Туслă çыхăну татăлмасть

24 Чÿк, 2015

Улатăр хулипе Луганск Халăх Республикинчи боксерсем туслă çыхăну çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех йĕркеленĕ. Паян Украинăра лару-тăру çăмăл мар пулин те çак çыхăнăва татмаççĕ вĕсем. Çулсерен турнира пухăнаççĕ.

Икĕ команда хушшинчи тупăшу кăçалхипе 12-мĕш хут иртрĕ. Ринга 13-19 çулсенчи спортсменсем тухрĕç. Пирĕн республика чысне Шупашкар, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Муркаш тата Çĕрпÿ боксерĕсем хÿтĕлерĕç. Вĕсем Луганск хулинчи чи вăйлă пăхаттирсемпе вăй виçрĕç. «12 çул хушшинче çак ăмăрту витĕр ăста та пултаруллă спортсмен нумай тухрĕ. Чылайăшĕ хăйсене пысăк турнирсенче те кăтартма пултарчĕ. Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ, чемпионсем пек пулма тăрăшаççĕ. Çакă питĕ лайăх йăла. Туслă çыхăну малашне те татăлмасса шанас килет», - терĕ Луганск хулинчи бокс федерацийĕн президенчĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионĕ Николай Мельник. Тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕпе хăнасен команди 7:2 шутпа выляса илчĕ, ăмăртăвăн тĕп наградине тивĕç пулчĕ.

Рубрика: