Ҫитес ҫул та пирӗнпе пӗрле пулӑр
Паян пирĕн хамăрăн ĕç-хĕле, шел те, информаци вăрçин, ятарлă çар операцийĕн тапхăрĕнче пурнăçлама тивет, çавăнпа та эпир чи йывăр вăхăтра çĕршыва хÿтĕлеме тăнă ентешсене пулăшассине те чи мала кăларса тăрататпăр.
Вĕсемпе те, салтаксене пулăшакан волонтерсемпе те час-часах тĕлпулусем йĕркелетпĕр. «Хыпар» республикăри çакăн пек чылай юхăма пĕрлештерчĕ. Пирĕн патра пуçтарăнаççĕ те вĕсем – çапăçу уйĕнчи ентешсен заявкисене тишкереççĕ, кам мĕнпе пулăшма пултарнине сÿтсе яваççĕ. «Сирĕн пата пирĕн салтаксем килсех çÿреççĕ – парне вырăнне парса ярăр», – çакăн пек сăмахсемпе кунта та хÿтĕлев сеткисене хăвараççĕ.
Чăн та, чи лайăх парне вăл – çăлăннă пурнăç. Ĕçтешсем пухнă укçапа кăçал кĕркунне Харьков çывăхĕнче тăнă танкистсен взводне гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр: газ баллонĕсем, электричество плитисем, полиэтилен пăрăхсем тата ытти строительство материалĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – пăх та кур: салтаксем хăйсем йышăннă объекта çăлран шыв кĕртсе ăшă шывлă душ, алă çумалли кран ăсталанă. Чăтăмсăррăн кĕтекен çĕнтерĕве çĕршывăн кашни çыннин тÿпе хывмалла тесе шухăшлатпăр эпир. Юпа уйăхĕнче «Хыпар» парнисемшĕн 39-мĕш хут йĕркеленĕ турнир 19 регион спортсменĕсене пухрĕ. «Кун пек пӗлтерӗшлӗ турнир ҫӗршывӗпе те сайра», – çапла хакларĕç ăна ытти регионран килнĕ хăнасем. Çитес çулхине вара тата та сулмаклăрах ирттерме хатĕрленетпĕр. 2025 çул Издателство çурчĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа пуян. «Çамрăксен хаçачĕ» 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет, Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 90 çул хыçа юлать. Çавра датăсен шайĕнче вулаканшăн кăсăклă, усăллă тата асра юлмалли мероприятисем те чылай иртĕç-ха. Апла пулсан çитес çул та пирĕнпех юлăр!
Эпир, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, иртсе пыракан çак çулта хамăрăн хаçат-журнал страницисенче республика пурнăçне тĕплĕн çутатса пыма тăрăшрăмăр, халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене шута илме, чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хак пама, редакцие килнĕ çырусем тăрăх вырăна çитсе лару-тăрăва уçăмлатма тата тĕрĕс хак пама пĕтĕм вăя хурса ĕçлерĕмĕр. «Çамрăксен хаçачĕ» çĕклекен, çемьепе, мăшăр тупассипе, вĕренӳпе, професси суйласа илессипе, ĕçе вырнаçассипе, сиенлĕ йăласенчен епле хăтăлассипе çыхăннă темăсене, паянхи кун вĕсене хумхантаракан ытти ыйтăва та сӳтсе яврăмăр. Çакна пурнăçлама «Çамрăксен хаçачĕн» штатра тăман хастар корреспонденчĕсемпире нумай пулăшрĕç. Ольга Австрийская-Ивановăна, Альбина Юратуна, Николай Андреева, Алевтина Дмитриевăна, Петр Сидорова, Юрий Адьютантова, Авенир Кириллова, Галина Макаровăна, Марина Вастуловăна, Айгиз Баймухаметова, Галина Зотовăна, Иван Медведева, Надежда Николаевăна, Николай Галкина, Надежда Ильинана, Анатолий Абрамова, Кристина Ашмаринăна, Екатерина Силеровăна, Анна Николаевăна, Алена Алексеевăна, Максим Кузнецова, Ольга Архиповăна, Игорь Васильева, Мария Орловăна, Наталия Романовăна, Дина Гавриловăна, Кристина Павловăна, Софья Георгиевăна, Дарья Федоровăна, Татьяна Сергеевăна, Алина Николаевăна, Эвелина Малеевăна уйрăм тав сăмахĕ каласшăн.
Эпир пурте тенĕ пекех ялта çитĕнсе ӳснĕскерсем. Хура çĕр çинче пилĕк авса çăкăр çитĕнтерекен халăхăн нуши-тертне те, савăнăçне те, унăн чунне те лайăх ăнланатпăр. «Ял пурнăçĕ» хаçат тăван чăваш халăхăн пурнăçне туллин çутатса пама тăрăшать — çурт-йĕр еплерех çавăрмалли пирки те çырса кăтартать, кил-тĕрĕшри вак-тĕвек ĕçсем пирки те манмасть, пахчара хĕлĕн-çăвĕн туса пымалли ĕçсем çинчен те аса илтерсе, канашсем парса пулăшма тăрăшать, тата, паллах ĕнтĕ, пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен каласа парать, тĕрлĕ ăстапа паллаштарать.
Пичет кăларăмне кăсăклă материалсемпе пуянлатнăшăн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине оперативлă материалсемпе вĕçĕмех пулăшса пынă Гурий Дуброва, Виктор Данилова, Леонид Антонова, Иван Прокопьев-Чурале, Владимир Константинов-Улăхсене, Татьяна Борисовăна, Вячеслав Васильев-Услине, Владимир Серафимова, Клавдия Васильева-Тукайăка, Зинаидăпа Виталий Михайловсене, Светлана Гурьевăна /Красноармейски/, Владимир Григорьева, Андрей Тимофеева /спорт шкулĕ/, Трак енри историпе тавра пĕлӳ музейĕн йĕркелӳçине, Валентина Тихоновăна, Геннадий Николаева /Вăтакас/, Алевтина Тимофеевăна /Йӳçкасси/, Геннадий Гурьева /Çĕнĕ Выççăлккă/, Галина Егоровăна /Кӳлхĕрри/, Любовь Платоновăна /Çырмапуç Карай/, Николай Ершов Янгера /Янкас/, Анатолий Скворцова /Вăрманкас Шетмĕ/, Георгий Ефимов Туслие /Пайсупин/, АврамНиколаева /ТуçиЧуракасси/, Трак енри шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, культурăпа кану çурчĕсен, вулавăшсен ĕçченĕсене тав сăмахĕ калатпăр. Трак енри почта уйрăмĕсен ертӳçисемпе почтальонсене, райпо тытăмĕнче вăй хуракансене «Ял пурнăçĕ» хаçата вулакан патне вăхăтра çитерме тӳпе хывнăшăн Çĕнĕ çул умĕнхи ăшă салам яратпăр. Çавăн пекех Красноармейски округĕн пуçлăхне Павел Семенова, Эльвира Антонова пресс-секретаре, администраци ĕçченĕсене, Трак енри предприяти-организаци ертӳçисене информаципе тивĕçтернĕшĕн тав тăватпăр.
Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Юрий Кунер /Çичĕпӳрт/, Римма Васильева /Кĕчкей/, Лера Андреева /Хуракасси/, Оксана Корчакова /Сĕнтĕрвăрри/, Роза Ракова /Сĕнтĕрвăрри/, Анастасия Максимова /Сĕнтĕрвăрри/, Вера Грабас /Сĕнтĕрвăрри/, Алевтина Петрова /Шуршăл/, Алевтина Мусса /Карапаш/,
Юрий Никитин, Аврам Николаев, Геннадий Павлов-Сехнер /Йĕпреç округĕ/, Вениамин Архипов /Элĕк округĕ/, Нина Гречко /Лапсар поселокĕ/, Людмила Васильева, Сидоров Петр Петрович, Лидия Сарине, Роза Петрова-Ахтимирова (Шупашкар хули), Николай Пирожков /Патăрьел округĕ, Турхан/, Венедикт Иванов /Канаш округĕ, Кăшнаруй ялĕ/ пирĕн ĕçе хастар хутшăнса чылай пулăшу пачĕç — тав вĕсене.
«Тăван Атăл» журнала халăх яланах кăмăлланă. Унта пичетленекен ĕлккен сăвă-поэма, калавсем, повеçсемпе романсем камăн чунне кăна хумхантарман-тăр… Малашне те çаплах пулĕ. Эпир унăн страницисенче пичетленекен çыравçăсене тав сăмахĕпе пĕрле ăнăçусем сунатпăр, уяв ячĕпе саламлатпăр!
«Хыпар» Издательство çурчĕ ачасемпе пĕчĕккисен кăмăлне те курма тăрăшать, тĕрлĕ вăйă-кулă йĕркисем пирки çырса кăтартма манмасть хăйĕн «Тантăш» хаçачĕпе «Тетте» журналĕнче, ачасен пултарулăхĕпе, илемлĕ ӳкерчĕксемпе паллаштарать, пултаруллă ачасен хайлавĕсене çутта кăларать т.ыт.те.
Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем тата вулакансем! Сире пурне те Çĕнĕ Çул çывхарса килнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, вăрăм кун-çуллă, çирĕп сывлăхлă пулма сунатпăр. Телей сире куçран пăхса тăтăр, ăнăçу малтан мала хавхалантарса пытăр. Ваттисен йăли-йĕркине манар мар, çĕннине ăса хывса пырар, çухатусăр пурăнар. Уяв ячĕпе пурне те!
www.hypar.ru
Виктория ВЫШИНСКАЯ,
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ.
Комментари хушас