Туризм ĕçне вăйлатмалла

25 Чÿк, 2015

Республикăри туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи тата курав-ярмăркка ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыракан канашсен ларăвĕсене пĕрле ирттернĕренпе сÿтсе явмалли ытлах пулмасть те пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен. Сехет çура яхăн тăсăлнă калаçу хĕрÿ пулчĕ. Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Унта икĕ ыйту пăхса тухрĕç: пĕри, паллах, туризмпа çыхăннă, тепри - курав мероприятийĕсемпе.

Пĕрремĕш ыйтупа ЧР культура министрĕн туризм енĕпе яваплă çумĕ Иван Иванов доклад туса пачĕ. Курав мероприятийĕсен 2016 çулхи планĕпе ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Ларура çавăн пекех тĕрлĕ организаци-учреждени ертÿçисем сăмах илчĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: