Тирпейлĕх куçа савăнтартăр

21 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен тĕп хули Республика кунне кĕтсе илет. Ун умĕн тирпейлÿçĕсем ăна илем кÿрессишĕн нумай тăрăшрĕç. "Чăвашавтодор" АО И.Яковлев проспектĕнчи çула аслăлатрĕ. Автотранспорт халĕ малтанхинчен самай хăвăртрах çÿрет.

Юсавччен Пичет çурчĕ умĕнчи чарăну тĕлĕнче светофор пурччĕS çул урлă каçма аванччĕ. Реконструкци пуçлансан таçта çĕтрĕ. Халĕ çуран çÿрекенсем шурă-хура лаптăк урлă каçаççĕ. Транспорт чарăнса тăрса ирттерсе ярасшăнах мар. Хăшĕ-пĕри кустăрма айне лекес мар тесе кивĕ автовокзал чарăнăвне утать.

Проспекта аслатассишĕн çулăн икĕ енчи тротуарне çĕмĕрсе тĕлĕ-тĕлĕпе çĕнĕрен турĕç. Пичет çурчĕпе чукун çула унпа çыхăнтарса ĕлкĕреймерĕç. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне çулăн икĕ енне те тăпра сарма пуçламанччĕ. Уявччен турттарса курăк акасса шанатпăр.

Иртнĕ тунти кун Мир тата И.Яковлев проспекчĕсене юплентерекен ункăна "Зеленстрой” АО ешĕллентерÿçисем сырса илчĕçS тăпра сапаласа чечек лартрĕç. Юн кун кунта Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн студенчĕсем кăткăсем пек йăшăлтатса чечек лартма пулăшрĕç. Теплицăра çитĕнтернĕскерсене варăнтарчĕç те куçсем сап-сарă çеçкесем çине ÿкрĕç. Ункăра Республика кунĕпе питех çыхăнман ÿкерчĕк куртăмăр.

Çак эрнере Журналистсен скверĕнче ачасем валли вылявăш çĕкленчĕ. "Пичет çурчĕ умĕнчи кивĕ юпасемпе бордюрсене çĕннипе улăштармалла”, - терĕ проспекта кантăкран сăнакан ĕçтеш. "МТВЦ" суту-илÿ çурчĕ умĕнче çĕр айĕнчи каçă тума тытăнса автоçул çÿреве темиçе уйăх йывăрлатрĕç. Çак кунсенче чăрмава сирчĕç. Халĕ транспорт вăшт та вăшт иртет.

Урам-тăкăрлăка ешĕллентерес, симĕс курăка çулас ĕçе Трактор тăвакансен проспектĕнче, Кăнтăр тата Кăнтăр-хĕвел анăç районĕсенче, ытти микрорайонта кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртмалла. Хăш-пĕр тĕлте халĕчченех хăрăк турат, ытти ăпăр-тапăр сапаланса выртать. Хуларан Сĕнтĕрвăррине тухса каймалли çул хĕрринчи кивĕ асфальт куписене вăхăтра турттарса тухман. "Уявччен Ленин проспектĕнчи çуртсене юсаса сăн кĕртмеллеччĕ. Кунтан хăнасем иртеççĕ", - асăрханă тепĕр ĕçтеш.

Хулан Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче пурăннăран кунти урамсене илемлетес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине лайăх пĕлетĕп. Пирĕн пĕр парк, чечек çитĕнтерекен вырăн çук. Хула администрацийĕн экологи управленийĕ çуллен пин-пин йывăç лартнине пĕлтерет. Пирĕн патра пĕр тĕп хунав лартмаççĕ.

Шупашкарти кашни çын хăй пурăнакан микрорайона, урама, картише, ĕçе çÿрекен çул хĕррине еплерех хăтлăлатние асăрхать. Куç умне тирпейлĕх тухса тăрсан - савăнатпăр. Таса марлăх хула нĕрне ярсан - кăмăл хуçăлать. Апла ан пултăрччĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.