«Тухса кайиччен кил хапхине сăрласа хăвартăм»

12 Утă, 2014

Украинăри хурлăхлă пулăмсем хыççăн Чăваш Ене хÿтлĕх шыраса килнĕ çемьепе паллашма тÿр килчĕ. Çĕртмен 26-мĕшĕнче Михаил Вазянов ывăлĕн çемйипе тата хĕрĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмене килнĕ. Вĕсемпе Шупашкарта тĕл пултăмăр: ют çĕр-шыв гражданĕсем ФМСăн Чăваш Енри управленине вăхăтлăх регистраци илмешкĕн ыйту çырма килнĕччĕ.

Вăрçăран тарса

Михайло - паспортра украинла унăн ятне çапла çырса хунă - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуçра /ĕлĕк Мăн Этмен çак ял канашне кĕнĕрен çапла çырнă/ çуралнă. Саккăрмĕш класс хыççăнах, 1971 çулта, çуралнă тăрăхпа сыв пуллашнăскер чăвашла маннă ĕнтĕ, хăш-пĕр сăмаха çеç ăнланать. Украинăри Луганск облаçĕнчи Червонопартизанск хули Михаил Вазяновшăн пĕчĕк тăван çĕр-шыва çаврăннă. Кунта унăн пурнăçĕ иртнĕ темелле: Украина пикине качча илсе икĕ ача ÿстернĕ, кил-çурт çавăрнă, Хĕрлĕ Партизан шахтинче электрослесарьте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Михаил Порфирьевичăн мăшăрĕ 2005 çулта чирлесе вилнĕ, ывăлĕн Вадимăн çемйи 63-мĕш шахта поселокĕнче тĕпленнĕ. Хĕрĕ Надя, кулинари училищине пĕтернĕскер, ашшĕпе тĕп килте юлнă.

«Манпа пĕр ÿсĕмри шахтерсем ку тĕнчерен уйрăлма та ĕлкĕрчĕç... Сывлăха шахтăра пĕтертĕм пулин те пенси пысăк мар манăн. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕрчĕн-пĕрчĕн мул пухса пÿрт лартрăмăр, хуралтăсем çĕклерĕмĕр. Йăлтах туса çитернĕччĕ ĕнтĕ. Хамăрăн пахча та пур, унта халĕ çимĕç пиçме тытăнчĕ: хăяр-помидор, иçĕм, персик, мăйăр... - мĕн кăна çук?» - каласа кăтартать Михаил Порфирьевич. Килтен каяс та темен вăл, йăлтах йĕркеленессе шаннă. Çавăнпах кил хапхине те сăрласа çĕнетнĕ, анчах тепĕр виçĕ кунтанах çула тухма тивнĕ. Вăрçă шăв-шавĕ кунран кун çывăхланнă, Михайло ĕçленĕ шахтăна та снаряд аркатса пĕтернĕ... Çывăхри поселока сирпĕтнĕ, перкелешÿ сасси çĕрле те ыйха татнă. Ачисемпе мăнукĕсем йăлăннипе тек тăхтаса тăман.

 

Мăн Этменте

Чăваш Енре Вазяновсен хурăнташ йышлă. Михаилăн виçĕ çывăх тăванĕ пурăнать, вĕсен ачисем те кунтах тымар янă. Украинăри инкек вăхăтĕнче йăхташĕсем патне шăнкăравласах тăнă, тăван тăрăхра хÿтлĕх сĕннĕ. Мăн Этменте Михаилăн йăмăкĕн хĕрĕ Галина Крупинова пĕчченех пурăнать, вăл та аякри тăванĕсене хапăлланă. Вязановсен тĕп килĕ çывăхрах вырнаçнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн çурт хупăннă. Галя ăна пăхкаласа тăнă-ха, анчах хуçасăр çурт хăвăрт юхăнать çав. «Çав пÿрте çĕкленине ас тăватăп, эпĕ ун чухне шкул ачиччĕ, - аса илчĕ Михаил Порфирьевич. - Ялта çурта питĕрсе çÿрес йăла çукчĕ. Çын пурлăхне тĕкĕнмен ун чухне. Тĕп кил халĕ те çăрасăрах тăнă пирĕн. Анчах самани паян ĕлĕкхи мар ĕнтĕ. Ямăтти тÿрех «ураланать». Çутă пралукне те, счетчика та килтен тăпăлтарса кайнă, ĕçкĕçсем «улах» вырăна кăмăлланă-мĕн».

Çутăсăр пÿрте пырса кĕнĕ Украинăран тарса килнĕскерсем. Çапах та Галина тараватлăхĕ вĕсен чунне ăшăтнă. Ялта çерçи выçă вилмест теççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаканскер хăйĕн патне чĕннĕ. Çапла икĕ çĕрлĕ пурăнать халĕ çемье: апат пĕçерме Галя патне каяççĕ, çывăрма - тĕп киле.

Пропискăна тăратас тата ытти ыйтăва уçăмлатма Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Артемьева, ФМСăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем сĕнÿсем панă. Ĕçе вырнаçтарассипе те пулăшма шантарнă вырăнти ертÿлĕх. Михаилăн хĕрĕ Надя, кинĕ Наташа Хĕрлĕ Чутайри çĕвĕ фабрикинче 3 кун стажировка тухнă. «Çĕвĕçĕ специальноçĕ çук пирĕн. Нуша тем тума та вĕрентет... Пире ĕçе илме шантарчĕç», - каласа кăтартаççĕ вĕсем.

Вадимпа Наташăн ывăлĕпе 9-ти Максимпа калаçрăмăр. 4-мĕш класа 63-мĕш шахта поселокĕнчи хăй вĕреннĕ шкулах каясшăн вăл. «Туссемшĕн пăшăрханатăп, вĕсем унтах юлчĕç», - пытармасть арçын ача. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрĕ-ши? Хăй халăхне хурлăх кăтартакан влаçа шанма пуçлĕ-ши, тăван тăрăха каялла таврăнĕ-ши халăх?

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Украинăран килнĕ 49 çемье /пурĕ 75 çын, вĕсенчен 17-шĕ - ачасем/ ФМСăн Чăваш Енри управленийĕнче кунта вăхăтлăх пурăнма ыйту çырнă. Ют çĕр-шыв гражданĕсенчен ытларахăшĕ тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Медицина учрежденийĕсем йывăр лару-тăрăва лекнисене тÿлевсĕрех йышăнаççĕ. Çĕртмен 30-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 4-мĕшĕччен Украинăран килнĕ çемьесенче икĕ ача çуралнă: пĕри Шупашкарти перинаталь центрĕнче, тепри Улатăр районĕн тĕп больницинче. Украина 4 хĕрарăмĕ ача кĕтет.

Чăваш Енри 83 çын тарса килнисем валли вăхăтлăх пурăнма кĕтес уйăрма кăмăл тунă, 13 çемье çак пулăшупа усă курнă. Тата тепĕр 250 çын пирĕн республикăна килесси çинчен пĕлтернĕ, хальлĕхе вĕсем Ростов облаçĕнче.

Чăваш Енре харăсах 3 ыр кăмăллăх фончĕ, вăл шутра Республикăри хĕрарăмсен канашĕ те, Украина гражданĕсене пулăшмашкăн укçа-тенкĕ пухма хутшăнать. Пулăшу сĕнекенсем валли «хĕрÿ лини» ĕçлет. Унăн номерĕ - 8/8352/51-27-80.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.