕçне пысăк хак параççĕ. Чăваш çăлавçисем кирек хăçан та кирек кама та пулăшма хатĕр. Çакна валли вĕсен ăсталăхĕ те, ятарлă техника та çителĕклĕ. Комитет председателĕ В.Петров пĕлтернĕ тăрăх — пурлăхпа техника никĕсне çулсерен çĕнетсе тăраççĕ. 2017 çулхи бюджетра та юлашки вăхăтри экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр пушарнăйсемпе çăлавçăсем валли ятарлă техника туянма укçа пăхса хăварнă.

Çăлавçăсен çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хатĕр тăмалла. Уйрăмах вĕсемшĕн кăçалхи кăмпа тапхăрĕ хĕрÿ иртнĕ. Вăрманта çĕтсе кайнă сахал мар çынна тупса çăлнă вĕсем. Анчах çав вăхăтрах çăлавçăсен ырă кăмăлĕпе киревсĕр тĕллевпе усă куракансем те тупăнаççĕ иккен. Кунĕпе вăрманта çÿресе ывăннăскерсем «112» номерпе шăнкăравлаççĕ: «Эпир 65-мĕш кварталта ларатпăр. Каç пулса килет, питĕ ывăнтăмăр. Килсе илĕр пире, тархасшăн». Виçерен тухни мар-и вара çакă? Çав вăхăтра кам та пулсан чăннипех инкеке лекнĕ тĕк? Ун патне каяс пулăшу ывăннă çын патне тухса вĕçтерет. Мĕнле-ха капла?

Юлашки вăхăтра юханшывсем çинче пулакан инкексем пирки мĕн каламалла-ха тата? Пĕр эрнере кăна çăлавçăсем пăр çинчен 23 пулăçа илсе тухнă. Çанталăк ăшă тăнă, пăр çÿхе. Çакна пурте лайăх пĕлеççĕ, анчах че-ретлĕ сунар инкекпе вĕçленме пултарасси çинчен пачах та шухăшламаççĕ, пăр çине кĕрсе каяççĕ. Чи малтан çыннăн хăйĕн хăйне хÿтĕлемелле.

Ахăртнех, административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса улшăнусем кĕртнĕ хыççăн лару-тăру урăх енне улшăнĕ. Тутарстанра, сăмахран, 7 сантиметртан çÿхерех пăр çине кĕнĕшĕн 2 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ.

***

…Вениамин Ивановичпа тĕрлĕ ыйту тавра калаçрăмăр. Юлашкинчен пирĕн сăмах каллех вертолетсем патне çаврăнса çитрĕ.

— Тÿпешĕн тунсăхлатăп. Халь тесен халь вĕçме хатĕр… 18 çул вĕçнĕ вĕт…

Çак сăмахсене каланă чухне Вениамин Ивановичăн куçĕсем çуталчĕç, сăн-питĕнче тунсăх пайăркисем шуса иртрĕç…

Валентина БАГАДЕРОВА

Валентина БАГАДЕРОВА