Хисеплӗ ентешсем!

Юпан 23-мӗшӗнче эпир чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑларуҫине, чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑ, тӗнчипе паллӑ культура деятельне Иван Яковлевич Яковлева асӑнатпӑр.

Кашни халӑхӑн мухтавлӑ ҫыннисем пур, вӗсен ячӗсем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ, ӗмӗртен ӗмӗре мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Иван Яковлевич Яковлев тата унӑн чаплӑ ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗшӗн вилӗмсӗр пулса тӑчӗҫ. 

Иван Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халалӗ ӑслӑ шухӑшсемпе пуян, вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халал кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене, ӗҫе хисеплеме, тӑван сӑмаха юратма вӗрентет. Эпир ҫутта кӑларуҫӑ вӗрентнисене яланах асра тытӑпӑр, вӑл хӑварнӑ педагогика еткерлӗхне упрӑпӑр, хисеплӗпӗр.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.