Туберкулезпа чирлисен йышĕ чакса пырать

26 Пуш, 2019

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен республикăри пур хулапа районта та «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли куна /пушăн 24-мĕшĕнче паллă тăваççĕ/ халалланă.

2019 çулти туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кунăн девизĕ: «Тĕнчене туберкулезсăр лидерсем кирлĕ. Эсĕ историе кĕрсе юлма пултаратăн. Туберкулеза парăнтар!». Салтак тÿми туберкулезпа епле çыхăннă тетĕр-и? Шурă çак чечек, «çут çанталăкри антибиотик» туберкулезпа кĕрешмелли уйăхлăхăн символĕ шутланать. Халăх медицининче асăннă чире çак эмел курăкĕпе сиплеççĕ.

Паян «Шурă салтак тÿми» уйăхлăхпа килĕшÿллĕн республикăри массăллă информаци хатерĕсенче ĕçлекенсем Республикăри туберкулез диспансерĕнче пулса курчĕç. Асăннă сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ, медицина наукисен кандидачĕ Жанна Еленкина уйăхлăх вăхăтĕнче мĕнле мероприятисем ирттерме палăртни çинчен каласа пачĕ. Диспасерта кашни шăматкун Уçă алăксен кунне йĕркелеççĕ. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче «хĕрÿ лини» йĕркелеççĕ. Телефон номерĕ: 58-03-86. Ятарлă специалистсем туберкулеза профилактикăлассипе тата сиплессипе çыхăннă ыйтусене хуравлĕç. «Икĕ çул каялла эпир ача-пăча тата реанимаци уйăрăмĕсенче юсав ĕçĕсем турăмăр. Кăçал вара çĕнĕ йышши оборудовани туянтăмăр. Вăл пулăшнипе 72 сехет хушшинче ÿпке чирĕсене пуçаракан бактерине тупса палăртма пулать. Юлашки вунă çулта туберкулезпа тăтăш чирлекенсен шучĕ — 2 хут, вилесси вунă хут чакнă. 2018 çулта Чăваш Енре 400 çын туберкулезпа чирленĕ. Ытти çул тата ытларах пулнă. Çулсеренех чирлекенсен йышĕ 7-8 процент чакса пырать. Туберкулез чирĕпе кĕрешес енĕпе Чăваш Ен ытти регионпа танлаштарсан малтисен ретĕнче шутланать», - паллаштарчĕ Жанна Валерьевна. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас