ТУТĂ КĔРТЕÇÇĔ-ХА, АНЧАХ...

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ апатлануран тăвара, сахăра, çăва, çăкăра кăларма чĕнет. Эпир ытлашши çиесси апата тутă кĕртекенсенчен килет, вĕсем ĕнтĕ самăртакан çимĕçсене суйлама хĕтĕртеççĕ. Сăмах май, калаçу кунта эмульгаторсем тата «Е» хушăмсем пирки пымасть. Тутă кĕртекенĕсем - куллен сĕтел çине лекекен çимĕçсем.

Тăвар

Вăл таçта та пур, ăна питĕ нумай çиетпĕр. Тăварпа мĕн авалтанпах апата тутă кĕртме усă кураççĕ. Вăл тата консервант та. Шăпах çавна пула апат-çимĕç туса кăларакансем ăна питĕ килĕштереççĕ, çимĕçсене виçесĕрех хушаççĕ. Çапах та тăварсăр та юрамасть. Мĕн тумалла-ха? Хуравĕ уçăмлă. Пирĕн çĕр-шыври çынсем кунне 16-40 грамм тăвар çиеççĕ. Апата хамăр 2 грамм кăна хушатпăр. Ытти вара ăçтан? Туяннă çимĕçсенчен - кăлпассирен, сыртан, соя соусĕнчен, сыртан. Çавна пула нормăран 4 хут ытларах çиетпĕр.

Тухтăрсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, атеросклероз чухне чи малтанах тăвара рационран кăларма сĕнеççĕ. Çакна шута илсе виçĕ уйăх та пулин тăвара апата хушмасăр пурăнсан лайăх пулмалла. Вăл ахаль те какайра, пулăра, пахча çимĕçре пур. Виçĕ уйăхра тăвар тутинчен ютшăнма май килет. Малашне çимĕçсенчи тăвара хăвăр хушмасăрах туйма хăнăхатăр.

Сахăр

Сахăр та апата кирлинчен ытларах çиме хĕтĕртет. Унпа иртĕхни 2 тип сахăр диабетне аталанма çул уçса парать. Сахăр тăвар пекех кашни апатрах пуррине сисместпĕр те. 3 уйăх сахăр пачах çимесĕр чăтăр-ха. Вăл пур пахча çимĕçпе улма-çырла вара юраççĕ. Пĕр сĕнÿ кăна: крахмал сахалрах пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле.

Выльăх çăвĕ

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ вăл организмшăн пачах кирлĕ мар тесе çирĕплетет. Ÿсен-тăран çăвĕ талăкра 30 грамм таран кирлĕ. Сăмах май, кăлпасси, диета сортли те, çурри таран çуран тăрать. Кунне 300 грамм аш апачĕ çини 60 грамм çу çинипе танлашать. Унсăр пуçне тата сыра, çăкăра сĕрнĕ çăва, ăшалама усă курнă çăва, салата хушнă çăва шута илмелле. Çăра çусене кунне 150 грамран кая мар çиетпĕр вĕт!

Çу сиенлĕ, вăл организмра пухăнса самăрлăха кăна мар, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене аталантарма пултарать. Çăра çусем - паллă канцерогенсем, усал шыçă патне илсе пыраççĕ. Анчах çусăр та юрамасть.

Рационран 3 уйăха выльăх çăвĕсене кăларăр, пулла кăна хăварăр. Салата олива çăвĕ хушăр. Чăх, кăркка ашĕсем, çуллă мар ытти какай аван. Çăмарта шуррине çеç çимелле. Çусăрлатнă /обезжиренные/ çимĕçсен те усси çук, вĕсем яштаклăха упрама витĕм кÿмеççĕ.

Çăкăр

Çăкăр-булкăна 3 уйăха апатлануран кăларса пăхăр-ха. Вĕсем - усăллă мар хăвăрт углеводсен тата ытлашши тăвар, çу, сахăр пухмачĕ. Çав вăхăтрах углеводсем организма кирлĕ. Вĕсем вăй-хал кĕртеççĕ, ăс-тăна лайăх ĕçлеттереççĕ. Çак углеводсене организм пахча çимĕçрен, улма-çырларан, тĕшĕллисенчен, вăрлăхран, шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăртан, пĕçернĕ çĕр улмирен, пăрçа йышшисенчен, сойăран, макаронран илме пултарать.

Çапла апатлансан тата кунне 2 литртан кая мар шыв ĕçсе пурăнсан виçĕ уйăхра 12-15 килограмран хăтăлма пулать. Шыв ылмашăну ĕçне лайăхлатма, организма хăвăртрах тасатма, начарланма пулăшать. Ытлашши виçе те каялла таврăнмĕ, мĕншĕн тесен виçĕ уйăхра тĕрĕс апатланма хăнăхса çитетĕр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.