Туслă çемьере юрату хуçаланать

4 Çĕртме, 2020

Таня, Света, Катя… тата Ксюша. Çак хĕр пĕрчисем ашшĕпе амăшне, Ольгăпа Александр Васильевсене, мĕн тери савăнтараççĕ. Çапла, аслисем виçĕ хĕр çут тĕнчене пĕр харăс килнĕ. Виçĕреш кăçал тăваттăмĕш класран вĕренсе тухрĕ. Кĕçĕнни, чи ачашши, Ксюша часах пилĕк çул тултарать.

 

Веçех пĕрле

Васильевсем Вăрмар поселокĕнче пурăнаççĕ. Малтан хваттерте кун кунланăскерсем виçĕреш çуралсан çурт туяннă. Поселок хĕрринерех вырнаçнă çурт ачасемшĕн те аваннине палăртрĕ амăшĕ Ольга Николаевна. Кунта вĕсем урамра ирĕклĕ выляççĕ, çаран-улăх та çывăхра.

Кирлĕ виçерен пĕчĕкрех çуралнă хĕрачасене пăхма çăмăл пулман. Пепкесем виççĕшĕ те пĕр вăхăтра йĕме тытăнни, пĕрлех чирлени, куршук çине харăсах ларни — халĕ хыçа юлнă. Мăшăрĕ юнашар пулни, вăл ĕçре чухне ачасен кукамăшĕ пулăшни темрен паха. Ача садне кайма тытăннă çĕре амăшĕ çăмăл машинăпа çÿреме вĕреннĕ. Çапла йывăр вăхăта парăнтарма пултарнă çирĕп кăмăллă Ольга.

Вĕренÿре маттур

Хĕрачасем пĕри тепринчен хастар. Вĕренÿре пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ. Катя «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет, Светăпа Таня «тăваттă» та илкелеççĕ. Килти ĕçсене маларах пурнăçласан Катя вĕсене ăнлантарма тытăнать. Хĕрачасем вырăс чĕлхи предметне ытларах кăмăллаççĕ. Ку ахальтен мар пуль. Ачасен ашшĕ — вырăс. Вĕсем ăна çав тери юратаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕк чухне çемье пуçĕ Тутарстанри Юдино поселокĕнче вăй хунă. Халĕ, ачасем ÿснĕ май, çемьене тупăш та ытларах кирлĕ-çке, тумтир, шкул хатĕрĕсем… Çавăнпа Александр Александрович аякри хулана ĕçлеме çÿрет. Вăл таврăнсан вара хĕрачасем ашшĕнчен самантлăха та уйрăлмаççĕ.

Юрлама та кăмăллаççĕ

Хĕрачасене амăшĕ пĕрешкел тумлантарма тăрăшать. Лавккана вĕсем пĕрле çÿреççĕ, пĕрле канашласа туянаççĕ. Хăш-пĕр чухне пĕрпĕрне килĕшменни те сиксе тухать. Пурпĕрех пĕр шухăшлă пулма вĕреннĕ Васильевсем. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.