Туслă çыхăнусене вăйлатасшăн
20 Oct, 2015 | Экономика

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Итали делегацийĕн ертÿçине Джузеппе Триполие йышăннă. Вăл - Итали Экономика министерствин интернационализаци тата суту-илĕве вăйлатас тĕлĕшпе ĕçлекен тĕп дирекцийĕн генеральнăй директорĕ. Тĕлпулăва Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Наталья Ларионова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников, республикăн Раççей Президенчĕ çумĕнчи представителĕ Леонид Волков, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

М.Игнатьев хăнасене чăвашла калаçса ырă суннă. Сăмахĕсене итальянла куçарнă. Лару пынă кунсенче çуралнă проектсем килĕшÿсене хывăнасса шаннине, Чăваш Енĕн бизнес пĕрлĕхĕпе Правительстви ялхуçалăхра, промышленноçра, строительствăра, туризмра икĕ ене çывăхлатакан çыхăнăва çирĕплетессишĕн ăнтăлнине пĕлтернĕ.

Джузеппе Триполи пĕр-пĕрин патне туртăнма хистекен май пысăккине, Итали Раççей регионĕпе хутшăну йĕркелеме тăрăшнине палăртнă.

Калаçуран - килĕшÿ

Октябрĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççейпе Итали хушшинчи пĕчĕк тата вăтам бизнес çыхăнăвĕсене йĕркелеме туса хунă ĕçлĕ ушкăнăн XXIV ларăвĕ пулчĕ. ЧР Наци библиотекинче «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем иртрĕç. Унта географи картти çинче атăна аса илтерекен çĕршывран тата Раççей регионĕсенчен пуçтарăннă предпринимательсем хутшăнчĕç. Республикăра машинăсем тăвакан отрасль лайăх аталаннă. Чылай предприяти, вăл шутра Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасатăвĕн станцийĕ Апеннин çурутравĕнче хатĕрленĕ оборудованипе усă курать. «Италин машинăсем тăвакан отраслĕ унта пĕчĕк тата вăтам бизнес йышлипе палăрса тăрать, - терĕ «çавра сĕтел» модераторĕ Ивано Андреа Беретта. - Вăл потребительсене пысăк предприятисем сĕнекен тĕп продукци мар, машинăсене пухма кирлĕ ытти пай сутать. Тен, вăл Чăваш Енри заводсене те кăсăклантарĕ».

Икĕ ен пĕр-пĕрин предприятийĕсем туса кăларакан продукципе паллаштарчĕ, производствăпа суту-илÿре хăш енĕпе çыхăну йĕркелеме май пуррине палăртрĕ. «Çавра сĕтеле» Раççей енчен йĕркеленĕ Юрий Кузнецов модератор, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ çапла каларĕ: «Предприятисен элчисем темиçе сехет хутшăннипех пĕр-пĕринпе çыхăну йĕркелеме килĕшрĕç. Ăна çирĕплетсех пырăпăр. Оборудованисене, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе, производствăна инвестици хывассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явăпăр».

Электротехникăпа паллаштарчĕç

Тепĕр секцире электротехникăпа ти­вĕçтерессине тишкерчĕç. «Çавра сĕтеле» Италин электротехника промышленноçĕн наци ассоциацийĕн департаменчĕн ертÿçи Фрагассо Мариярозария тата Раççей регионĕсене экспорт ĕç-хĕлне аталантарма пулăшакан центрĕн эксперчĕ Андрей Шрайбер модераторсем йĕркелерĕç. Раççейпе Италин çак компанийĕсен элчисем сăмах каларĕç: «ЭСКАР», «КАСКАД» НПП», «ЭКРА» НПП», «Бреслер» НПП» обществисем /пурте Шупашкартан/, Куçарусен «ЛингваКонтакт» бюровĕн /Санкт-Петербург/, ABB :PA, MARELLI MOTORI:.p.A. тата FederazioneANIE. Чăваш Ен ячĕпе сăмах каланисем республика электротехникин инновациллĕ кластерĕпе паллаштарчĕç. Вăл 40 ытла вăтам тата пысăк предприятие пĕрлештерет. Туса кăларакан продукцишĕн илекен кашни 5 тата машинăсем хатĕрлекен предприятисем тăвакан кашни 3 пусран пĕри вĕсен шутланать. Калаçăва 50 ытла организаци представителĕ хутшăнчĕ.

Италирен туяннăскер

Итали делегацийĕ ЧР Строительство министерствин Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасатăвĕн патшалăх предприятийĕнче пулса курчĕ. Шупашкарпа спутник хуларан пухăнакан шĕвĕ каяша тасатакан производство технологийĕпе кăсăкланчĕ. Об<ектăн кашни талăкра 100 пин кубла метр каяш йышăнакан пĕрремĕш сооруженийĕсене 1967 çулта ĕçе кĕртнĕ. Хуласем сарăлнăçемĕн 200 пин кубла метр пуçтарăнаканнисене хута янă. 30 çул ытла предприятие «Химпром» АУО ĕçлеттернĕ. Халĕ унта 243 çын вăй хурать. 2006 çултан пуçласа тасату хатĕрĕсене çĕнетеççĕ. Шĕвек каяша типĕтекен оборудовани витĕр кăларса гранула тăваççĕ, ăна вырăнта çунтарса оборудование ĕçлеттерме энерги илеççĕ. Тасату хатĕрĕсен виççĕмĕш пайне /талăкра - 100 пин кубла метр каяш/, шывне юхтарса кăларнă каяша купаласа пымалли икĕ вырăн тăваççĕ. Хăнасене ăна типĕтсе гранула хатĕрлекен оборудование кăтартнă. Ăна Италири VOMM Impiantie Processi :.p.A. компанирен туяннă.

Алăк-пусма кăтартнă

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Итали делегацийĕ «Зодчий» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Унта алăк, çурт-йĕре вырнаçтаракан пусма тăваççĕ. Нумай регионта сутаççĕ. Предприятирен уйăхсерен вăтамран 19 пин алăк 300 ытла хулана ăсатаççĕ. Фирма элчилĕхĕ Новосибирскра, Краснодарта, Хусанта, Йошкар-Олара, Кировра, Севастопольте, Мускавра, Санкт-Петербургра, ытти хулара ĕçлет. Хăнасене производство еплерех йĕркеленине, оборудование кăтартрĕç.

 

Хăйсен ĕç хатĕрне курнă

Инçетрен килнĕ усламçăсем Шупашкарти «Чувашторгтехника» обществăра та пулчĕç. Апатланмалли пÿлĕме вырнаçтаракан, савăт-сапа çăвакан оборудование, тĕрлĕ йышши шкапсене, газ плитисене, ытти продукцие кăтартрĕç. Вĕсене Раççейри апатлантару предприятийĕсем çеç мар, чикĕ леш енчисем те туянаççĕ. Производствăра Италирен илсе килнĕ оборудованипе те усă кураççĕ.

Бизнеса пĕрле сармалла

Шупашкарти «Бреслер» Тĕпчев центрĕ» общество - Италипе Чăваш Ен çыхăнăвне çирĕп­летме пултаракан тĕп предприятисенчен пĕри. Çак ыйтăва «çавра сĕтел» хушшинчи ларура та сÿтсе яврĕç. Предприяти хăйĕн продукцийĕпе усă курса нумай тĕрлĕ реле хÿтлĕхĕпе автоматика туса кăларать, технологи процесĕсене автоматизацилет.

Итали электротехникин промышленноçĕ укçа çаврăнăшĕ енĕпе Европăра Германи хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать, таварăн çурри ытла тулаша каять. Раççейри электротехника рынокĕ тулса çитменнине шута илсе республикăра производствăна нумай ÿстерме пулать. Пирĕн 40 предприяти тавар туса кăларать, вĕсенче 15 пин çын вăй хурать. Кĕскен, ĕç хатĕрĕсемпе вăйĕсем пур. Производствăна сармалла çеç. Итали компанийĕсем Чăваш Ене инвестици хывсан тем пекехчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Юрий МИХАЙЛОВ