ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев
Юратнă хĕрарăмсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ — Пушăн 8-мĕшĕ — ячĕпе саламлатăп!
Çурхи пĕрремĕш уяв кашни çын чунне пăлхантарать. Çак кун эпир юратупа тав сăмахĕсене сире — этемлĕхĕн илемлĕ пайне — халаллатпăр, сирĕнпе хавхаланнине палăртатпăр.
Çут çанталăк сире ытарайми илем, ачашлăхпа çепĕçлĕх, пурнăçра тарăн ăс тата чун-чĕрен тĕлĕнмелле хăватне парнеленĕ. Тĕнчене шăпах эсир, хĕрарăмсем, лайăхрах та ырăрах тăватăр, килĕшӳлĕх кӳретĕр. Сирĕн вăй-халăр — иксĕлми çăл куç евĕр.
Хĕрарăм асамлăхĕ хуть хăш саманара та пысăк ăстасене унăн тĕлĕнмелле илемĕпе ăс-хакăлне мухтакан паха та вилĕмсĕр искусство произведенийĕсем тума хавхалантарнă. Хĕрарăм сăнарне чăваш поэчĕсемпе çыравçисем те, художникĕсемпе скульпторĕсем те хăйсен произведенийĕсенче çӳле çĕкленĕ. Йăлайĕркепе кăмăл-сипет пуянлăхне ăруран ăрăва куçарма, этнокультура хаклăхĕсене сыхласа упрама пулăшакан анне сăнарĕ яланах чи таси те хисеплисенчен пĕри шутланнă.
Хаклă хĕрарăмсем! Эсир пурнăç парнелетĕр, ачасене пăхса ӳстеретĕр, вĕсене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене ăша хывма вĕрентетĕр, хăвăрăн çывăх çыннăрсене юратупа çупăрласа тимлĕн пулăшса пыратăр, кил вучахĕн ăшшине шанчăклăн упратăр, пире паттăрла ĕçсем тума хавхалантаратăр.
Паян хĕрарăмсем пурнăçăн пĕтĕм сферинче ăнăçлă ĕçлеççĕ. Эсир нумай ĕç-хĕлре çитĕнӳсем тăватăр, пĕлтерĕшлĕ пуçарусемпе анлă проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк яваплăх кăтартатăр.
Хăть ăçта вăй хурсан та, хăть мĕнле общество ĕçне пурнăçлатăр пулсан та эсир унта хăвăр чунăр ăшшине хыватăр, сирĕн пултаруллă вăй-халăра пула обществăра килĕшӳлĕх упранать.
Хĕрарăмсем кирек мĕнле йывăрлăхпа пăтăрмаха та çĕнтерме май тупаççĕ. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕтĕм йывăрлăхĕпе нушине тӳссе ирттернĕ хĕрарăмсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Паян Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче службăра тăракан хĕрарăмсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсене, арăмĕсемпе аппăшĕ-йăмăкне, Çĕнтерӳ кунне çывхартма тăрăшса пирĕн салтаксене май килнĕ таран пулăшу кӳрекен пĕтĕм хĕрарăма уйрăммăн палăртса хăваратăп. Сире çирĕплĕхĕрпе тӳрĕлĕхĕршĕн, шанчăклăхăршăн тата кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшса пынăшăн пысăк тав.
Хаклă хĕрарăмсем! Регион тата çĕршыв ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн, малашлăхшăн тăрăшнăшăн сире пĕтĕм чунтан тав тăватăп.
Пурсăра та яланах хитре те илĕртӳллĕ, ачаш та çепĕç пулма сунатăп! Çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата çурхи савăк та çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм сире!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ
Комментари хушас