“Титаника” “тĕп тунă” хĕрарăм

10 Раштав, 2016

1916 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче нимĕç мини çине пырса кĕнине пула “Британник” лайнер, “Титаникăн” “тăван шăллĕ”, шыв айне пулнă.

Хĕр тата тинĕс

Океан паллă лайнерĕн “Титаникăн” инкеклĕ шăпи пирки, паллах, пурте пĕлеççĕ — вăл пĕрремĕш хут ишеве тухсассăнах путнă. Анчах çак карапăн йĕкĕреш “тăванĕсем” пулнине никамах та пĕлмест. Шел те, вĕсен шăпи те паллă лайнерăнни пекех çаврăнса тухнă.

Çак историре чи тĕлĕнмелли те ку мар-ха. Виçĕ карапа пĕрлештерсе тăракан та пур. Ку — хĕрарăм. Вăл çут тĕнчене анлă сарăлнă каларăш — “карап çинче хĕрарăм — инкеке” — чăнласах тĕрĕс пулнине ĕнентермех килнĕ тейĕн.

Вайолетт Констанс Джессоп пирки чăнласах “хура тăлăх арăм” теме пулать. Анчах та хăйне шыв çинчи инкексенчен пирĕшти сыхласа тăнă тейĕн.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Британи “Уайт Стар Лайн” пăрахут кампанийĕ трансокеан темиçе лайнерне хута яма палăртнă. Вĕсен пуянлăхпа, калăпăшпа, хăвăртлăхпа ыттисенчен уйрăлса тăмалла пулнă.

Конструкторсен “Харленд энд Вулф” бюровĕ кĕçех ĕçе пуçăннă. Проекта 1907 çулта йĕрлеме пуçланă.

Лайнерсенчен чи пĕрремĕшĕ “Олимпик” пулнă. Ăна 1911 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче хута янă. Пурте пĕлекен “Титаник” 1912 çулхи ака уйăхĕнче шыв çине тăнă. Юлашкине, “Британника”, 1915 çулхи раштав уйăхĕнче пухса пĕтернĕ.

Вайолетт стюардесса

1887 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Аргентинăри Байя-Бланке тăрăхĕнче тĕпленнĕ Ирланди эмигранчĕн Уильям Джессопăн тата Кэтрин Келлин хĕрача çуралнă. Ăна Вайолетт ят хунă. Ача чухне шăпăрлан туберкулезпа чирленĕ. Тухтăрсем пепкене, пурпĕр сывалаймасть тесе, сиплеме те пăрахнă. Анчах та Вайолетт вилĕме çĕнтернĕ. Ашшĕ вилсен хĕр çемйипе пĕрле Аслă Британие пурăнма куçнă. Унта Вайолетт хĕрарăмсен мăнастирĕ çумĕнчи шкулта вĕреннĕ.

Хĕр çемьере асли пулнă, çавăнпа та амăшĕ чирлесен пĕтĕм яваплăха, ĕçе хăйĕн çине илме тивнĕ. Хĕр пăрахут компанине стюардессăна вырнаçма пултарнă. Унăн тивĕçĕ пуян пассажирсене пăхса тăрассипе çыхăннă.

23 çулти Вайолетт Дессопа та, ытти стюардессăпа пĕрлех, 1911 çулхи çĕртме уйăхĕнче хута кайнă “Олимпик” лайнер çине ĕçлеме куçарнă. Чăн та, хĕре ку питех савăнтарман — лайнерăн Атлантика урлă та çула тухма тивесси паллă пулнă, Вайолетт вара çав вырăнти çанталăк условийĕсене юратман. Анчах нимĕн тума та çук, вĕсенчен кам ыйтса тăтăр? Шăла çыртса хуçана пăхăнмалли кăна юлнă.

1911 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕ­шĕнче “Олимпик”, тĕрĕс мар маневрсене пула, “Хоук” крейсерпа çапăннă.

Икĕ карапĕ те вăйлах сиенленнĕ, çапах шыв çийĕнчех тытăнса юлнă-ха. Пассажирсен хушшинче те, командăран та вилекен пулман. Карап командирĕ çав вăхăтра Эдвард Джон Смит пулнă. Каярахпа вăл пĕрремĕш тата юлашки хут тинĕсе капитан пулса тухнă — “Титаник” çинче...

“Олимпик” хăйĕн тăванĕсенчен вăрăм ĕмĕрпе уйрăлса тăнă. Вăл Тĕнче пĕрремĕш вăрçине хутшăннă, унтан трансатлантика линийĕ тăрăх çÿренĕ — пурĕ карап Нью-Йорка тата унтан каялла 257 рейс тунă. Лайнер 1935 çулчченех ишеве тухнă. Çакăн хыççăн кăна ăна тимĕр-тăмăр купине ăсатнă.

“Олимпик” вăрăм ĕмĕрĕн сăлтавне Вайолетт Дессоппа çыхăнтараççĕ — хĕре вăхăтра çак карап çинчен куçарнă.

Чĕрĕ юлнисем

1912 çулхи ака уйăхĕнче Вайолета, хăй чунтанах хирĕçленине пăхмасăрах, “Титаник” çине куçарнă. Чăн та, вăйпа мар, сăмахпа ÿкĕтлесе — ку карапа питĕ вăйлă рекламăланă, ăна такам та пĕлет, апла çутă пуласлăх унпа çыхăнма пултарать.

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Вайолетт каçхи смена хыççăн канмашкăн хăйĕн каютине кайнă. Тутлă ыйха путмах патне çитнĕскерне карап чĕтренсе илни вăратнă — “Титаник” пăр катрамĕпе çапăннă.

Ытти стюардессăпа пĕрле вăл та, хушнине пурнăçласа, çÿлти палуба çине хăпарнă. “Титаник” экипажĕнче 23 хĕрарăм пулнă. Паллах, вĕсем инкеке лекнисене нимĕнпе те пулăшма пултарайман. 1.20 сехетре стюардессăсене 16-мĕш шлюпкăна лартса инекек пулнă вырăнтан аяккарах ăсатнă. Вайолета, шлюпкăна ларас умĕн, темĕнле хĕрарăм ача тыттарнă. Хĕр ăна пулăшма çитнĕ “Карпатия” карап çине чиперех илсе çитернĕ те такама тыттарнă. Кама? Çакна хĕр хăй те пĕлмен. Шăнса кÿтнĕскер, хăраса ÿкнĕскер ачана кама пани пирки шухăшлама та пултарайман вăл.

Инкекре карап çинче пулнă 2224 çынран 710-шĕ кăна çăлăнни паллă. Çак хăрушă каç хыççăн Вайолетт текех ишеве тухман пулсан та пурте ăнланĕччĕç.

“Британник” медсестри

Шăпана хирĕç каяймăн тесе тĕрĕсех калаççĕ-ши вара? “Пĕр­тăвансенчен” виççĕмĕшпе те тĕл пулма пÿрнĕ хĕре. “Британника” 1915 çул вĕçнелле пухса пĕтернĕ. Тĕнче пĕрремĕш вăрçи хĕрсе кăна пынă-ха. Британи Адмиралтействи çĕп-çĕнĕ карапа вăрçă тĕллевĕсемпе усă курмашкăн илнĕ. Унпа госпиталь пек усă курма палăртнă.

1916 çулта Вайолетт ку карап çине Британи Хĕрлĕ Хĕресĕн медицина сестри пулса хăпарнă.

Паллах, ун чухне никама та сисчĕвлентермен ку. Пушшех те, “Британник” конструкцине, “Титаник” инкекĕ хыççăн, самай улăштарса лайăхлатнă. Унăн путмасăр ишмешкĕн майсем ытларах пулнă.

1916 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕ­шĕнче нимĕç шыв ай кимми, ăна Густав Зисс ертсе пынă, Кеа утравне тата Грецие çыхăнтаракан каналта минăсем лартса тухнă. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче “Британник” шăпах çавăнта пырса тăрăнса сирпĕннĕ те.

Мĕн пулса иртнине малтанах ăнланман та. Инкек калăпăшне тÿрех палăртманни лару-тăрăва кăткăслатнă кăна. Ĕç-пуç ирхине пулса иртнĕ. Медсестрасене апатран тухма та чарнă. Анчах ĕç-пуç кĕçех уçăмланнă — “Британник” путать! Сылтăм енчи иллюминаторсене, вĕсене сывлăша уçăлтармашкăн уçнă, хупманнине пула шыв вĕсенчен кĕрсе карапа аялалла туртнă. Хирĕнсе ларнă алăксене хупма май килмен ĕнтĕ.

Пурне те эвакуацие хатĕрленме хушнă. 1036 çынна çăлма май килнĕ. Вайолетт Джессоп — вĕсен хушшинче.

Ăнланмалла мар сăлтава пула “Британник” шыв тĕпне 55 минутра анса кайнă. Конструкципе унран начартарах “Титаник” вара шыв çийĕнче 3 сехет тытăнса тăнă. Чарльз Бартлетт капитан карапа тарăн мар вырăна илсе тухма ăнтăлнă, анчах та ку инкеке кăна çаврăннă. Карап винчĕ çаврăннине пула икĕ шлюпкăна унта туртса кĕрсе кайнă, 21 çын вилнĕ.

Вайолетт Джессоп... шăпах çав икĕ шлюпкăсенчен пĕринче пулнă. Хĕр сикме ĕлкĕрнĕ. Ăна шыв карап корпусĕ çумне çĕклесе çапнă. Пуçĕ самаях сиенленнине Вайолетт каярахпа кăна пĕлнĕ. Хĕр пуçĕ вĕçĕмсĕр ыратнине пула больницăна кайнă. Унта тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн унăн пуç купташки çурăлни палăрнă.

Тивĕçлĕ канура

Ку инкекре те чĕрĕ юлнă Вайолетт. Тĕрĕсрех, виçĕ карап çинчи пассажирсенчен пур инкекрен те чĕрĕ тухаканни — вăл кăна.

Тĕлĕнмелле те, Тĕнче пĕр­ремĕш вăрçи вĕçленнĕ хыççăн Вайолетт Джессоп стюардессăра ĕçлеме пăрахман. Вăл тата икĕ хутчен тĕнче тавра ишеве тухнă. Çак ĕçре Вайолетт 42 çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн хĕрарăм Англире тĕпленнĕ. “Титаник” тата “Британник” инкекĕсене тĕпчекенсемшĕн вăл чăн-чăн парненех çаврăннă.

Шыв çинчи пăтăрмахсенчен шăпа, чăн та, çăлса пынă хĕре, анчах та çак ăнăçусемшĕн тÿлеме тивнĕ. Вайолетт ватлăхне пĕчченлĕхре ирттернĕ. Унăн çемйи те, ачисем те пулман. Вăхăтне кинемей “Титаник” çинчен калаçса ирттернĕ.

Вайолетт Джессоп 1971 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче чĕрепе аптăраса вилсе кайнă. “Карапсене инкек кÿрекен хĕрарăм” 83 çула çитиччен пурăннă.

/“Аргументы и факты”/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.