Транспорт мĕншĕн вăрах кĕттерет?

«Чăвашавтотранс» автобусĕсем пассажирсене иртнĕ çулсенче илсе çÿренĕ маршрутсене кăçалхи утă уйăхĕнче уйрăм çын предприятийĕсене панă хыççăн çынсем ирпе ĕçрен юлнă тĕслĕхсем çинчен «Хыпара» та пĕлтереççĕ.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вĕсене Шупашкарти «Богданка» микрорайонта шута илнĕ. 3, 30, 65 тата 331-мĕш маршруткăсем пассажирсене унтан ирхине вăхăтра илсе кайса пĕтереймен. «ГАЗЕЛЬсене» ларайманнисен транспорт шыраса Фучик урамне çити утма тивнĕ.
Пассажирсем ĕçе кайма чарăнусене пырсан 2-мĕш маршрутпа çÿрекен автобуса кĕтсе илеймен. Вăл микрорайона кая юлса çитнĕ. Çынсене «Богданкăран» кăçалхи çуллаччен «Чăвашавтотрансăн» пысăк автобусĕсем те турттарнă. «ГАЗЕЛЬсемпе» танлаштарсан «ПАЗсем» пассажирсене ытларах лартаççĕ. Ахăртнех, кунта кирлĕ вырăна çитерес ыйту çивĕчленнине вĕсене маршрутсенчен кăларнипе те çыхăннă. Çитменнине, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул ачисем, студентсем, отпускран ĕçе тухакансем çул çÿреме пуçларĕç.
— Йывăрлăха сирессишĕн мĕн тума палăртнă? — ыйтрăм транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕнчен Владимир Ивановран.
— «Богданкăна» автотранспорт çÿретекен предприятисене «пик» сехетĕнче транспорт хатĕрĕсене хушма сĕнтĕмĕр, — терĕ. — Кунсăр пуçне Шупашкар хулин администрацийĕ кăçал 10-мĕш маршрутпа /Чукун çул вокзалĕ-Сад микро-районĕ/ троллейбуссене çÿретме пуçласшăн.
Çĕнĕ автопредприятисем «Богданкăра» йĕрке тăваймарĕç-ха. Ирхине авточарăнусенче пухăнакансен хушшинче «Хыпар» журналисчĕсем те пур.
Должноçри çынсем «пассажирсене турттаракан предприятисем улшăннине пассажирсем туймарĕç те» тенине ĕненес килмест. Министерство «хĕрÿ лини» ахальтен уçман ĕнтĕ. Маршрутсене утă уйăхĕнче вăхăтлăха уйрăм çынсен предприятийĕсене парсанах тĕп хула çумĕнчи Çĕньялтан, Шупашкарти микрорайонсенчен, Канаш районĕнчен пассажирсене турттаракан транспортпа кăмăлсăррисем çăхав янă.
«Чăвашавтотранс» хуласенчи тата вĕсен çумĕнчи — 231, хуласен хушшинчи — 2, облаçсен хушшинчи 23 маршрут ĕçне йĕркеленĕ. Пурне те уйрăм предпринимательсене панă.
Вăхăтлăха çирĕплетнĕ килĕшÿсем Çĕнĕ çулччен çеç вăйра тăраççĕ. Автопредприятисен тĕп тĕллевĕ — тупăш ытларах илесси. Вĕсем ĕç пахалăхне тивĕçлĕ шая çитерейменни куç кĕрет.
Министерство пассажирсене хуласен таврашĕнчи тата хушшинчи маршрутсемпе турттаракан предприятисене хаклашусем ирттерсе палăртма, кашнинпе пысăк, вăтам е пĕчĕк автобуссене çÿретме, вĕсен хуçисемпе 7-10 çуллăха килĕшÿ çирĕплетме шантарать. Вăл Çĕнĕ çулччен вăхăтлăх предприятисен ĕç пахалăхне пĕтĕмлетет. Начар ĕçленисен лицензине туртса илме пултараççĕ. Унсăр юлсан маршрутсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен хаклашусене хутшăнаймастăн. Калăпăр, салона тахограф, терминал вырнаçтармасан, çĕнĕ машинăсем туянмасан, ĕçе опытлă водительсене вырнаçтармасан пассажирсене турттарма право çĕнсе илейместĕн. Министерствăпа хула администрацийĕ йышăннă йĕркене пăхăнмасан маршрутсенчен кăларма пултараççĕ. Сăмахран, çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пассажирсене турттарнă предприятие 109-мĕш маршрутран /Çĕнĕ Шупашкар /хими техникумĕ/-Тутаркасси/ кăларнă.
«Чăвашавтотранс» автобусĕсемпе дачăран пахча çимĕç илсе килме хăнăхнă пенсионерсем «ГАЗЕЛЬсемпе», «Фордсемпе» кăмăлсăр. Вĕсем «ПАЗăн» ирĕклĕ салонĕсемпе танлашаймаççĕ. Дачăсен маршручĕсемпе «ПАЗ» пек автобуссенех çÿретме тăрăшасчĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче пысăккисемсĕр май çук. Кун пек маршрут сахал мар. Пурне те пысăк автобуссем кирлĕ. Вĕсемсĕр ĕç кал-кал пыраймĕ. <...>

Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви  "Хыпар" хаçат пирĕн пата 2018 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çитернĕ ыйтусене çапла хуравлать. 
ЧР Арбитраж сучĕ авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăн «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕ панкрута тухни çинчен пуçарнă ĕçе пăхса унта конкурс производствине кĕртме йышăннă. Министерство унччен, кăçалхи утă уйăхĕнче, республикăра пурăнакансене çул çÿретнĕ чухне унта-кунта чăрмав ан пултăр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă: «Чăвашавтотрансăн» иртнĕ çулсенчи маршручĕсемпе малашне те пассажирсене турттарма çĕнĕ автотранспорт предприятийĕсене вăхăтлăха — 180 кунлăха — шантăмăр, вĕсен хуçисене «Чăвашавтотранс» машинисене тара илме сĕнтĕмĕр.
Чăваш Енре çирĕплетнĕ расписанипе килĕшÿллĕн çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Пассажирсене турттаракан предприятисене чылай çуллăха палăртмалли конкурс процедурисем çывăх вăхăтрах пуçланĕç.
Министерство вĕсем тивĕçе еплерех пурнăçланине уçăмлатас тĕллевпе куллен мониторинг ирттерет. Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех татса пама министерствăн «хĕрÿ линийĕ» ĕçлет /тел.: 56-50-81/. Вăл — автопредприятисемпе тивĕçлĕ ведомствăсен ĕçне тĕрĕслесе тăмалли меслетсенчен пĕри.
Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿреме право парассишĕн йĕркелекен конкурс документĕнче транспорт хатĕрĕсен хуçисемпе водительсен çынсене турттарнă чухнехи тивĕçĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартатпăр. Çынсен ыйтăвĕсене татса пама вĕсен автотранспорт çителĕклĕ. Ытларахăшĕ хăйĕн машинисемпе турттарать. Килĕшÿсене 2018 çул вĕçлениччен нумай вăхăтлăха çирĕплетсе пĕтерĕпĕр. Кашни маршрутпа пассажирсене мĕнле транспортпа /пысăккипе, вăтаммипе е пĕчĕккипе/ турттарассине хаклашу условийĕсенче уçăмлататпăр. Предпринимательсем çĕнĕ пысăк автобуссем туянмашкăн укçа ĕçлесе илччĕр тесе контрактсене 10 çул таран тăсăпăр.

Владимир ИВАНОВ, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.