Тур лашине кÿлме пĕлес пулать

15 Чÿк, 2016

Ун чухне çĕре шурă кавир хупламанччĕ-ха. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Хурама Тăваралла каякан çул айккинчи çерем çине кăкарнă çап-çутă тур лашана аякранах асăрхарăм. Мăйне тăсса пĕр хускалмасăр ял еннеле пăхса тăраканскер чаплă статуйăна аса илтерчĕ. Кайран та асран тухмарĕ вăл. «Пĕреххут мĕншĕн сăн ÿкермерĕм-ши?» — тесе чылайччен кулянтăм кайран.

Лаша хуçи Турханта пурăнакан 75 çулти Петр Егоров иккен.

— Ут юрату кăна мар, вăл – чир те. Юратрăн тăк ăна — чун ĕмĕрĕпех ун патнеллех туртать. Çакă — киленĕç те, пурнăç та. Лашан та — хăйĕн характерĕ. Эпĕ унăн кăмăлне пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлетĕп. Урхамахăм хăй те манăн кăмăла сисет – эпĕ мĕн тăвасшăн пулнине чухлать. Лайăх лаша хăйнеевĕр виçĕ пахалăхпа палăрса тăрать: çамки, кăкăрĕ, сăмси — сарлака; çурăмĕ, уран аялти пайĕ тата хăлхи — кĕске; мăйĕ — вăрăм. Ку кăна мар-ха. Лашан куçĕ, чунĕ тата чĕрни таса, — ăнлантарать Петр Романович хăйĕн Ласточка ятлă юратнă юланутне мăйĕнчен ачашланă май. Хуçин алли лашана килĕшет пулас – ун çине вăл питĕ ачашшăн тинкерет.

Эпир çапла сăмах вакласа тăнă вăхăт­ра çакна асăрхарăм: ахăртнех, Ласточка пĕр вырăнта чылайччен тапранмасăр тăма килĕштерсех каймасть — айккинелле шав туртăнкалать.

— Çил пек хăвăрт урхамах, чунĕ ирĕкĕл­лех чĕнет ăна. Сĕре вĕри тата элчĕ лаша. Тулли лава вăйлă туртать. Çырмара хăв чупса ĕлкĕр çеç — çиччас вĕçтерсе хăпарать, — калаçăва тăсать ватă манăн шухăша сиссе. Ял лашасăр пулма пултараймасть. Вăл — çур пурнăç. Ĕлĕкех килти хуçалăхра лаша тытайман этем пурнăç тума пултарайман чи мĕскĕн çын шутланнă. Егоровсен вара ут тени пĕрре кăна мар, иккĕ таранах. Хĕрĕ Галя та /вăл хăйĕн çемйипе ашшĕпе амăшĕнчен инçех мар пурăнать/ Чайка ятлă шур çамкаллă хĕрлĕ лаша усрать.

Петр Егоров чĕлхесĕр янаварсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Вĕсем пирки чылай кĕнеке вуланă. Анчах çакă çеç лашана ăнланма çителĕксĕр тесе шухăшлать вăл.

— Ăна пĕлес тесен килте хăвăн усрамалла. Тата вăхăт чылай уйăрмалла. Авал, 3000 çул каялла, Руф ятлă çын хăйĕн хуйхи-суйхи пирки Турра пĕлтернĕ. Библире çырнă тăрăх Турă ăна акă епле хурав панă: «Эсĕ урхамахăн вăйне асăрхарăн, унпа хăвна кирлĕ пек усă куртăн. Анчах эсĕ ăна тыр-пула пĕтерекен шăрчăка хăратнă пек хăратаятăн-и-ха? Вăл урипе çĕр чавать, хăрушлăхран кулать, хĕç-пăшалпа куçа-куçăн тĕл пулсан хăрамасть, хĕçрен пăрăнмасть, тăпра çăтать, труба кăшкăрнă чухне вара тăп тăраймасть». Вăт эпĕ те янаварăн тÿсĕмлĕхĕнчен, вăй-хăватĕнчен, ăсĕнчен, чунлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Ялан лаша утланса çÿрекен çыннăн нихăçан та мухмăр пулмасть тенине илтнĕ-и тата эсир? Унăн тинĕсре карап çинче ишнĕ чухне те кăмăлĕ пăтранмасть. Эпĕ лашасене мĕн ачаран юрататăп. Ачапча çулĕнченех выльăх-чĕрлĕхпе юнашар. Вунă çултанах çуллахи каникулсенче ял кĕтĕвне кĕтнĕ, каярахпа ферма кĕтĕвне шанса пачĕç. Çар хыççăн ĕне фермине скотнике вырнаçрăм та, çапла 40 çул иртнине те сисмерĕм. Лашасемпе утă, улăм, сенаж турттарнă, тислĕк тăкнă. Хушăран утланса та çÿренĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн хăй вăхăтĕнче пăру та, тиха та панă. Килте вара 12 çул усратпăр пысăк çак выльăха. Кун умĕнхине те юрататтăм. Чирлерĕ те мишерсене ирĕксĕрех сутмалла пулчĕ. Çавăнпа Ласточкăна нихăçан та сивĕ шыв ĕçтерместĕп. Шывне кăмака умне чукунпа лартсах ăшăтатăп. Лаша таса мар шыва нихăçан та ĕçмест. Ласточкăпа вăрмана вутта /Егоровсем газ кĕртмен. — Авт./, утта çÿретпĕр. Çĕрулми лартатпăр, çыратпăр. Ыйтсан кÿршĕ-арша та лаша паратăп. Анчах ăна чылайăшĕ илсе кайма хăрать. Вĕрирех вăл. Хĕлле юр тăкатăп. Кăмăлăма ирĕке ярсан çунапа Хурама Тăвар еннелле ярăнма та кайса килетĕп. Хыçлă çуна та пур пирĕн. Унпа хăй вăхăтĕнче Çăварнире катаччи чупнă. Лаша усрас тесен нумай ĕçлемелле. Ăна хĕл каçарма 6 лав утă кирлĕ. Сĕлĕ те, чĕкĕнтĕр /выльăх кăшманĕ/ те хатĕрлемелле. Умĕнчен утă татăлмасть. Пĕр чашăк та пулин типĕ утă памасан кÿренет. Çапсан, паллах, çилленет. Эпĕ выльăха нихăçан та çапман, — итленĕçем итлес килет кил хуçине.

