Турăран та хăраман
20 Aug, 2015 | Пулса иртни

Христос тĕнне ĕненекенсем пĕр-пĕр ĕç пуçарнă чух «Турă пулăштăр!» теме хăнăхнă. Çак çамрăксем вара апла каламан пуль çав - вĕсен «ĕçĕ» ăнăçсăр пулса тухнă. Тепĕр тесен çапла ыйтнă пулсан та Çÿлти Аттемĕр кунашкал ĕçре вĕсене пулăшмастчех.

Пăрачкав районĕнче хăйсем çамрăккине пăхмасăр маларах та судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ 17 тата 15 çулсенчи каччăпа хĕр суд умне тăраççĕ. Вĕсене каварлашса пурлăх вăрланăшăн айăплаççĕ.

Преступлени майăн 4-мĕшĕнче каçа хирĕç пулнă. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн çамрăксем вăрра кĕрес шутпах Ряпино ялĕнчи православи чиркĕвĕ патне килнĕ. 15-ри йĕкĕт кам та пулин курасран-килесрен сыхлама тулта юлнă, 17-ри хĕр вара чиркÿ стенин хăмине хăйпăтса илнĕ те шала кĕнĕ. Алтарьтен «Кагор» хĕрлĕ эрехĕн 5 литрлă канистрне вăрласа тухнă. Сиен - 1,1 пин тенкĕлĕх.

Эрехе каскăн çамрăксем кайран хăйсен ялти пĕлĕшĕсемпе пĕрле ĕçнĕ. Анчах полици преступление часах уçса панă. Яшпа хĕр хăйсен айăпне йышăннă. Уголовлă ĕçе тишкерме суда ярса панă.

 

К.АНТОНОВ.

К.АНТОНОВ