Тухтăр шырама Чăваш Ене килнĕ

Иртнĕ эрнекун И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вакансисен ярмăркки иртнĕ.

Медицина факультетĕнчен вĕренсе тухакансемпе, интернсемпе, ординаторсемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва Чăваш Енрен кăна мар, ытти регионти 40 ытла медицина учрежденийĕн представителĕсем пынă. Вĕсем 300 ытла çамрăк специалист умĕнче тухса калаçнă. Шурă халата тин çеç тăхăннă тухтăрсене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Алексей Кизлов, медицина факультечĕн деканĕ Валентина Диомидова ырă çул суннă.

 

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.