Туслăх çăлĕ тĕнчене

Регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум официаллă майпа ĕнер кăна уçăлчĕ-ха, анчах та унпа çыхăннă мероприятисем тĕп хулара тунтикунтанпах иртеççĕ.

Халăхсен туслăхĕ, килĕшĕвĕ, пĕрлĕхĕ — Раççейĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Пирĕн çĕршывра 200 яхăн наци çынни пурăнать, вĕсем 280 яхăн чĕлхепе пуплеççĕ. Çак йышран 90 проценчĕ вырăсла калаçма пултарать. Çав вăхăтрах Амур юханшывĕ çинчи негидальсем шучĕпе пурĕ те 622 çын кăна, апла тăк пирĕн тĕллев çак халăха упраса хăварасси пулмалла. Раççейре нихăш халăх та ют мар, кашни расна, кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки, чĕлхи, пĕрле вĕсем — чăн-чăн ахах-мерчен. Ку енĕпе Патшалăх наци политикин стратегийĕ ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Унăн тĕллевĕсем — Раççей Федерацийĕн нумай нациллĕ пĕрлĕхне çирĕплетесси, кашни халăха аталанма майсем туса парасси, республикăра пурăнакан этника ушкăнĕсен хăйевĕрлĕхне упраса хăварма, Раççей хутлăхĕнчи культура хутшăнăвĕсене аталантарма пулăшасси.

Чăваш Енре иртекен «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форума та асăннă Стратегие пурнăçа кĕртсе йĕркеленĕ. Ăна ирттерме Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентстви, Раççей Культура министерстви, ЧР Культура министерстви тата Раççейри Библиотека ассоциацийĕ хутшăнаççĕ. Форума 200 яхăн çын — литературăпа искусство деятелĕсем, библиотека ĕçченĕсем, декораципе хушма искусство маçтăрĕсем, кинематографистсем — килсе çитнĕ. Вĕсем Чăваш Енрен кăна мар, Пушкăртстанран, Карелирен, Мари Элтан, Мордовирен, Тутарстанран, Белгородран, Питĕртен, Екатеринбургран, Ивановăран, Костромаран, Мускавран, Оренбургран, Пензăран, Рязаньрен, Ульяновскран, çавăн пекех çывăхри чикĕ леш енчен — Кăркăсстанпа Молдовăран.

Форума савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Ен Халăхĕсен ассамблейин председателĕн заместителĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев, Раççей патшалăх библиотекин Вулавăшсен информаци обществинчи аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене тĕпчекен центрĕн ĕçченĕ Ирина Чаднова, ЧР Общество палатин членĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Олег Широков, М.И.Рудомино ячĕллĕ ют чĕлхе литературин Раççей патшалăх библиотекин генеральнăй директорĕн канашçи Алексей Юдин, Хусан патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн киноискусство кафедрин преподавателĕ Денис Осокин, Раççей литераторĕ, поэт, куçаруçă, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Виктор Куллэ, пушкăрт писателĕ, «Раççейĕн ылтăн калемĕ» преми лауреачĕ, Раççей тата Пушкăртстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марсель Салимов хутшăнчĕç.

Константин Яковлев форума хутшăнакансене саламланă май республикăра халăхсен хутшăнăвĕ çивĕч ыйтусен ретĕнче тăманнине, пирĕн халăх яланах чун-чĕре ăшшипе, ырă кăмăлĕпе, пулăшма хатĕррипе палăрса тăнине пĕлтерчĕ. «Йышпа, туслăхпа тем те тума пулать», — тенĕ ватăсем. Чăн та çапла: пĕрлĕхре — пирĕн вăй», — палăртрĕ вăл.

ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи Надежда Прокопьева ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Валерий Филимоновăн саламне çитерчĕ. Унта Чăваш Ен 128 халăх представителĕшĕн тăван кил пулса тăнине, вĕсем пĕр çемьери пек чăмăртанса хăйсен çирĕплĕхне кăтартнине, халăхсен туслăхне нимĕнле вăй та авайманнине палăртнă.

Владимир Васильев ЧР Халăхĕсен ассамблейин пуçарăвĕпе чÿк уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Мускавра Раççейпе Еврази халăхĕсен ассамблейисен пĕрремĕш форумне ирттерме хатĕрленнине аса илтерчĕ.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç. Акă Алексей Юдин, хăй ют чĕлхесен литературин библиотекинче ĕçлет пулсан та, чăвашла пĕлменнишĕн пăшăрханнине палăртрĕ. Çапах та уншăн чăваш сăмахĕ, культури ют маррине, вĕсене вăл чăваш тĕррисем тăрăх чуна хывнине пĕлтерчĕ. «Эрешсем — аваллăх паллисем. Вĕсем, эсĕ кирек ăçта пулсан та, хăв ăçта çуралнине, пурăннине тата мĕншĕн пурăннине аса илтерсех тăраççĕ», — терĕ Алексей Викторович.

Денис Осокин вара Чăваш Ене час-часах килсе çÿрет. Кунта унăн тус-юлташĕ чылай. Унăн ĕçĕсем Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале темиçе те хутшăннă. Вăтам Атăл хутлăхне хăйĕн тăван килĕ тесе йышăнать.

Виктор Куллэ литератор Чăваш Енре пĕрремĕш хут, апла пулин те ютри пек туймасть хăйне. Чăваш халăх поэчĕпе Геннадий Айхипе çывăх пулни, унăн сăввисене вуласа чăваш халăхĕн пурнăçĕпе паллашни çывăхлатать-мĕн ăна пирĕн тăрăхпа.

Пушкăрт çыравçи Марсель Салимов Салават Юлаевпа Константин Иванов çĕршывĕнчен вĕри салам çитерчĕ. Уншăн халăхсен туслăхне çирĕплетесси — пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ-мĕн.

Форум ĕçне «çавра сĕтелсем», тĕрлĕ секци малалла тăсрĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.