Тирпейлÿçĕ палăкĕ

13 Юпа, 2015

Шупашкарта çурт-йĕр таврашне тирпейлесе тăракана халалласа палăк лартнă. Вăл хулари Трактор тăвакансен проспектĕнче вырнаçнă.

Палăк-хĕр алла шăпăр тытса картише çÿп-çапран тасатать, ун çумĕнче кушак явкаланса çÿрет. Ăна Владимир Васильев дизайнер проекчĕпе Георгий Пупин скульптор ăсталанă.

«Картишсемпе урамсене тирпейлесси çăмăл ĕç мар, çапах çак ĕçе кÿлĕннĕ çынсем ÿркенмеççĕ, пирĕн хула хăтлă та таса пултăр тесе пур вăйран тăрăшаççĕ. Ĕç çыннине сума суса палăк лартни - питĕ ырă пулăм», - тенĕ хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов палăкпа паллашнă май. «Эткер» управляющи компани ертÿçи Валерий Павлов каланă тăрăх - çывăх вăхăтрах тирпейлÿçĕн палăкĕпе юнашар тепĕр скульптура вырнаçмалла, вăл сантехник пулмалла.

О.МАСЛОВ.

Рубрика: 
Автор: