Тухăçсăр гектарсем, шухăша яракан тĕслĕхсем

16 Кăрлач, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче республикăри агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, министрсем, тĕрлĕ ведомство ертÿçисем, влаç органĕсен представителĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕсем, ял хуçалăх организацийĕсемпе тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Республикăри хресченсен 2013 çулхи ĕç-хĕлне Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче те пĕтĕмлетнĕччĕ. Праçникре çитĕнÿсемпе пĕрле çитменлĕхсен сăлтавĕсене тĕплĕн тишкересси йăлара çук-ха. Михаил Васильевич ларусен пысăк залне пухăннисене халĕчченех канăç паман ыйтусене пĕрле татса пама, çĕнĕ шухăшсем сĕнме чĕнсе каларĕ. Ял хуçалăхне аталантарасси экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланнине палăртрĕ. Лайăх ертÿçĕсем пуçаруллă ертсе пынăран нумай хуçалăхăн экономика-финанс кăтартăвĕ савăнтарать, тупăшăвĕ те аванах. Ĕçлекенсем шалупа кăмăллă, ăна вăхăтра илеççĕ. «Çав вăхăтрах, - терĕ Михаил Игнатьев, - хăйсем кахаллине пула хăшĕ-пĕри хуçалăха панкрута кăларать. Хĕллехи вăхăтра уçăмлă тĕллевсем палăртмалла, çур акине пысăк пахалăхлă ирттерме хатĕрленмелле. Шалти резервсене пĕрле шырама-тупма вырăнсене тухса çÿрĕпĕр».

Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕ юлашки çулсенче пысăк йывăрлăх тÿснине аса илчĕ. Патшалăх пăрахмасть ăна, çулленех пулăшать. Федераци куçаракан нухрата ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене васкавлăн çитерессипе пирĕн республика чи лайăх регионсен йышĕнче. Шел те, чăваш хресченĕсен шалăвĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Сахал укçаллă çĕре мĕнле специалист пырса кĕтĕр-ха?

Совет тапхăрĕнче тăкак тÿссен те «çÿлтен» хушнине пурнăçланă. Халĕ ирĕклĕ. Тупăш паракан отрасле аталантар. Инвесторсене, усламçăсене илĕртсе мĕншĕн ĕне фермисене çĕнетес, кĕтĕве пысăклатас мар? Пĕлтĕр сĕт хакĕ самаях хăпарчĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри АПК ĕç-хĕлĕн 2013 çулхи малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Кăтартусем савăнтармаççĕ. Производство индексĕ - 2012 çулăн 88 проценчĕ çеç. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те чакнă.

Витене е фермăна тĕпрен юсаса çĕнетме, ытти объекта хута яма муниципалитетсенче чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ, анчах Çĕмĕрле, Куславкка, Улатăр районĕсенче ку енĕпе вуçех те ĕçлемен. Африка мурĕнчен шикленсе республикăри хуçалăхсем сыснасен хисепне чакарнă.

Сергей Владимирович кăçалхи тĕллевсене те уçăмлатрĕ. Федерацин ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă программа 2013 çулта пурнăçланнă пулсан та малалла ĕçлет, халĕ вăл «Ял территорийĕсене 2020 çулччен çирĕп аталантарасси» ятлă. Ял хуçалăхне пулăшма кăçала валли республика бюджетĕнче 692 млн тенкĕ /малтан палăртнинчен 13% ытларах/ пăхса хăварнă. 2014 çулта 510 пин тонна тыр-пул, 850 пин тонна çĕр улми, 160 пин тонна пахча çимĕç туса илмелле. Выльăх-чĕрлĕх продукцине те чакармалла мар.

Кăтартăва татах пысăклатма майсем пур. Шел те, ăна ÿстерме тухăçсăр гектарсем ура хураççĕ. Республикăра пусă çаврăнăшне кĕмен лаптăксем 49 пин гектар. Пĕлтĕр çак вăхăтра 20 пин ытларах гектар çеç шута илнĕччĕ. Чакма мар, кунашкал лаптăксем вуçех пулмалла мар пек. Анчах тупăнса-хушăнса пынинчен епле-ха тĕлĕнмĕн?

Çĕр пулăхне упрассишĕн тăрăшман хуçасем те пур. Минерал удобренийĕ туянма укçа шеллесе унпа пачах та усă курмаççĕ е уй-хире питĕ сахал кăлараççĕ.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсемпе 2013 çулта мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕлтĕр вĕсене унчченхи çулсенчен ытларах регистрациленĕ, урăхла каласан - чăн хуçисем тупăннă. «Кăçал та малалла ĕçлĕпĕр, 3 çулта харпăрлăха куçарса пĕтеретпĕрех», - терĕ Светлана Александровна.

Тĕл пулура Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов, Элĕк районĕнчи ХФХ пуçлăхĕ Сергей Волков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АУО гендиректорĕ Валерий Иванов, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕ Федор Волков, ыттисем те тухса калаçрĕç. Кашнин - хăйĕн чун ыратăвĕ.

Калаçу специалистсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч тăни пирки те пычĕ. Çамрăк медиксене «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта 5 çул ĕçлесе тĕплентерес тĕллевпе пĕр млн тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Ял хуçалăх специалисчĕсене те çак меслетпе илĕртме май çук-ши? «Темĕн, - иккĕленчĕç аграрниксем, - ку чухне совеç çук çынсен. Укçасăр пуçне никама та нимĕн те кирлĕ мар».

Тĕл пулура шухăша яракан тĕслĕхсем илтрĕм. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене ăратлă выльăх туянма патшалăх субсиди парать. Лешсем кĕтĕве пысăклатас чухне кăшт вăхăт иртсенех ĕнесене аш-какай комбинатне леçеççĕ, укçи кĕсьене кĕрет.

Е тата. Ялта 5 çул ĕçлесе пурăнатăп тесе нумайăшĕ çурт лартма проектпа палăртнă суммăн 70% чухлĕ нухратлă пулнă. Кирлĕ çĕре çав укçапа усă курнă тесе суя документсем тăратнă та хăйсем ялтан çухалнă. Хулара хăтлă хваттерсенче шик шăхăрса пурăнаççĕ. 4300 çынран çурри çапла чееленнĕ-мĕн.

«Ĕçе пуçăнакан фермер» программа та шухăшлаттарать. Хăшне-пĕрне укçа илсе пултăр. Тĕрĕсех, хуçалăха аталантарать вăл, анчах хăйĕншĕн çеç тăрăшать. Программăпа килĕшÿллĕн вара çынсене те ĕçпе тивĕçтермелле.

Республика Пуçлăхĕ кунашкал тĕслĕхсене çирĕп асăрхаса тăмаллине аса илтерчĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.