Турă хăвачĕпе вăй илтĕмĕр

20 Кăрлач, 2017

Республикăри православи тĕнне ĕненекенсем кăрлачăн 19-мĕшĕнче чиркĕвĕн тĕп праçникĕсенчен пĕрне — Турра шыва кĕртнине Крещение Господне/— паллă турĕç.

Чиркÿ ăна II ĕмĕртех йăлана кĕртнĕ. Вăл 30 çулти Иисус Христос Израильти Иордан юханшывĕнче шыва кĕнинчен пуçланса кайнă. Иоанн Предтеча ăна тата ыттисене çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе каçару ыйтма чĕнсе каланă. Иисус Турă ывăлĕ пулнă май çылăхсăр çуралса çитĕннĕ, унăн çылăх каçарттарма сăлтав пулман. Апла пулин те вăл ÿкĕннине палăртассишĕн шыва кĕнĕ. Çав самантра янкăр тÿпе уçăлнă та Турă-Çветтуй сывлăш кăвакарчăн пулса тухнă, Иисус хăйĕн юратнă ывăлĕ пулнине пĕлтернĕ.

Кăрлачăн 18 тата 19-мĕ­шĕсенче республикăри чиркÿ­сенче Кăшарни ячĕпе кĕлĕсем иртнĕ. Вĕсенче тĕнчене Çăлакан килнине, ăна шыва кĕртнине пĕлтернĕ, çăкăр-тăвара сăвапланă, «Турă ятне ырлăр» гимн юрланă, ытти юрăпа Христоса мухтанă.

Иисуса шыва кĕртнĕ ятпа Петр атте Канаш районĕнчи Шăхаль ялĕнчи чиркÿре те литурги ирттернĕ. Чиркÿ хорĕ Кăшарни антифонне, Çăлакана халалланă гимн юрланă. Пачăшкă Кăшнаруй, Елюккасси, Йĕрĕхçырми, Шăхаль ялĕсенчен пуçтарăннисене Кăшарни тропарьне каласа — тĕнчене килнĕ Турă ывăлне шыва кĕртнине пĕлтерсе — савăнтарнă, Шăхальти культура çурчĕн ертÿçи Венера Васильева ертсе пынипе Турра ĕненекенсем хатĕрленĕ шыва тата Кĕçĕн Çавал çумĕнчи Çичçăла сăвапланă.

Венера Николаевна ирхи 4 сехетре тăрса чиркĕве хутса ăшăтнă. Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов хушнипе Алексей Егоров тракторист Шăхальти купель патне пымалли çула юртан уçнă. Римма Васильева, Эльза Осипова, ыттисем купеле кĕмелли сукмака хырса тикĕсленĕ, алшăллисем хатĕрленĕ. Рудольф Васильев, Анатолий Дмитриев, Роберт Родионов журналистсен умĕнче электричество юпинчен пралук тăсса купеле çутă кĕртрĕç.

Альбинăпа Лариса Ивановăсем, Елена Николаева, Татьяна Егорова тата ыттисем, вăл шутра çак йĕркесен авторĕ, сивĕ шыва кĕрсе хăйсем çине хĕрес хыврĕç, çылăхĕсемшĕн Турăран ÿкĕтлесех каçару ыйтрĕç, унăн хăвачĕпе хал илчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: