Тухăçлă аталанакан предприятисен шучĕ ÿснĕ, анчах...
Чăваш Енри вунă вĕрентекен РФ Президенчĕн премийĕн лауреачĕсем пулса тăнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлăва савăнăçлă çак хыпартан пуçланă май ЧР Вĕренÿ министерствине пултаруллă педагогсен паха опычĕпе республикăра анлă усă курма хушу пачĕ, çак утăм вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме пулăшассине палăртрĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çул республикăшăн — ăнăçлă, регион ÿсĕм çулĕпе пырать. Çак тапхăрти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. Экономикăн пур секторĕнче те тенĕ пекех ÿсĕм пур. Уйрăмах тирпейлекен промышленноç çирĕп аталанать. Хими промышленноçĕн кăтартăвĕсем, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, чылай пысăкрах. Тухăçлă ĕçлекен предприятисен шучĕ ÿснĕ. Тĕрлĕ инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ, çĕнĕ производство лапамĕсем уçăлнă. Çавна май 300 яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнĕ.
Çав вăхăтрах министр потребитель рынокĕн кăтартăвĕсем чакнине палăртрĕ. Ку тапхăрта 150 яхăн суту-илÿ вырăнĕ уçăлнă пулин те. Çакна ведомство ертÿçи экономика кризисĕпе çыхăнтарать. «2008 çулхи кризисра халăх телевизор, холодильник туяннă, халĕ вара ытларах хваттер, автомашина илет. Паллах, предпринимательсене, хушма хуçалăх тытакансене хăйсен таварне сутма майсем туса паратпăр», — терĕ В.Аврелькин. Строительство секторĕ те палăртнă кăтартусем патне çитеймен. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри — строительство материалĕсем хакланни.
Çавăн пекех республикăра сĕт туса илесси кăшт чакнă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — хуçалăхсенче выльăх шучĕ ÿснĕ пулин те сĕт виçи кăшт чакнă. Палăртнă тапхăрта уйрăм хуçалăх тытакансем 2 процент сахалрах сĕт панă. Ведомство ертÿçи çакăн сăлтавне тĕпчесе пĕлме, çулталăк кăтартăвĕсемпе сĕт туса илессине 104 процента çитерме палăртнине пĕлтерчĕ.
В.Аврелькин министр палăртнă тăрăх — халăхăн тупăш виçи инфляцирен /вăл кăçал 7 процентран иртмелле мар/ чылай пысăкрах. Шалу ÿсĕмĕ — 5 процент. Шел те, республикăра вăхăтра ĕç укçи парайман предприятисем те пур. 190 яхăн çын çавнашкал пăтăрмаха лекнĕ. Çитес вăхăтра Шупашкарти 1-мĕш типографире тата Сĕнтĕрвăрринчи «Городок» МУПра лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанаççĕ.
Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх — республика пĕлтĕрхинчен сахалрах тупăш илнĕ. Тăкаксен виçи — 20 миллиард тенке яхăн. Çак укçан пысăк пайĕ вĕренÿ, социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн отраслĕсене кайнă. Финанс министрĕ яваплă тытăмсене федераци бюджетĕнчен килекен укçапа вăхăтра тата тĕллевлĕ усă курма сĕнчĕ.
Çул ыйтăвĕ кăçал вĕçĕмсĕр калаçтарать. Çынсем те пĕр-пĕринпе сÿтсе яваççĕ ăна, Правительство шайĕнче те пăхса тухаççĕ. Ыйту çивĕчлĕхĕ çав-çавах чакмасть. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников каланă тăрăх — республикăн çул тума, юсама укçа çук мар. ЧР Çул-йĕр фондĕнче 4 миллиард тенке яхăн пур. Хальлĕхе çак укçан 15 проценчĕпе кăна тĕллевлĕ усă курнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле нухрата туллин ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Халĕ организацисемпе килĕшÿсем тăваççĕ, вăл е ку ĕçе тăвакана палăртма конкурссем ирттереççĕ, ытти ĕçе пурнăçлаççĕ.
Çул тăвас ĕç çапла вăрах пынине министр «Чăвашавтодор» предприяти панкрута тухнипе çыхăнтарать. Вăхăтĕнче вăл килĕшÿсем туса тултарнă, анчах хăй ĕçлеймен.
«Чăвашавтодор» панкрута тухнă тесе... Ытти организаци ĕçлет. Тухăçлă ĕçлемелле. Бюджетран паракан кашни пуса тĕрĕслесе тăмалла», — асăрхаттарчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шел те, çул-йĕр строительствин ĕç-хĕлне тивĕçлĕ йĕркелеменнине, укçана ĕçе кĕртессипе çыхăннă лару-тăру кăткăссине кăтартакан тĕслĕх тата пур иккен. Михаил Резников министр каланă тăрăх — Айхи проспектне тата икĕ шайлă çула тума, Мускав кĕперне юсама уйăрнă укçапа та туллин усă курман-ха. Авăн уйăхĕ тĕлне çуррине ĕçе кĕртесшĕн. «Айхи проспекчĕпе ĕçлекен организаци ертÿлĕхĕпе виçĕ хутчен канашлу ирттернĕ. Хам та тĕл пулнă. Пĕр-пĕрне ăнлантăмăр пулĕ тетĕп», — палăртрĕ Михаил Резников.
Тепĕр чухне ăнланулăх çукки е ăнланма тăрăшманни те ыйтăва çивĕчлетет çав. «Устра» тата «Премиум Инжиниринг» строительство организацийĕсен хушшинчи хирĕçтăрăва темиçе уйăх каялла республика Пуçлăхĕ патĕнче пăхса тухнăччĕ. Ун чухне Михаил Васильевич вĕсене çынсен интересĕсене хирĕçлемесĕр — 41 çемьене хваттер пама е укçине каялла тавăрса пама — ыйтăва уçăмлатма хушнăччĕ. Май килмен ахăртнех. Михаил Игнатьевăн вĕсемпе тепĕр хут калаçма тиврĕ: «Халăх укçипе усă курма пĕлмесен мĕншĕн çак тытăма кĕрсе каятăр? Пирĕн республика пĕчĕк, кам мĕн туни питĕ лайăх курăнать. Çынсене е хваттер парăр, е укçине каялла тавăрăр. Шар курнă çын ылханма та пултарать, вăл вара мĕн патне илсе çитерессине хăвăрах аван ăнланатăр». Çавăн пекех Михаил Васильевич яваплă тытăмсене çак икĕ предприяти ĕç-хĕлне тĕрĕслесе хаклама, «шанчăксăррисен» шутне кĕртме сĕнчĕ. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин лару-тăрăва хăй аллине илессине пĕлтерчĕ: «Тавлашмастпăр. Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ыйтăва татса парăпăр». Сергей Неяскин айăпа пĕр-пĕрин çине йăвантаракан икĕ ертÿçе хăй патне йыхравларĕ: ШĔМ ертÿçин пÿлĕмĕ черетлĕ тĕлпулу вырăнĕ пулĕ...
Валентина БАГАДЕРОВА
Комментари хушас