Тупăш чакатех

10 Ака, 2020

Михаил Ноздряков республика бюджечĕн пулма пултаракан çухатăвĕсем пирки тунă прогноз савăнтармасть. Хальлĕхе тупăш чакнине çирĕплетмешкĕн иртерех. 1-мĕш квартал цифрисем — малтан палăртнă шайрах. Çапах çухатусем пуласси куçкĕрет: республикăн пĕрлехи бюджечĕ илсе çитереймен тупăш, ун шучĕпе, 4,9 миллиард тенкĕ патнелле пулма пултарать.

Çак условисенче Мускав пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика федераци бюджетĕнчен ӳпкене искусствăлла майпа вентиляцилемелли аппаратсем валли 8 миллион, больницăсенчи койка фондне пысăклатма 218 миллион тенкĕ илнĕ. Коронавируспа чирлисемпе ĕçлекен медиксене хавхалантарма — 48 миллион ытларах. Регионсене васкавлă медпулăшăвăн çĕнĕ йышши машинисемпе тивĕçтерес енĕпе йышăну тунă. Çав шутра Чăваш Ене те çĕнĕ автомобильсем килĕç. Миçе — хальлĕхе паллă мар. Паллах, инфекципе кĕрешес ĕçе республика та хăйĕн бюджетĕнчен курăмлă укçа хывĕ. Министр «мĕн пур нуша» валли пĕтĕмпе 7,5 миллиард тенкĕ кирлине çирĕплетрĕ. Кунта — бюджет кăна мар, ытти çăл куç та: Пенси, Соцстрах фончĕсем… Çителĕксĕр виçе — тата 3,1 миллиард тенкĕ.

Ĕçсĕрлĕх пысăкланасси куç кĕрет. Ĕçсĕр юлнисене тӳлеме хушма 400 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Чăваш Енĕн «тĕп финансисчĕ» çак цифрăсене федераци Правительствине пани çинчен каларĕ, анчах ку, паллах, хамăрăн та укçа çăл куçĕсене шырамалла мар тенине пĕлтермест. Михаил Геннадьевич бюджетăн тивĕçтермен дефицичĕн пĕтĕмĕшле виçи 6,5 миллиард тенкĕпе танлашассине çирĕплетрĕ. Аплă тăк бюджетра урăх тĕллевсемпе маларах палăртнă хăш-пĕр тăкака асăннă ĕçсем валли куçарма тивет — çак ыйтусене татса парассине оперативлă пурнăçламалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас