Туй кунне çулталăк маларах йышăнма пулать

2 Çĕртме, 2017

Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Маринăпа Шупашкар каччи Олег университетра пĕр факультетра ăс пухнă май паллашнă. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне туслăн çÿреме пуçланă вĕсем.

Черетре тăмасăрах

Туйăмĕсене виçĕ çул тĕрĕсленĕскерсем кăçал пĕрлешме шухăш тытнă. «Туй кунĕ валли утă уйăхĕн 7-мĕшне суйларăмăр. 07.07.2017 — питĕ хитре те асра юлмалли кун. Ун чухне официаллă майпа мăшăрланас текен нумай пулĕ тесе заявление пуш уйăхĕнчех патăмăр. Кирлĕ кун, меллĕ вăхăтра çырăнас тесе ЗАГС умне çĕрлех е ир-ирех кайни, черетре сехечĕ-сехечĕпе тăни çинчен тăвансенчен пĕрре мар илтнĕ. Çавăнпа эпир Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă ыйту патăмăр: нимĕнле черетре тăмасăрах хамăра кирлĕ вăхăта суйларăмăр», — каласа кăтартрĕç телейпе çиçекен Маринăпа Олег.

Çапла, хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă 62 пулăшăва электронлă мелпе илме пулать, çав шутран 5-ĕшне ЗАГС кÿрет. «Граждан тăрăмĕн акчĕсене регистрацилессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене электронлă меле куçарнин тĕллевĕ — çынсем пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене цивилизациллĕ майпа татса пама пултарччăр, черетре тăрса вăхăтне сая ан яччăр, килĕнчен тухмасăрах заявлени пама пултарччăр тени», — лару-тăрупа паллаштарчĕ ЧР юстици министрĕн çумĕ — ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Вязов.

Вăл каланă тăрăх — мăшăрланас тесе заявление электронлă майпа çыракан çамрăксен шучĕ ÿссех пырать. «Маларахри çулсенче çуллахи-кĕркуннехи тапхăрта çемье çавăрас текенсен мăшăрлану валли лайăх вăхăт йышăнас тесе черетре чылай тăма тиветчĕ, халĕ вĕсем çак ĕçе Пĕрлехи портал урлă тăваççĕ. Ку порталпа усă курса туй валли кирлĕ кунпа вăхăта пĕр çулталăк маларах палăртса-йышăнса хума пулать», — калаçăва тăсрĕ Алексей Валерьевич.

Кăçал малтанхи тăватă уйăхра 1627 çамрăк мăшăр шăпах электронлă мелпе усă курнă, ку — мăшăрланас текенсен 75,6%. «Заявление туй кунĕччен 2,5 уйăхран кая юлмасăр памалла. Çакна Пĕрлехи портал урлă туса ĕлкĕрейменнисен мăшăрлану кунĕччен 1,5 уйăх маларах ЗАГСа пымалла. Республикăри ЗАГС органĕсене çемье çавăрас тесе заявлени памалли графика администрацисен тата ЧР Юстици министерствин сайчĕсенче вырнаçтарнă. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: ют çын ячĕпе заявлени пама тата кунпа вăхăта йышăнма юрамасть. Ку заявление пăрахăçлаççĕ те йышăннă вăхăта пĕрлехи черете куçараççĕ. Çавăн пекех палăртнă кун ЗАГС уйрăмне мăшăр килмесен вĕсен электронлă заявкине те пăрахăçлаççĕ», — ăнлантарчĕ ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Çын ăçта пурăннине пăхмасăр

Çемье çавăрас тесе заявлени панисĕр пуçне ЗАГСра çавăн пекех ача çуралнине, мăшăр уй-рăлнине тата çын вилнине электронлă мелпе регистрацилеме пулать. Унсăр пуçне ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна тепĕр хут илме май пур. «Асăннă документа тепĕр хут илес тĕллевпе ЗАГС органĕсенчен çулсеренех 10 пин ытла гражданин пулăшу ыйтать. Республикăн ытти районĕнче тата урăх регионта пурăнакан заявительсене çак свидетельствăна илме халĕ чылай меллĕрех. Саккунпа килĕшÿллĕн ача çуралнине хăш ЗАГС органĕнче регистрациленĕ — ку документа çавăнтах тепĕр хут параççĕ. Çавăнпа урăх районта е регионта пурăнакан заявительсен малтанхи вăхăтра ЗАГСа почта урлă çырусем çырма тата чылайччен кĕтме тивнĕ. Халĕ вара Пĕрлехи портал урлă заявление электронлă мелпе пама, çавна май документа чылай хăвăртрах илме пулать. ЗАГС ĕçченĕсем свидетельствăна заявитель пурăнакан вырăнти ЗАГС уйрăмне ярса параççĕ, гражданина çакăн пирки электронлă майпа пĕлтереççĕ», — терĕ Алексей Вязов. Сăмах май, патшалăхăн 5 пулăшăвĕпе те заявкăна республикăри кирек хăш районпа хулари ЗАГС органне те яма юрать: çын Чăваш Енре пурăнать-и е унăн тулашĕнче-и — пур-пĕрех.

Алексей Валерьевич республикăра пурăнакансем Интернет урлă заявлени парассин лайăх енĕсене тивĕçлипе хакланине пĕлтерчĕ. Çакна район-хулари ЗАГС уйрăмĕсен ĕçне тишкерни те кăтартса панă. Акă 2016 çулта электронлă пулăшупа çынсем 34 пин ытла хут усă курнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.