Туслăх, пĕрлĕх çăлкуçĕсем
25 Jun, 2016

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ çĕршывăн культура пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Çирĕм тăватă çул каялла Шупашкар унăн хăнисене пĕрремĕш хут йышăннă.

Ун чухне, паллах, сулмаклăхĕпе тата мăнаçлăхĕпе мухтанма пултарайман-ха. Унта районсенчен килнĕ 12 коллектив тата Тутарстанри, Мордва Республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи ансамбльсем кăначчĕ. Çак тапхăрта вăл вăй илсе, тĕрлĕ енлĕхне ÿстерсе пычĕ, «Атăлçи çăлкуçĕнчен» çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăчĕ. Чăваш Енре АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Беларуç, Эстони тата ытти çĕршыв артисчĕсем пулчĕç. Фестиваль республикăра пурăнакансемпе хăнасене наци культурисен илемĕпе пуянлăхне курма май пачĕ, пултарулăх коллективĕсен культура çыхăнăвĕсене аталантарма, çĕршывăн ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма пулăшрĕ.

«Раççей çăлкуçĕсен» пысăк фестивалĕн пĕчĕк çавра кунĕнче — вунă çулхи юбилейĕнче — тепĕр мероприяти — Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс — пĕрремĕш хут иртрĕ. Чи маттурри, пултарулли çулленех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине тивĕçет. Чăваш Республикинчи тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăм тетте тăвакансем яланах йышлăн хутшăнаççĕ. Çапах Калмăкри, Тутарстанри, Мари Элти, Удмуртри, Пушкăртстанри, Чулхулари, Ивановăри тата ытти хутлăхри маçтăрсем хутшăнман пулсан конкурс хăйĕн ятне туллин уçса параятчĕ-ши?

Кăçалхи конкурсра та ютран килнисем йышлăн: Владимир, Рязань, Воронеж, Пенза, Белгород, Липецк, Киров, Чулхула, Ульяновск облаçĕсем, Краснодар, Пермь крайĕсем, Мари, Удмурт, Тутарстан республикисем хăйсен чи лайăх алĕç ăстисене Шупашкара ăсатнă. Хăнасемпе паллашас кăмăлпа «Краснодар крайĕ» тесе палăртнă палатка умне чарăнтăм. Мĕн тетĕр? Палланă сăн пулса кайрĕ. Ара, Ирина Агаевăпа виççĕмĕш хут тĕл пулатăп вĕт. «Кашни çул пĕр хулана килме йăлăхтармарĕ-и?» — тетĕп. «Малашне те килесшĕн-ха, — хуравларĕ вăл. — Шупашкар питĕ килĕшет мана. Çыннисем çав тери тараватлă, ырă кăмăллă. Кунтан чунпа пуянланса кайни çулталăка çитет». Унăн тантăшĕ Елена Алферова вара «Руç ăстисем» куравра — пиллĕкмĕш хут. Вăл куккурус çулçисенчен пуканесем тăвать. Чăваш Ен алĕç ăстисемпе те туслашнă. Сăмахран, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Татьяна Шарковăпа ăшă хутшăнусем йĕркеленĕ. Иккĕшĕ те халăх йăлисене пăхăнса ĕçленĕрен вĕсен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли пурах. Елена Алферовăн коллекцийĕнче Татьяна Васильевнăн аллинче çуралнă теттесем, пуканесем темиçе те иккен.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче каçхине вĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Кăçалхи конкурс теми — ĕç çыннин сăнарне калăпласси. Кашниех хăй пултарнине кăтартма тăрăшрĕ. «Сирĕн ĕçĕрсенче — пысăк пуянлăх, унта хăвăр ăсталăха кăна мар, чунăра та хывнă», — терĕ Михаил Васильевич экспонатсемпе паллашнă май.

Алексей Ладыков Пенза облаçĕн маçтăрĕсен ĕçĕсемпе самай киленсе тăчĕ. Унтан илемлĕ шăхличе алла илчĕ те: «Çакна туянатăп», — терĕ. Кам валли? Тăватă çулти ывăлне Ваньăна теттепе савăнтарас тенĕ.

Михаил Игнатьевпа яваплă ытти çын халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕç. Унта кăçал çĕршывăн 16 регионĕнчен /Архангельск, Киров, Ленинград, Мускав, Новгород, Рязань, Саратов, Челябинск, Ярославль облаçĕсенчен, Крым, Дагестан, Калмăк, Коми, Мари, Тутарстан, Удмурт республикисенчен/ 17 коллектив килсе çитнĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе, çавăн пекех «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль уçăлнă ятпа саламланă май çак самантсем пирки чарăнса тăчĕ:

— Хăнасене тарават Чăваш Ен пултаруллă, ĕçчен, ăста çынсене ырă сунса йышăнать. Çак йыш çÿллен хушăнса, республика туссемпе пуянланса пыни пире савăнтарать çеç мар, республика ятне-сумне те çĕклет. «Раççей çăлкуçĕсен» ырă йăли-йĕркине ăса хывса пĕр ăру кăна мар ÿссе çитĕннĕ. Эпир хамăрăн тĕлĕнмелле пуян культурăна упраса хăварма пултартăмăр. Пирĕн тĕллев — вышкайсăр пысăк çак пуянлăха малашне те упрасси, унпа çитĕнекен ăрăва çывăхлатасси».

Алена Аршинова та сăмах илчĕ, Чăваш Ен халăхне Республика кунĕпе саламларĕ тата чăваш халăхĕн «Алран кайми...» юррине юрлама пуçларĕ. Несĕлсен гимнне малалла Чăваш патшалăх симфони капелли, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, фестиваль хăнисем пĕрле шăрантарчĕç.

Вадим Николаевăн, Леонид Черкесовăн салам сăмахĕсем хыççăн уяв каçне фестивале хутшăнакансем малалла тăсрĕç.

Надежда СМИРНОВА