Тымарсене амантмасăр

Помидор калчисене чылайăшĕ малтан ешчĕксене акать, кайран пĕчĕк чÿлмексене куçарать. Унтан тин яланхи вырăна, йăрансене лартать. Хăш-пĕр пахчаçă вара калчасене ытлашши амантмасăр çитĕнтермелли меслетпе те усă курать. Чылайă­шĕ ăна стрессăр ÿстернĕ калча тесе калать.

Калча валли ешчĕке те, тăпрана та яланхи пекех хатĕрлемелле. Тăпрана ешчĕк тĕпне 2-3 пÿрне хулăнăш сармалла. Вăрăсене шÿтерме, ытти им-çампа нÿретме кирлĕ мар. Нÿрĕ тăпрара пĕр-пĕринчен 8 сантиметртан пĕчĕк шăтăксем тумалла та вăрăсене акмалла. Стандартлă ешчĕкре виçĕ рет калча вырнаçать. Унтан асăрханса шăвармалла, пленкăпа хупласа пĕр-пĕр ăшăрах çĕре лартмалла. Вăрăсем шăтсан пленкăна илмелле.

Пĕрремĕш çулçăсем тухсан тăпрана вĕсемпе тан пуличчен хушмалла. Калча ытлашши тăсăлса кайсан вĕсене кăлармасăрах спираль пек çавăрса е айккинелле хăяккăн хурса тăпрапа юлашки çулçисем таранччен хупламалла. Ешчĕксене вăхăт-вăхăтпа çутă еннелле çавăрса лартсан аван. Калчасене органикăпа минерал хутăшĕпе апатлантарма юрать.

Ӳссе çитерехпе калчана тÿрех йăран çине лартмалла, шăвармалла, çиелтен лайăх витсе пĕр эрне çаплипех лартмалла. Ытла шăрăх чухне кăна пленкăн хĕррине уçма юрать.

Çакăн пек майпа ÿстернĕ чух пĕтĕм калча лайăх чĕрĕлет, тухăç та аван. Çак меслетĕн ырă енĕ - калчана пикировка тумасăр /ятарлă чÿлмексене куçармасăр/ ÿстернĕ пирки тымарсем аманмаççĕ. Ӳсен-тăран стресс курмасть. Урăхла каласан вăл пĕр хут вырăнтан "хускатнипех” чĕрĕлет, аталанать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.