Турист çулĕ пултăр такăр
Нумаях пулмасть Чăваш наци музейĕ республикăри аваллăх управçисен ĕçченĕсене "Музей туризмĕ: музейсен туризм енĕпе çыхăннă вăйĕпе туллин усă курасси" ăслăлăх-меслет семинарне пуçтарчĕ. Хальхинче вĕсене туризм "ахах-мерченĕпе" палăрса тăракан Сĕнтĕрвăрри районĕ йышăнчĕ. Семинара 17 районтан 53 çын пычĕ. Атăл хĕрринче - Сĕнтĕрвăрри Арбатĕнче - хăнасене районти тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсемпе "Новинский починок" ансамбль çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" ыранхи номерĕнче.