Трактор кустaрминчен - шыв управ.

Пахчари ÿсен-тăрана пăрăхсенчен юхакан шывпа тÿрех шăварни тĕрĕсех мар. Сивĕ шывпа пахчаçимĕç вăйсăрланать, тĕрлĕ чир лекес хăрушлăх çуралать. Чирлĕ ÿсен-тăранăн тухăçĕ пĕчĕкленет.

Шыв тытмалли савăта пысăк трактор кустăрмин покрышкинчен тума пулать. К-700 трактор кустăрмийĕ, тĕслĕхрен, самаях пысăк савăт пулса тăрать.

Кустăрма хĕррине касса пысăклатсан тултарнă шыв хăвăртрах ăшăнать. Кустăрмана 120 миллиметр çÿллĕш хăпартса бетонланă вырăна хумалла. Кустăрмана шăтарса шыв илме штуцерпа çыхăнтарса пăрăх хумалла, кран /вентиль/ лартмалла. Бетонпа кустăрма авăнса тăракан çĕрте хушăк юлать, унта чул /щебень/ тултармалла, çиелтен тăмпа лайăх пусарса якатмалла. Тăм вырăнне гудрон е битум сарса çирĕплетме пулать. Савăта çак мĕлке тăрăх хатĕрлеме сĕнетпĕр.

1 - кустăрма /покрышка/,

2 - шыв юхтармалли пăрăх,

3 - штуцер,

4 - вентиль,

5 - гудрон сийĕ,

6 - кĕтеслĕ пăрăх,

7 - шайба,

8 - контргайка,

9 - бетонланă сий.

Хуçалaх перчетки кирлех

Астăватăп-ха аннен кушăрханă, ĕçпе хытнă аллисене. Мĕн кăна туман-ши вĕсем? Йăлтах çара алăпа ĕçленĕ, хÿтлĕх пирки шухăшламан та пулĕ ун чухне. Пахчаçимĕç те çитĕнтернĕ, утă çулнă, выльăхпа ĕçленĕ, çăкăр пĕçернĕ, ачисене ачашланă...

Пурнăç аталансах пырать. Перчеткепе ĕçлеме вĕрентĕмĕр халĕ. Вăл алăсене сыхлать, сывлăха, илеме упрама пулăшать. Паллах, кашни ĕç валли тивĕçлĕ перчетке кирлĕ. Пахчара, çурт-йĕр юсассипе-çĕнетессипе ĕçлеме çĕр мамăкĕнчен хатĕрленĕ универсаллă перчетке аван. Унпа алăсем сывлаççĕ, çав вăхăтрах вăл алăсене сиенлессинчен упрать. Тĕрлĕ ĕç валли тĕрлĕ пахалăхлă перчетке хатĕрлеççĕ: çирĕп тата пушă çыхнисем, çиелтен резинăпа сăрнисем. Резинăпа сăрнă перчетке техника хатĕрĕсемпе ĕçленĕ чухне юрăхлă.

Пÿртри ĕçсене пурнăçлама - чÿрече, савăт-сапа, урай çума резина перчетке кирлĕ. Мĕншĕн тесен çумалли-тасатмалли хими япалисем ÿте типĕтеççĕ, япăх витĕм кÿреççĕ. Алă кушăрхать, илемсĕрленет.

Хулăнрах, лайăх пахалăхлă резина перчеткепе пахчаçимĕç акнă е калча лартнă чухне тăпрапа ĕçлеме меллĕ. Алă вараланмасть. Перчеткесĕр тăпрапа ĕçлесессĕн алăна, чĕрне айĕсене çуса тасатасси хăй тепĕр ĕç-çке.

Резина перчеткепе техника çăвĕпе, бензин е тĕрлĕ растворительсемпе ĕçлеме юрамасть: ирĕлме пултараççĕ. Усă курнă хыççăн перчеткене лайăх çумалла, типĕтмелле. Резина перчеткесене хĕвел ÿкекен çĕрте тытмалла мар. Резина çемçелсе хăйĕн пахалăхне çухатать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.