- Чăвашла верси
- Русская версия
Тупăш илес тесен тăкакна шутла
Чăваш ĕлĕкренех сысна усранă. Ваттисем каланă тăрăх - ялта сысна кĕтĕвĕ те пулнă. Ĕне, сурăх пекех вĕсем те уй-хире тухнă. Эпĕ астăвасса урамра та çÿретчĕç вĕсем. Е çумăр хыççăнхи кÿленчĕксенче чунĕсене кантаратчĕç, е сăмсипе çĕре чавалатчĕç. Паллах, кунашкал ÿкерчĕке халĕ ялсенче кураймăн.
Ун чухне кашни çемье аш-какай валли икĕ-виçĕ сыснаран кая тытман. Ара, çемье те йышлă пулнă. Килсерен сак тулли ача-пăча-çке. Аш пулсан вара яшка та тутлă.
Сысна какайĕ çуллă пулнăран тухтăрсем ăна çиме питех сĕнмеççĕ халĕ. Анчах та çакăн пирки малтан никам та уççăн пĕлтермен. Ку выльăха пурте усранă, ашне пурте çинĕ. Халĕ, паллах, Африка чуми те хăратать. Çавна май сысна тытакан территори хупă пулмаллине калаççĕ. Паллах, ку условие пысăк комплекссенче тума май пулĕ. Анчах килти хушма хуçалăхра кил картине нимĕнле те хуплаймастăн. Унсăр пуçне ялхуçалăхĕсенче те.
Пĕлтĕр кĕркунне сысна ашĕ йÿнелни халăхра çак выльăх шутне чакарчĕ. «Апат чылай кирлĕ. Аша пасартан та туянма пулать», - терĕ ун чухне ял ĕçченĕ. Анчах пасартан туяннă какайăн тути çук. Хамăр çитĕнтернине çитместех.
Халĕ сысна ашĕ самай ÿсрĕ. Унăн хакĕ пасарта 190-320 ?1 кг%. Çавна май сысна çури те хакланнă. Хăшĕ-пĕри ăна сутса тупăш илет. Ют тăрăха сутма çÿрекен те пур.
Ытти выльăх-чĕрлĕхпе танлаштарсан сысна тăкаклă теççĕ халăхра. Ăна пĕçерсе çитермелле. Çавна май вут-шанкă та пĕтет. Ахальтен мар ял халăхĕ аш валли çитĕннĕ сысна туянать. Апат çитерсе тăкакланмасть. Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăх çак выльăха халĕ те усрать. Колхозниксене çурапа тивĕçтерет. Ялта хăшĕ-пĕри сысна тытманран аш-какай валли хуçалăхран туянать. Унсăр пуçне колхозăн столовăйĕ те пур. Çурхи-кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче ĕçченсене апатлантараççĕ. Аш турамĕ вара организма вăй-хал кÿрет.
Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăх та сысна тытать. Хальлĕхе 800 пуç, çитес вăхăтрах 1000-е çитересшĕн. «Сысна хуçалăха тупăш паратех», - тет Валерий Падуев ертÿçĕ. Кунта та ял-йыша ашпа тивĕçтереççĕ. Елчĕк тăрăхĕнче те ял çынни сысна усрама пăрахнă. Халĕ тирпей-илеме хăнăхрĕ вăл. Картишне брусчатка сараççĕ те выльăх-чĕрлĕх тытма пăрахаççĕ. Укçа пулсан вара аш-какай туянасси кăткăс мар.
Выльăха тăрантарма та чылай нухрат тухса каять. Апат перекетлес тĕллевпех ĕлĕк сысна кĕтĕвĕ кĕтнĕ.
Паллах, тупăш илес тесен тăкак та тÿсмеллех. Тупăш тени нихăш отрасльте те тÿрех пулмасть. Пахчара çитĕнтернĕ тымар çимĕç, çĕрулми пулсан выльăх апачĕ перекетленет.
Ытти выльăхпа танлаштарсан сысна хăвăртрах çитĕнет. Унсăр пуçне çура сутса та тупăш илме пулать, аш туянакан та тупăнатех. Енчен те сутма май килмесен, хĕлĕпех сĕтел çинчен какай татăлмĕ. Хамăр туса илнĕ апат-çимĕç тем тесен те тутлăрах, техĕмлĕрех.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас