Тулли кăмăлпа таврăнчĕ
«Тăвансем, эсир пирĕн пата ăмма пымастăр?
Хурĕ сăхать тетр-и мĕн?
Эсир пирĕн пата пынă çĕре
Хурĕ пулĕ хуплура», -

çапла юрласа тухрĕ Куславкка районĕнчи Хурамалти «Эткер» халăх фольклор ушкăнĕ XI «Руç юрăçисем, Руç ăстисем» фестивале уçнă чухне.

Фестиваль Воронеж облаçĕнчи Воробьевка районĕнче çурла уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, ют çĕр-шывран килнĕ фольклор ушкăнĕсем тата ал ĕç ăстисем хутшăнчĕç. Виçĕ кун хушшинче пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашрĕç.

«Эткер» фольклор ушкăнĕ /ертÿçи - РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Ефимова/ ку мероприятире - виççĕмĕш хут. Вĕсене Воронеж çĕрĕ çинче тахçанхи пĕлĕшсен вырăнне хурса хапăл туса кĕтсе илчĕç. «Эткер» икĕ ялта концерт лартрĕ, куракансене чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕ, мăн асаттесен ырă йăлине тĕпе хурса кăпăклă сăрапа хăналарĕ.

Уява çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕве хĕрринчи лапамра уçрĕç. Артистсем шывра ишекен сулă çинче ташларĕç, юрларĕç. Çав тери нумай куракан пуçтарăннă. Ал ĕç ăстисем пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, тĕрлĕ япала ăсталама хăнăхтарчĕç. Пирĕн ушкăнри ачасем те тăмран шăхлич, пусмаран Мулкач пÿрнеске-тетте тума вĕренчĕç. Пушă вăхăтра пурте пĕвере шыва кĕрсе уçăлчĕç, хĕвел çинче хĕртĕнчĕç.

Тăван ене «Эткер» дипломпа, асăнмалăх парнесемпе тата тулли кăмăлпа таврăнчĕ.

Валентина ЕФИМОВА

Валентина ЕФИМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.