Тухтăрсене тĕллевлĕн вĕрентĕç

29 Пуш, 2014

"Республикăри сывлăх сыхлавне хакламашкăн демографин икĕ кăтартăвне тĕпе хумалла. Пĕрремĕшĕ - ача çураласси, тепри - çынсем пурнăçран уйрăлни, - палăртрĕ Алла Самойлова министр журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцие уçнă май. - Çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килни - ырă пулăм, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне кун-çул парнелеме тĕв туни социаллă кăтарту шутланать, мĕншĕн тесен çакă малашлăх тăнăçлăхĕпе тачă çыхăннă. Çураласлăх енĕпе Чăваш Ен пĕлтĕр федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче мала тухнă, тин çуралнисем пурнăçран уйрăлнин кăтартăвĕсемпе /вĕсем чакса пыраççĕ/ Раççейре иккĕмĕш вырăн /Санкт-Петербург хыççăн/ йышăннă.

Вилеслĕх вара - медицинăпа çыхăннă хаклав. 2013 çулта чĕрепе юн тымарĕсен чирне, усал шыççа, туберкулеза пула автансăр яла куçакан сахалланнă. Чăн та çул-йĕр çинчи инкекре вилекенсем нумайланнă. Çакăншăн медицина айăплă тесе çирĕплетеймĕн: васкавлă пулăшупа çийĕнчех тивĕçтерсен те йывăр суранланнисене çăлса хăварма май килменни те пулать.

Алла Самойлова уйрăммăн палăртрĕ: тин çуралнисем тата чĕрепе юн тымарĕсен амакĕнчен вилессине чакармашкăн медицина учрежденийĕсене централизацилени витĕм кÿнĕ. Кун пек чухне пациентсем ятарлă клиникăсенче пысăк технологиллĕ пулăшăва тивĕçеççĕ, вĕсене ăста специалистсем хальхи йышши оборудованипе усă курса сиплеççĕ. Унашкаллине вырăнти сыватмăшра вырнаçтарни пайтасăр: пысăк квалификациллĕ кадрсемпе кашнинех тивĕçтереймĕн, унсăр пуçне пациентсем те вырăнта шутлă кăна.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Ен халăхĕ сывлав органĕсен амакĕпе ытларах нушаланать. Çакă пирус туртнипе, вакцинаци тутарманнипе, чирлесен тухтăр патне каймасăр пĕли-пĕлми сипленнипе, кĕскен каласан хăйсен сывлăхне хакламаннипе çыхăннă. Ÿпкен усал шыççине те асăннă амаксен йышне кĕртмелле. Ăна пуçламăш тапхăрта диагностикăлама кăткăс. Чылайăшĕ бронхоскопи тутармашкăн килĕшмест, ку процедурăна чăтса ирттермешкĕн тÿсĕмлĕх кирлĕ иккен.

Çынсен сывлăхне унчченхи вăхăтри евĕр диспансеризацилеме тытăнни те - иртнĕ çулхи ырă пулăм. Пĕтĕмлетÿ тăрăх халăхăн 20 проценчĕ кăна сывă та таса.

Çивĕч ыйтусенчен тепри - пуçламăш сыпăкри тухтăрсем, ансăр специалистсем патне лекмешкĕн кансĕрри. Çакна министр пациентсен ăнланулăх шайĕ пĕчĕккипе сăлтавлать: хăшĕ-пĕри йышăнăва пымашкăн ерçÿллĕ самант тупаймасран шикленсе темиçе хут çырăнать, черете "ÿстерет". Ансăр специалистсем патĕнче тĕрĕсленес текенсене ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ертÿçи участок тухтăрĕпе канашлама сĕнет. Врач кирлĕ тесе шухăшлать тăк хирург, эндокринолог е ытти специалист патне каймашкăн хăех хут çырса парать. Паллах, вăраха кайнă амакпа учетра тăракан пациентсемсĕр пуçне ĕнтĕ. Тĕрĕссипе унашкал врачсем сиплев учрежденийĕсенче хальлĕхе çитмеççĕ. Çавна май консультаци тата диагностика центрĕсем уçни вырăнлă пулмалла.

Сывлăх сыхлавне аталантармашкăн патшалăх укçа-тенкĕ чылай уйăрать. Тĕслĕхрен, кăçал республикăра унăн консолидациллĕ тăкакĕсен пĕтĕмĕшле виçи ÿсмелле. Патшалăх гарантийĕн программи тăрăх пĕлтĕр 10648 млн тенкĕ уйăрнă тăк 2014 çулта - 11954 млн.

Министр шалу ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. "Медицина ĕçченĕсене тÿлесси пĕлтĕр 12-20 процент пысăкланнă: тухтăрсен вăл - 28 пин, вăтам персоналăн 16 пин тенке çитнĕ, кĕçĕн персоналăн икĕ хута яхăн хушăнса 10 пинпе танлашнă. Кăçал татах ÿстерме палăртаççĕ.

Пациентсем медицинăн пахалăхлă пулăшăвне кĕтеççĕ. Хăшĕ-пĕрне тивĕçме кансĕрри вĕсене пăшăрхантарать. Кун пек чухне тĕллевлĕх пирки аса илтерни вырăнлă пулмалла. Юлашки çулсенче магнитпа резонанс томографийĕн /МРТ/ тĕрĕслевĕ пирки ырăпа асăнаççĕ. Анчах пуриншĕн те усăллă-и вăл - çакăн пирки ытларах шухăшламалла. Усал шыçăна тупса палăртнине илес тĕк асăннă аппаратура унăн юлашки тапхăрĕнчи улшăнăва - пысăкланнă шыçăна тата метастазăна - кăна уçăмлатать. Онкологи чирĕсене диагностикăлама эндоскопи мелĕсем - бронхоскопи, гастроскопи, колоноскопи - вырăнлă. Вĕсен пулăшăвĕ тÿлевсĕррипе тата тĕрĕслевĕ канăçсăрлантарнипе пациентсене ку меслетсем илĕртсех каймаççĕ. Çапах та кун пек чухне сиплекен тухтăр сăмахне ăша хывни вырăнлă.

Алла Самойлова сусăр ачасене, ветерансене малашне те пахалăхлă сиплевпе тивĕçтересси пирки пĕлтерчĕ. Инсультран, йывăр суранран, усал шыçăран хальхи çĕнĕ йышши мелсемпе сипленипе ураланакансен йышĕ ÿсрĕ. Вĕсене реабилитацилесе обществăна тавăрассине хакланине, çавăн пекех шанчăксăр чирлисем валли полеатив койкисен тытăмне анлăлатассине пĕлтерчĕ министр.

Пичет кăларăмĕсен ĕçченĕсене канăçсăрлантаракан ыйту сахал мар пулчĕ: ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çынсемпе тытакан икĕ енлĕ çыхăнуран пуçласа ачасене сиплемелли тÿлевсĕр эмел, "Земство тухтăрĕ" программа таранах. Кашнинех туллин хуравларĕ министр.

Сăмах май, çÿлерех асăннă программа кăçал та вăйне çухатман. Унпа килĕшÿллĕн ялти сыватмăшсене 61 çамрăк специалист каймалла.

Тепĕр çĕнĕлĕх: аслă шкул пĕтернĕ врачсене совет саманин çулĕсенчи евĕр çирĕплетнĕ йĕркепе сиплев учрежденисене вырнаçтармĕç - 2014 çултан тытăнса пулас специалистсене вĕренмешкĕн тĕллевлĕн йышăнĕç. Пĕлÿ илме янă организаци укçапа тивĕçтерсе тăрĕ, диплом илсен хăй патне йыхравлĕ. Çамрăк специалист унта кайма килĕшмест тĕк пĕтĕм суммăна тавăрса пама тата штраф тÿлеме тивĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.