Трак енче кедр ÿстересшĕн

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Красноармейскисен опычĕпе паллашрĕç. 2017 çул Экологи çулталăкĕ пулнă май Красноармейски районĕнче кедр лартас енĕпе акци ирттереççĕ. Çавăн пекех кăçал районта «Кедр тăрăхĕ» туризм маршрутне хатĕрлес ĕçе малалла тăсма палăртаççĕ.

Çакăн пирки Красноармейски райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Молотков Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Шупашкар, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ семинар-канашлура /унта муниципалитетăн 100 ытла служащийĕ хутшăнчĕ/ пĕлтерчĕ. Вăл асăннă проектăн пуçаруçисем Светланăпа Валерий Мефодьевсем пулнине, вĕсем кашни çулах тĕрлĕ йывăç лартнине, хунавсемпе юлташĕсене те тивĕçтернине, çапла майпа пурне те ырă тĕслĕх кăтартнине каларĕ. Валерий Геннадьевичпа Светлана Матвеевна районта кедр та лартнă, вĕсем йĕркеллех чĕрĕлнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн шкулсенче, ял тăрăхĕсенче тата ытти çĕрте кедр лартасшăн.

Сергей Молотков Трак енĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май район инвестицисем явăçтарас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки те каласа кăтартрĕ. 2016 çулта, тĕслĕхрен, 79 миллион тенкĕ инвестиципе усă курма май килнĕ. Пуçлăх кăçал ку енĕпе малалла ĕçлессине палăртрĕ. Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе инвестицисем явăçтарни мĕнле витĕм кÿнине пĕлес тесе семинар-канашлăва килнĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем темиçе предприятие çитсе курчĕç. «Чесла» тата «Чесла Аст» обществăсенче, çавăн пекех И.В.Дмитриев уйрăм предприниматель ĕçе мĕнле йĕркеленипе кăсăкланчĕç. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем йывăрлăхсене мĕнле парăнтарнине сÿтсе яврĕç. Малалла вулас...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.