Тухăçа ÿстерсе ытларах сутаççĕ

Ĕнерен сĕт нумайрах сăвас тесен мĕн тумалла? Çак тата вĕсен продуктивлăхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене ЧР Ял хуçалăх министерствин выльăх ĕрчетессин тата ăратлăх ĕçĕн пайĕн ертÿçи Светлана Николаевна МЯСНИКОВА хуравлать.

Кăтартăва лайăхлатнă

— Ял хуçалăх организацийĕсен машинăпа ĕне сăвакан операторĕсем 2016 çулта республикипе кашни ĕнерен вăтамран миçе литр сĕт сунă?

— Районсен муниципалитечĕсенчен пĕлтернĕ информацие тĕпе хурса палăртнă тăрăх — 5135. Танлаштарма: 1980 ç. — 2021.

— Пĕлтĕр сăвăма 2,54 хут ÿстерме пултарнă. Тухăçа мĕнле сăлтавсене пула лайăхлатнă?

— Çав хушăра фермăсенче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ, производство объекчĕсене сарассипе, çĕнĕрен тăвассипе, реконструкцилессипе, модернизацилессипе çыхăннă инвестици проекчĕсене пурнăçланă.

— Кăтартăва татах аванлатма май пур-и?

— Пур. Операторсем тăрăшса ĕçлесен иртнĕ çулхи чикĕрен иртĕç. Ĕнесен ăратне лайăхлатмалла, пысăк продуктивлисене ĕрчетекен хуçалăхсен йышне ÿстермелле. Фермăсене ăратлă ĕнепе ытларах тивĕçтермелле. Паха апат çитерсен, выльăха квалификациллĕ кадрсем пăхсан çеç нумайрах сăвăпăр. Шел, хуçалăхсен дипломлă специалисчĕсем сахалланаççĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви агропромышленноç комплексне кадрсемпе тивĕçтермелли программăна пурнăçласа ял пурнăçне лайăхлатасса, АПК специалисчĕсем хуçалăхсене ĕçе кирлĕ чухлĕ вырнаçасса шанатпăр.

— Пĕлтĕр кашни ĕнерен сĕт сăвассипе хăш районсем мала тухнă?

— Вуннăшĕн /Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Шупашкар, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Красноармейски, Вăрнар, Патăрьел, Комсомольски/ тата ĕне усракан 147 ял хуçалăх организацийĕнчен 51-шĕн кăтартăвĕ — 5 пин литр ытла. Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирма, Элĕк районĕнчи «Новый путь» ЯХПК кашни ĕнерен вăтамран 8 пин ытла суса мала тухрĕç. ХФХсен хушшинче чи малтисем — Тăвай районĕнчи В.Грачев тата Етĕрне районĕнчи Н.Яргонина хресчен-фермер хуçалăхĕсем: 7 пин килограмм ытла. Çÿлте асăннисенче паха апат çитереççĕ, лайăх пăхаççĕ.

— Иртнĕ çул кашни ĕнерен чи нумай сăвассипе хăш операторсем çĕнтерчĕç?

— «Ольдеевская» агрофирмăри И.Николаева, В.Васильева, Н.Егоров, Ю.Тимофеева 8211-шар литр суса — пĕрремĕш, «Новый путь» кооперативри В.Федоровăпа Л.Павлова 8210-шар килограмм суса иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Камсем çĕнтереççĕ?

— Машинăпа ĕне сăвакансен, искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен ăмăртăвĕнче камсем палăрчĕç?

— Вăл ăратлă ĕне выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче çуллен иртет. Пĕлтĕр Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» ЯХКра пулчĕ. Операторсенчен Е.Георгиева /Тăвай районĕ, «Акконд-агро» фирма/ — пĕрремĕш, Р.Ефимова /Пăрачкав районĕ, «Семеновский» ЯХПК/ — иккĕмĕш, Л.Еремеева /Красноармейски районĕ, «Красное Сормово» ООО/ виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Осеменаторсен хушшинче малти ретре — В.Подгорова /«Атлашевский» ЯХК/, Н.Садовникова /Етĕрне районĕ, «Ленинская искра» колхоз/, Н.Сергеева /Вăрнар районĕ, «Янгорчино» ЯХПК/.

— Светлана Николаевна, эсир ял хуçалăхĕнче миçемĕш çултанпа? Машинăпа ĕне сăвакансен, осеменаторсен ăмăртăвĕсене хăçантанпа йĕркелетĕр? Ветерансем пенсие кайсан вĕсен вырăнне çамрăксем тăрĕç-ши?

— 1984 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтертĕм те Элĕк районĕнчи «Волга» колхозăн зоотехникĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Шупашкар районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн зоотехникĕнче вăй хунă чухне — 1997, Ял хуçалăх министерствине куçсан 2008 çултанпа выльăх пăхакансен конкурсне йĕркелеме хутшăнатăп. Вăл чи ăста та пултаруллă операторсемпе осеменаторсене палăртнипе пĕрлех пĕр-пĕрин паха опычĕпе, отрасльти çĕнĕ информаципе паллашма май туса парать. Конкурссенче ветерансем те, ĕç меслечĕсене алла илнĕ, ăмăрту тĕллевĕпе хĕмленнĕ çамрăксем те ăмăртни савăнтарать. 2016 çулта «Машинăпа ĕне сăвакан çамрăк маçтăр» номинацире А.Владимирова /Шупашкар районĕ, Ленин ячĕллĕ колхоз/, «Машинăпа ĕне сăвакан маçтăр ветеран» номинацире Е.Гаврилова /«Атлашевский» ЯХК/ çĕнтерчĕç.

— Министерство выльăх пăхакансен ăмăртăвне кăçал ирттерме палăртать-и?

— Республика кунне халалласа ăна çĕртме уйăхĕнче Ветеринарин патшалăх службипе тата «Чувашское» обществăпа пĕрле ăратлă выльăх ĕрчетекен пĕр-пĕр хуçалăхра йĕркелĕпĕр. Чи маттур выльăх пăхакансене республика конкурсĕнче кĕрешме хатĕрлес тĕллевпе унччен районсенче ăмăрту иртĕ. Операторсен Раççейри тупăшăвне кăçал малтанласа Мордва республикинче ирттерме йышăннă. Унта Чăваш Ен команди те хутшăнĕ.

 Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.