Турккăсем пирĕнпе кăсăкланаççĕ

17 Нарăс, 2015

Тутар тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсемшĕн Хусанти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче питĕ кăмăллă тĕлпулу иртрĕ. Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ Чăваш наци культура центрĕн хастарĕсем Турцирен килнĕ хăнасене ăшшăн йышăнчĕç. Турккăсем икĕ халăх хушшинчи туслă çыхăнусем çирĕпленсех пынине палăртрĕç, чăваш чĕлхине хăйсем патĕнче пысăка хурса тишкерни, вĕренни çинчен каласа пачĕç. Пĕтĕм калаçу чăвашла иртрĕ.

- Тĕрĕк чĕлхине лайăх пĕлекеншĕн чăваш чĕлхи вĕренме çăмăл, - терĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Бюлент Байрам. - Чăвашла калаçнине пĕрремĕш хут эпĕ Хусанра илтнĕччĕ. Манăн çав илемлĕ чĕлхепе тĕплĕнрех паллашас килчĕ. Эпир хамăр патăмăрта чăвашла-турккăлла словарь те кăлартăмăр. Манпа килнĕ ĕçтешĕмсем пурте чăваш чĕлхипе диссертаци çырнă, куçарусем тунă, чĕлхе грамматикин кĕнекисене пичетленĕ. Эпир, тăватсăмăр та - сирĕн чĕлхĕре чунтан юратакансем.

Бюлент Байрампа пĕрре мар тĕл пулма тÿр килнĕччĕ. Вăл кашни килмессерен чăвашсемпе çыхăннă çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарать, пирĕн тăван чĕлхене тарăнрах тĕпченĕ майăн тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнсе пыни çинчен калать. 2013 çулта Бюлент чăвашсен «Улăп» эпосне турккăлла куçарса кăларнă. Асăннă кĕнекен хăтлавне вара Шупашкарти Наци библиотекинче ирттернĕ.

- Кăçал Чăваш Енре Литература тата К.Иванов çулталăкĕ пулнă май эпир Геннадий Айхин ниçта та пичетленмен сăввисен кĕнекине кăларма шутлатпăр. Чăвашла тата вырăсла сăввисен хăшпĕр алçырăвне Айхи Турцире хăварнăччĕ. Автор ыйтнине кăçал пурнăçлама май тупăпăрах. Ăна сирĕн пата та, Шупашкара та ярса парăпăр. Шел те, чăвашсем турккă чĕлхипе интересленсех каймаççĕ. Хам çинчен калас-тăк - эпĕ кунта кашни килмессерен çĕнĕлĕх тупатăп. Сăмахран, Аксу районĕнчи Çĕнĕ Аксури тĕне кĕмен чăвашсен масарĕнчи юпасем шухăша ячĕç, ун пеккисем пирĕн те пур. Хальхинче, акă, эпир Пăва тата Çĕпрел тăрăхĕсенче пулса куртăмăр. Шкул, библиотека, музей çурчĕсем хăйнеевĕрлĕ тата пуян тесе калас килет. Унти чăвашсен апат-çимĕçĕпе паллашрăмăр. Йăли-йĕркисем те килĕшрĕç.

- Бюлент Байрам пирĕн патăмăра пырсан унпа тĕрĕк патшин хĕрĕн вилтăприйĕ çине çитсе килтĕмĕр. Вăл тĕлĕнсех кайрĕ. Çав вырăна эпир тасатса, тирпейлесе тăратпăр, - терĕ Аксу районĕнчи Çĕнĕ Аксура пурăнакан Роза Чентаева.

- Эпĕ сире, турккă тусăмăрсем, итленĕ май тĕлĕнсе ларатăп, эпир, кунта пурăнакан чăвашсем, тăван чĕлхене манса пыратпăр, эсир вара манран лайăх калаçатăр, вырăс сăмахĕ пĕрре те тухмарĕ, - терĕ ТР ЧНКА çумĕнчи Чăваш çыравçисен союзĕн председателĕ Николай Сорокин.

- Эпĕ хамăн ĕçпе пĕрре мар Турцире пулнă. Сирĕн çĕршывăрта чăвашсем пурăнакан ялсем пурри çинчен илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-ши ку? - ыйтрĕ КамАЗ заводăн генеральнăй директорĕн заместителĕнче ĕçленĕ Анатолий Самаренкин.

- Пысăк йышпа тĕпленсе пурăнакансемех çук пирĕн патăрта. Пулсан та вĕсем вырăнтисем мар, Раççейрен хальтерех куçса пынă çемьесем çеç, - хуравларĕ Байрам.

Юлашкинчен Бюлент Байрам чăваш çамрăкĕсене хăйсем патне вĕренме пыма чĕнчĕ. Ку икĕ халăх хушшинчи çыхăнусене, туслăха, тăванлăха пысăкрах витĕм кÿме май панине палăртрĕ.

Светлана САДЫКОВА,

Тутарстанри хамăр корреспондент

Рубрика: