Туслăх уявĕ

12 Çурла, 2014

Шуршăлти «Шурăмпуç» вокал ансамблĕ /ертÿçи Л.Комарова/ регионсен хушшинчи IV «Çавал çăл куçĕсем» туслăх фестивальне хупма хутшăнчĕ.

Мероприяти Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасси ялĕнче иртрĕ, ял уявĕпе тÿр килчĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен /Çĕрпÿ, Вăрнар, Етĕрне, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен/ тата Мордва Республикинчен килнĕ ушкăнсем пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Хăнасене Тăванкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата ял-йыш çăкăр-тăварпа ыр сунса кĕтсе илчĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Васильев артистсене фестивале хутшăннăшăн тав турĕ, малашне те пысăк ăнăçусем тума ырă сунчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Шурăмпуç» ушкăна дипломпа тата медальпе чысларĕ. Шуршăл ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Алексеева «Çавал çăл куçĕсем» фестивалĕн куçса çÿрекен кубокне пачĕ. 2015 çулта регионсен хушшинчи туслăх уявĕ Андриян Николаев космонавтăн çуралнă тăрăхĕнче иртĕ.

Пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ хыççăн артистсене уяв сĕтелĕ хушшине йыхравларĕç, чăваш халăх апат-çимĕçĕпе сăйларĕç.

И.СЕРГЕЕВА

Рубрика: 
Автор: