Трак тăрăхĕнче...

19 Çурла, 2016

Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ООО республикăри малта пыракан хуçалăхсен йышĕнче. Çулленех «Агро-100» клуба кĕме тивĕçет.

Вырма вĕçленнĕ, çĕнĕ ферма çĕкленет

Епле старт илетĕн, финиша çапла çитетĕн тенешкел, тулли мар яваплă общество комбайнсене хире районта пуринчен малтан кăларнă. Вырмара та ыттисене кая хăварнă. Святослав Иванов директор Валерий Кузьмин, Виталий Яковлев, Александр Иванов комбайнерсене тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ. Ырă ята В.Кузьмин уйрăмах тивĕçлĕ. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ те вăл, чи ăста механизатор та. Райадминистрацин ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх пайĕ йĕркеленĕ ăмăртура уйăх пуçламăшĕнчи çичĕкунлăх кăтартăвĕсемпе районта 3-мĕш вырăн йышăннă, куçса çÿрекен вымпелпа премие тивĕçнĕ.

— Сире хуçалăх епле хавхалантарать? — ыйтрăм Валерий Геннадьевичран.

— Кÿрентермест. Тĕшĕленĕ кашни тонна пуçне 10 килограмм тырă тата 22 тенкĕ парать. Эпĕ пĕлтĕр 2 пин тонна тырă пухса кĕртнĕччĕ. Уншăн 20 тонна тырă тата 44 пин тенкĕ илтĕм. Тупăш самаях кĕчĕ. Тăван хуçалăхра мĕншĕн юратса ĕçлес мар? Мана нимĕнле Мускав та илĕртмест, — терĕ вăл.

«Красное Сормово» ООО вунă çул каялла чăмăртаннă. Ăна Татьяна Иванова гендиректор пуçаруллă ертсе пырать. Ку хушăра çĕр лаптăкĕ 1596-ран 2109 гектара çитнĕ. Хăват çитнĕрен ăна татах пысăклатасшăн, тепĕр 300 гектар илме май пур.

Кивĕ техникăран йăлтах хăтăлнă. 12 трактор, 3 комбайн çĕнĕрен туяннă. Пурте энерги перекетлеççĕ. «Амазони» сеялка — уйрăмах. «Кĕрхи культурăсем акма çĕр сухаласа çитернĕ-и?» тени кунти специалистсемшĕн кулăшла пек туйăнчĕ. Мĕншĕн тесен «Амазони» пач сухаламан тăпрара та вăрлăха чиперех варăнтарать, çунтармалли-сĕрмелли материала самай перекетлет. 350 лаша вăйĕллĕ çĕнĕ трактор ăна çăмăллăнах туртать.

Хир карапĕсем 1551 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, вăл шутра 437 гектар — кĕрхи тулă, кĕске вăхăтра пухса илнĕ. Кĕрхи тулă, паха сортлăскер, тухăçпа савăнтарнă. Хăшпĕр лаптăкра гектартан 35-36 центнер тухнă. Çуртрисене вара, акнă хыççăн уйăх çурă çумăр шывне пĕр тумлам та тутанса курманскерсене, йывăр килнĕ. Шăрăхра ăшша пиçнĕ.

Хуçалăх тăпрана хăвăрт ирĕлекен азотпа пуянлатас тĕллевпе пăрçа тата вика акать. Çак культурăсем белокпа пуян, выльăха продуктивлăх хушма пулăшаççĕ. Куккурус 300 гектар йышăнать. Çуррине çитес уйăхра вырса тĕшшине пухса илесшĕн. Пĕлтĕр ăна çак тĕллевпе 100 гектар çинче çитĕнтернĕ. Тухăçĕ вырăн-вырăнпа 76 центнера çитнĕ /тырăран 3 хут нумайрах/. Кăçал лаптăка 1,5 хут пысăклатнă. Ытти пайри силос хывма каять.

Общество 821 пуç ĕне выльăх усрать, сăваканни — 290 пуç. Кĕтĕве 400 пуçа çитерес тĕллевпе çĕнĕ фермăна кăçал тепĕр çавăн чухлĕ пысăклатнă, ăна чÿк уйăхĕнче хута яма планланă. Ĕне пулмалли ушкăнра пăру 200 пуç ытла. Хăшне-пĕрне пуссан та кĕтÿ йĕркеленсе çитмелле. Паха ăратлăскерсем сĕт лайăх антараççĕ. Пĕлтĕр кашнинчен 5996 килограмм сĕт сунă. Кăçалхи тĕллев — 6 пинрен ирттермелле. 7 уйăхра 3479 килограмм сĕт сунине тата хĕле кĕрес умĕн пăрулама тытăннине шутласан /çак тапхăрта сăвăм палăрмаллах хушăнать/ палăртнă тĕллев пурнăçа кĕмеллех. Ферма коллективне ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Алексеева заведующи пултаруллă ертсе пырать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть района активпа тĕл пулма килсен тулли мар яваплă общество çитĕнĕвĕпе те паллашнă, Святослав Иванов директора Тав хучĕпе, алла çыхмалли сехетпе чысланă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.