Турă пÿрнĕ телейлĕ шăпа: 50 çул юратнă мăшăрпа

23 Çĕртме, 2016

Ылтăн туй кĕрекинче ларакан мăшăрсене манăн чăннипех те телейлĕ тесе калас килет. Вĕсем пурнăçри мĕн пур йывăрлăха пĕрле парăнтарса çемьене упраса хăварма, ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Акă камсен чĕрисенче чăн-чăн юратупа хисеп пурăнать! Паянхи çамрăксем пек вĕсем пĕр-пĕрне, тен, нихăçан та "юрататăп" тесе каласа та курман-тăр, анчах пĕрех çак çепĕç туйăм пурнăç çулĕпе юнашар утма пулăшнă.

Черетлĕ командировка Нăрваш Шăхальне илсе çитерсен ятарласах Васильевсем патне çитсе курма шут тытрăм. Сăлтавĕ - Ирина Гавриловнăпа Василий Петрович çур ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнни. Мăшăр ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Сăнарах пăхса илтĕм - иккĕшĕ те пĕр сăнлах. Ăсчахсем нумай çул пĕрле пурăнакансем пĕр пекленни пирки тĕрĕсех калаççĕ иккен.

Сăмах çумне сăмах хушăнса пырать. Васильевсем ачалăхĕсене те, çамрăклăхĕсене те аса илчĕç. Вĕсен вăл çăмăлах килмен. Вăрçă вăхăчĕ тата ун хыççăнхи çулсем нумай çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Ирина Гавриловна çут тĕнчене хаяр вăрçă кĕрленĕ чухне, 1942 çулта килнĕ. Вĕсем тăххăрăн пĕртăван пулнă. Хĕр 7 класс пĕтерсенех колхозра ĕçлеме пуçланă. Шăпа ăна комсомол путевкипе Комине кайнă аппăшĕсем патне те илсе çитернĕ. Анчах унта 9 уйăх вăй хунă хыççăн яла таврăннă. Кайран вара унталла та кунталла çÿресе телей шыраман: тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра тăрăшнă.Шăпа пÿрни те тăван кĕтесрех тупăннă.

Василий Петрович та йышлă çемьере çитĕннĕ. Пиллĕкĕн пулнă вĕсем: тăватă ывăл та пĕр хĕр. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă. Чавси патĕнчен ваннă шăммисем туха-туха ÿкнĕ тет. Сурансене пулах вăл 1946 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Амăшĕ пĕринчен тепри пĕчĕкрех ачисене пĕлÿ парассишĕн питĕ тăрăшнă. Çавăнпах ĕнтĕ пурте Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Анчах малалла ăс пухма май килмен, çитмен пурнăç ура хунă. Аллине аттестат илнĕ хыççăн Василий Петрович Аслă Арапуçĕнчи МТС-ра тăрăшма пуçланă. Шăпах пулас хуньăшĕн пулăшаканĕ пулнă. Тимĕр урапаллă трактора вĕсем пĕрле çÿретнĕ. Унтан 1958 çулта салтака кайма ят тухнă. Çар тивĕçне Челябинскра пурнăçланă. Кунта вара "Маяк" комбинатра 1957 çулхи авăн уйăхĕнче атом бомби çурăлнă. Паллах, вăл вăхăтра çакăн пирки никам та нимĕн те пĕлмен.

- Эпĕ командира турттараттăм. Ытти салтакпа пĕрле хулара темиçе хут та пулнă. Пур çĕрте те кунти шывпа усă курма юраманни пирки асăрхаттарса çырнисем пурччĕ, - тесе аса илет кил хуçи. Çамрăксем ун чухне хăйсене радиаци тивни пирки шухăшламан та пуль. Юрать-ха, пурте йĕркеллех иртсе кайнă. Урăхларах шăпа та кĕтме пултарнă вĕт...

Салтак аттине хывсанах механикра вăй хума пуçланă, унтан тивĕçлĕ канăва кайичченех водительте тăрăшнă. Сăмах май, Нăрваш Шăхалĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене хисеплесе лартнă палăка Чулхуларан ăнах турттарса килме шаннă.

Василий Петровичпа Ирина Гавриловна пĕр ялтах çурласа ÿснĕ пулсан та хĕрпе каччă шутне кĕриччен те хире-хирĕç тăрса калаçса курман. Шăпа вара вĕсене пĕрех тĕл пултарнă.

- Ваççа машинине юсама пуçланăччĕ, эпĕ шăпах çав вăхăтра ун умĕнчен иртсе пыраттăм. Вăл мана курчĕ те хăйне пулăшма ыйтрĕ. Эпĕ хирĕçлеймерĕм. Кайран вара: "Санран лайăх арăм пулать", - тесе хучĕ, - аса илчĕ Ирина Гавриловна. Ĕçчен те пултаруллă хĕре алăран вĕçертес темен каччă. 1966 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче ял канашне кайса çырăннă. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче хĕр йĕрри йĕнĕ хыççăн Нăрваш Шăхалĕнче икĕ килте туй кĕрлеттернĕ. Çапла вĕсен çемье пурнăçĕ пуçланнă. Икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ те, хĕрĕ те аслă пĕлÿллĕ. Галина ял хуçалăх институтĕнчен - экономиста, Михаил зоотехника вĕренсе тухнă. Иккĕшĕ те тăван ялтах тĕпленнĕ, "Труд" хуçалăхра хăйсен профессийĕсемпе тăрăшаççĕ. Васильевсен пĕрлехи ĕç стажĕ 200 çултан та иртет. Çавăнпах ĕнтĕ 2012 çулта республикăра çемье династийĕсене сумланă чухне Василий Петрович Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен Тав çырăвĕ тата сумлă парне - телевизор - илме тивĕçнĕ. Паян ăна вĕсем типтерлĕн упраççĕ.

Калаçу вĕçленнĕ май Ирина Гавриловнăпа Василий Петровича ыйту памасăр та чăтаймарăм:

- Паян çамрăксем хушшинче уйрăлакан нумай. Эсир халь мăшăрланакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр? Тен, сирĕн пĕр-пĕр вăрттăнлăх пур?

- Мăшăрпа 50 çул пĕрле пурăнатпăр. Çак вăхăтра лайăххипе пĕрлех пĕр-пĕрне кÿреннĕ вăхăтсем те пулнă пуль, анчах яланах çемье тата ачасем пирки шухăшланă. Кашни кашăк-чашăк шăкăртатмассерен уйрăлса кайсан мĕн пулать? Хăш-пĕр чухне илтнине те илтмĕш, курнине те курмăш тума пĕлмелле, - терĕ Ирина Васильева кăшт шухăшласа ларнă хыççăн.

Василий Петровичпа Ирина Гавриловна ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Кинĕ, Ольга Сергеевна, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Тăватă мăнукĕ пурришĕн чунтан савăнаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе пĕрле хĕпĕртеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА.

Патăрьел районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.