Трак енсен ÿсĕмĕ курăмлă

16 Кăрлач, 2014

Красноармейски районĕнче ял хуçалăхне 2013-2020 çулсенче аталантармалли муниципалитет программине пурнăçлассипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Яллă вырăнта пурнăç шайĕ лайăхланасси унран нумай килнине район ертÿлĕхĕ аван ăнланать. Шăпах çакăн пирки сăмах пуçартăмăр та район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей ШЕСТАКОВПА.

- Иртнĕ çул аграрисемшĕн çăмăл килмерĕ. Андрей Владимирович, çанталăк кÿрентермерĕ-и?

- Пăшăрханса калаçма сăлтав çук. Кирек ăçта та ÿсĕм ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен килет-çке. Трак енре вара пуçаруллă та хастар, ăста хуçалăх ертÿçи сахал мар. Вĕсен йышĕнче - Александр Афанасьев /«Таябинка» агрофирма/, Святослав Иванов /«Красное Сормово» ООО/, Валерий Петров /«Волит» ООО/, Рев Никифоров /«Караево» ООО/ тата ыттисем.

«Таябинка» агрофирмăри сысна пăхакан Зоя Антонова операторпа «Красное Сормово» ООО генеральнăй директорĕ Татьяна Иванова ĕçри ÿсĕмшĕн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçрĕç. «Таябинка» агрофирмăри Олег Васильев КЗС-1218 «ПАЛЕССЕ» уй-хир карапĕпе 20805 центнер тырă тĕшĕлесе тата ку хуçалăхăн тĕп агрономĕ Елена Николаева /агрофирма кашни гектартан вăтамран бункер виçипе 27,65 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕ/ район чемпионĕсем пулса тăчĕç.

- Хăш-пĕр ытти кăтартăва асăнас пулсан...

- Тархасшăн. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕн çĕнĕ техникине туянма 78 миллион ытла тенкĕлĕх инвестици уйăрнă. Агропромышленноç комплексĕпе килти хушма хуçалăха малалла аталанма, çĕр тухăçлăхне ÿстерме тата лайăх ăратлă, пысăк продуктивлă выльăх-чĕрлĕх туянма федераци тата республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курнă. Патшалăх пулăшăвĕ - йывăрлăх-чăрмава çĕнтерме пулăшакан тĕрев. Йĕпе-сапана пăхмасăрах районĕпе бункер виçипе 18,5 пин ытларах тонна тĕш тырă кĕлете хыврăмăр. Кашни гектартан вăтамран 18,2 центнер тухрĕ, çĕр улми тухăçĕ - 164,9 центнер. «Таябинка» агрофирмăра, «Колос» тата «Красное Сормово» пĕрлешÿсенче тыр-пула районăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах та пуçтарса кĕртрĕç.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те курăмлă ĕçлерĕмĕр. Çулталăк вĕçĕнче çеç-ха Именкассинчи Леонид Посадский фермер 500 сурăх вырнаçмалăх çĕнĕ ферма уçрĕ. Районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 4301-шер килограмм сĕт суса илтĕмĕр. Çак кăтарту «Красное Сормово» пĕрлешÿре, Венера Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнче тата «Волит» ОООра 5695-5013-5117 килогрампа танлашрĕ.

- Районти общество инфратытăмĕ еплерех аталанать?

- Строительство керамикин «КЕТРА» завочĕ тулли хăватпа ĕçлеме тытăнни савăнтарать. Çавна май район инвестици илĕртÿлĕхĕпе республикăра малти вырăна тухрĕ. Райпо канашĕпе правленийĕн çуртне, чылай лавккана çĕнетнĕ, «Органика» лавкка уçнă. Кушкăри ФАП çĕнĕ çуртра ĕçлеме тытăнчĕ. Чатукассинче модульлĕ котельнăй хута кайрĕ. Район центрĕнчи 2 çурта тĕпрен юсама пултартăмăр, урамсенчи тротуарсене чылай çĕрте çĕнетнĕ. Ленин урамĕнче 5 хутлă пурăнмалли çĕнĕ çурт хăпартаççĕ. Нумай ачаллă çемьесене «Кăнтăр-хĕвел анăç» микрорайонта çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕсем уйăрса панă Морки тата Çамрăксен урамĕсенче çут çанталăк газĕ тата шыв кĕртнĕ. Районти çакна тивĕçлĕ 40 çынна, çав шутра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 2 ветеранне, хăтлă хваттер туянма свидетельствăпа тивĕçтернĕ. «Ял тăрăхĕсене комплекслă тата компактлă майпа çурт-йĕр тăвасси, тирпей-илем кÿресси çинчен» проекта ăнăçлă хутшăнса Красноармейски тата Карай ял тăрăхĕсем социаллă объектсене хăтлăх кÿчĕç. Çĕнĕ çул умĕн кăна Чатукассинче çĕнетнĕ культура учрежденийĕ уçăлчĕ. Район территорийĕнчи автоçулсене юсаса çĕнетессипе тата ялсен урамĕсене такăр çул сарассипе чылай ĕçлетпĕр. Тумалли те сахал мар.

- Район администрацийĕн пуçлăхĕ халăхпа тăтăшах тĕл пулать-ши?

- Куллен. Информаци кунĕсемпе тĕрлĕ канашлура кăна мар, çынсене вырăнсенче йышăнассине те йĕркеленĕ. Манăн ĕç пÿлĕмне те чылайăн килеççĕ. Тунти кунсерен 14 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнатăп. Васкавлă ыйтусемпе - кирек хăçан та. Вĕсене май пур таран татса пама çине тăратăп.

- Андрей Владимирович, кăçалхи тĕллевсем пирки темиçе сăмахпа та пулин чарăнса тăмăр-и?

- Ÿсĕме малалла çирĕплетсе пырасчĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытса çĕр ĕçченĕсем çак кунсенче хĕрсех акана хатĕрленеççĕ. Вăрлăх аллакан 5 звено тимлет. «Волит» пĕрлешÿре мĕн пур вăрлăх кондициллĕ. Хуçалăхсем пурĕ 46 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянма палăртнă. Элита вăрлăх, минерал удобренийĕ кÿрсе килме тытăннă ĕнтĕ.

2014 çул Культура çулталăкĕ пулнине те асрах тытатпăр. Мероприятисен ятарлă планĕ пур. Пĕлтĕр район кунне пуçласа Филипп Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Чатукассинче йĕркелерĕмĕр. Кăçал вара вăл утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Карай ял тăрăхĕнче иртĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕ пырать ĕнтĕ.

Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тытăмĕсен, физкультурăпа спорт ыйтăвĕсене те кун йĕркинчен кăлармастпăр. Сăмах май, Сочири Олимп вăййисем çывхарса килнине шута илсе, спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе районти «Ылтăн Олимп» конкурс çĕнтерÿçисене 18 номинацире чысларăмăр. «Итмар» ООО /ертÿçи Игорь Романов/ Чатукасси ял тăрăхĕнче туризм комплексне тăвассипе ĕçлет. Çамрăк специалистсем çитменрен аслă вĕренÿ заведенийĕсен юлашки курсĕнчи ентеш-студентсене район администрацийĕн пуçлăхĕн уйăхсерен пĕрер пин тенкĕ ятарлă стипендине пама йышăнтăмăр.

Ĕçе ытти çĕнĕлĕх те кĕртме пăхатпăр. Тĕллевсем пысăк. Пĕрле вăй хурса вĕсене пурнăçлатпăрах. Трак ен çыннисене çакăнта çирĕп сывлăх, пысăк малашлăх, сумлăрах çитĕнÿсем сунатăп.

 

Виктор ДАНИЛОВ

калаçнă.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.