Петр Романовича ĕçри хастарлăхĕшĕн чылай хисеп хучĕпе чысланă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕ Анна Григорьевна та ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕ. 50 çул ĕне сунă. Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçнĕ. Егоровсем 5 хĕр пăхса ÿстернĕ. Паян вĕсем 7 мăнукпа савăнаççĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ачисем те ял пурнăçне кăмăллаççĕ. Кашнинех выльăх-чĕрлĕх картиш тулли. Оля, сăмахран, 5 ĕне усрать, вăкăр самăртать, сысна тытать. Гальăсен те ĕне, лаша, сысна, сурăх пур. Ватăсем 4-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ Валентина лашасене уйрăмах юратнине те систерчĕç. Сăмах çинех хĕрпĕрчи шкултан таврăнчĕ.

— Акă пирĕн пăрчăкан çитрĕ те. Çулла вăл Чайкăна утланса çÿрет. Шыва кĕме те каять. Çапах Ласточкăна хальлĕхе утланман-ха. Ăна итлеттерме кăштах ÿсмелле, — кăмăллăн пуплет Петр Романович. Егоровсен килти хуçалăхĕнче кроликсемпе чăхсем те пур.

— Эпĕ паянхи кунчченех ĕне сăвассишĕн тунсăхлатăп. Çавăнпах хĕрĕм Галя патне ĕне сума çÿретĕп. Кĕрÿ шапаша кайсан Чайкине хамах пăхатăп. Ласточкăна вара упăшка ыттисене питех шанмасть. Лайăх пăхать вăл ăна, нихăçан та хытă хăваламасть. Ÿсĕрсене парса ямасть. Ун пек вăйлă урхамах курман эпĕ, тупата. Кăкарсан çиччас тимĕрне çĕр ăшĕнчен туртса кăларать те вĕçерĕнсе тарать. Пĕррехинче Петĕр Ольăсем патне кайсан час таврăнайманччĕ. Эпĕ лашана çавăтса килеймерĕм. Хуçине кĕтсе илейменрен тарнă вăл. Çĕрле вăранса кайрăм — упăшка çывăраймасть. Тăрса тухса кайрĕ те ир еннелле таврăнчĕ. Ласточкăна тупса килчĕ. Вăл тислĕк купинчен явăннă та вĕçерĕнсе килеймен, — калаçăва хутшăнать кил хуçи хĕрарăмĕ Анна Григорьевна. Егоровсем пĕлтернĕ тăрăх — Чайка та ăслă-мĕн. Хуçине хăнана кайсан кăкармасăрах сехечĕ-сехечĕпе хапха умĕнче кĕтсе тăрать. Çывăхра чĕкĕнтĕр йăранĕ пулсан та — пырса çимест.

Петĕр тетене ялта лаша шучĕ чакни кулянтарать. 500 яхăн киллĕ Турханта паян 5 ут кăна-мĕн. Вырăнти хуçалăхăн сысна ферминче тата икĕ лаша пур. Маларах вара хĕрĕх пуç та пулнă. Халĕ вĕсен вырăнне хурçă ут йышăннă.

— Хăшпĕр ялти ачасем лашана та телевизор çинче кăна кураççĕ пуль. Ĕлĕк хăнана та, Нăрваш Шăхальне те, Тăрăна та урхамахпах çÿренĕ. Халĕ машина айне пулса вилетпĕр, — ассăн сывлать Петр Романович.

— Телейлĕ çынсем пĕрешкел тенĕ пек, лаша юратакан çынсен те пĕрпеклĕх нумай. Вĕсен килĕнче лашапа çыхăннă япала чылай. Егоровсен çуртĕнче лаша ÿкернĕ картина темиçе те. Лаша вĕсемшĕн модăран тухман-ха. Вăл туслă çемьешĕн çур пурнăç кăна мар, пĕтĕм пурнăç.

«Турă лашине кÿлме пĕлес пулать.

Кÿлме пĕлес пулать анчах мар,

Кÿлме пĕлес пулать, тытма пĕлес

пулать,

Унсăрăн çулне çухатать», — тах­çанч­ченех янăрарĕç хăлхара юрă сăмахĕсем.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.