Тухтăр, профессор

20 Авăн, 2014

Пирĕн Куславкка тăрăхĕнчен культурăпа искусствăра, медицинăра, спортра пысăк çитĕнÿ тунисем сахал мар тухнă. Вĕсенчен пĕри - Юрий Георгиевич Максимов. Кам вăл, мĕнпе палăрнă халăх хушшинче?

А.ВАСИЛЬЕВА.

Куславкка хули.

Ю.Максимов Куславкка районĕнчи Тулпай ялĕнче 1949 çулта çуралнă. Тухтăр, патшалăх деятелĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Хусан патшалăх медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкар районĕнчи тĕп больницăра врач-отоларинголог, тĕп врач пулса ĕçленĕ. Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ /1983-1992/, Чăваш Республикин Министрсен Канашĕ çумĕнчи Лицензи-аккредитаци комиссийĕн председателĕ пулнă. Чăваш патшалăх университетĕнче профилактика медицинин кафедринче ĕçленĕ, профессор. 2007 çултанпа Юрий Георгиевич - Амур облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ, 2008 çултанпа - министрĕ.

Халăх сывлăхĕ еплерех пулнине, тĕрлĕ фактор ăна мĕнле витĕм кÿнине тĕпчет. 100 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.