ТСК сайчĕ - суйлав процесĕн уççăнлăхĕн инструменчĕ

15 Ака, 2016

Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Патшалăхăн Раççей Федерацийĕн автоматизациленĕ «Суйлав» системин кăтартăвĕсене Интернет сетьне вырнаçтармалли инструкци никĕсĕ вырăнне хурса йышăннă.

ТСК председателĕ Элла Памфилова палăртнă тăрăх, çак йышăну - суйлав процесĕн уççăнлăхне лайăхлатмалли черетлĕ утăм. «Эпир çак документа никĕс вырăнне ятарласа йышăнатпăр, ĕçтешĕмĕрсен унпа тĕплĕ паллашмалли майсем пулччăр, кирлĕ пулсан вĕсем хăйсен сĕнĕвĕсене паччăр», - тенĕ вăл.

Элла Памфилова шучĕпе, «Тĕп суйлав комиссийĕн сайчĕ - суйлавпа çыхăннă информацин официаллă тĕп çăлкуçĕ. Интернет сечĕпе çыхăнма пултаракан кашни çын сайта кĕнĕ май комисси ĕçĕ-хĕлĕпе, суйлав кампанийĕ мĕнле пынипе, сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе çыхăннă кăтартусене оперативлă майпа илме пултарать».

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.