Трактор рульне алăран ямасть

22 Кăрлач, 2020

Муркаш районĕнчи Иштерекри Раиса Калинина тракторĕпе республикăра çитмен вырăн хăварман-тăр. Çичĕ теçетке çулран иртнĕскер халĕ те «хурçă учĕпе» çÿрет.

Раиса Ивановнăшăн трактор хускатмасан кун иртнĕн туйăнмасть. Япала кÿрсе килмелле-и, пĕр-пĕр çĕре çитмелле-и — тÿрех руль умне ларать вăл. Техникине тĕрĕслесе пăхсах тăрать: вăхăтра юсать, юхăнма памасть.
Пĕчĕкренех «хурçă утпа» çÿреме ĕмĕтленнĕ вăл. Ялти Нина Столярова тракторпа кĕрлеттерсе иртсе кайнине ача-пăча ăмсанса сăнанă.
1961 çулта Раиса вырăнти «Колос» колхоза сухаçа вырнаçнă. 8-мĕш класран вĕренсе тухсан хĕр Етĕрнери тракторист-машинистсен курсĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Тăван тăрăха таврăнсан ăна ДТ-54 «çăпаталлă» трактор шанса панă. Йывăрскерне алла илме çăмăл пулман. Çапах пуçа усман, тă-рăшсах вăй хунă, аслă юлташĕсенчен вĕренме тăрăшнă. Чăхăмланă техникăна хăех юсаса майĕпен йĕркене кĕртнĕ. Çакна кура хĕре ытти трактора та шанса пама тытăннă: Т-20, Т-24, МТЗ-50, МТЗ-80.
Раиса Ивановна колхозра хĕрарăм трактористсен бригадине йĕркеленĕ. Пурĕ улттăн пулнă. Вĕсем арçынсемпе тан вăй хунă, ĕçре çитĕнÿсемпе савăнтарнă. Пысăк кăтартусемшĕн Раиса Ка-лининăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Унăн ĕç стажĕ — 43 çул. Çак тапхăрта тивĕçнĕ Хисеп хучĕсене, дипломсене асăнса пĕтереймĕн. Вĕсене типтерлĕн упрать хĕрарăм. Анчах сăпайлăскер çынсен умĕнче мухтанма юратмасть.
Чун юратнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест иккен. Хăйĕн алли витĕр тухнă кашни техникăна астăвать вăл. Унăн чи юратнă тракторĕсем — МТЗ-50, МТЗ-80. Кăвак шуçăмпах ака-суха тунине час- часах аса илет вăл. Йывăр та пархатарлă ĕç ăна малалла утма хавхалантарнă тейĕн.
Тракторĕпе республикипех çаврăннă. Хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне — тăван тăрăха курса çÿрессине — пурнăçа кĕртнĕ.
Ĕç паттăрĕ «хурçă учĕпе» сухаçăсен ăмăртăвне сахал мар хутшăннă. Республикăра пилĕк хутчен çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илнĕ вăл. Совет тапхăрĕнче çĕршыври хĕрарăм сухаçăсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.
1986 çулта Раиса Калининăн ячĕ Совет Союзĕпех кĕрленĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Паша Ангелина ячĕллĕ премие тивĕçнĕ вăл. Паллă наградăна Чăваш Енрен илекен урăх пулман.
Раиса Ивановнăна премипе чыслама Мускава, ВДНХна йыхравланă. Хĕрарăма унăн ячĕпе ятарлă трактор парнелеме шантарнă. «Эпĕ Паша Ангелина призне мар, хам ятпа трактор илесшĕнччĕ. Мана МТЗ-80 трактор пачĕç», — аса илнĕ вăл кайран.
— Техникăпа çÿрессипе арçынран та ирттерет. Пирĕн хушăрах çакăн пек маттур çын пурăннипе мăнаçланатпăр, — теççĕ Иштерексем.
Темиçе çул каялла ĕç ветеранне «Муркаш районĕн хисеплĕ çынни» ята панă.
Çулсем иртнине пăхмасăр Раиса Ивановна халĕ те юратнă «хурçă учĕпе» çÿрет. Унăн хуçалăхĕнче икĕ трактор — Т-40, МТЗ-82. Вăл ытларах МТЗ-82 техникăпа çÿреме, ĕçлеме кăмăллать. Çуркунне уншăн хĕрÿ тапхăр пуçланать. Кÿршĕ-аршăн пахчине хаваспах сухаласа парать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса АЛЕКСЕЕВА. Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.