Типпе юлсан çăл куç çăлать

24 Ака, 2014

Пăлхар-чăвашсем республикăн хальхи хутлăхне килсе вырнаçсан ялсене шыв çывăхĕнче никĕсленĕ. Шупашкар районĕнчи Шоркка та Мăн çăл куç патĕнчен, В.Евгеньев пÿртĕнчен инçе мар, пуçланнă.

1854 çулта ялта пĕр урам çеç пулнă. Картологсем ăна /халĕ - Майăн 1-мĕшĕн урамĕ/ çеç ÿкернĕ. Карттă çинче «Шорка-касы», «1-ое Икова» сăмахсем пур. Вăл вăхăтра яла чăвашла Шорккакасси, вырăсла 1-ое Икова тенĕ.

Мăн çăл куç хăйĕн вăйлă пусăмĕпе таврара палăрса тăнă. Кÿршĕ ялсен пирĕнни пек тапман-тăр: Шорккана пичкесемпе килнĕ. Çăл куçăн çĕр айĕнчи пĕр çулĕ ватă çынсемпе инвалидсен çурчĕ тĕлĕнчен, тĕмерен, анаталла анать. Çынсем çĕре выртса хăлхана тăратсан сассине илтнĕ. Унăн çĕр айĕнчи çулĕсем кунта пĕрлешеççĕ. Шур сухалсем çăл иксĕлме пултарать тенĕ. Сахалрах юхтăр тесе çамрăксем унăн куçĕ çине пысăк лаптак чул хунă. Пур пĕр шыв палкасах юхнă. Пурнăç кăна мар, çăл та улшăнать иккен. Пĕррехинче çĕре выртса итлерĕм - çĕр айĕнчи шыв сас памарĕ. Ахăртнех, пусăм вăйĕ самаях пĕчĕк.

Ялта колхоз йĕркелесен вунă ытла анлă валака пуçăн-вĕçĕн сыпăнтарса çырма урлă каçарнă, кашнин айне икĕ тĕрев янă. Юлашкин пуçĕ тĕлне ансăр валакпа çыхăннă темиçе мăн курите /тараса/ лартнă. Колхоз, ял-йыш выльăхне шăварнă, хĕрарăмсем кĕпе-тумтир ухнă.

Шăрăхра Ворошилов урамĕ вĕçĕнчи Тури картиш çăлĕнчен те йăтаççĕ. Сарапакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий Ильин пуçарнипе пилĕк çул каялла унăн çĕрĕшнĕ пурине кăларса тимĕр-бетон пăрăх ячĕç, тавра карта тытрĕç. Ял тăрăхĕн хальхи пуçлăхĕ Павел Амурцев та çăлсене пăхса тăрать. Сăмахран, хăйне ял тăрăхĕн пуçлăхне суйласанах пĕрне тарăн чавса тимĕр-бетон пăрăх хыврĕç. Халĕ пиллĕкĕш те юсавлă. Шăрăхра е çĕр айĕнчен шыв уçласа башньăна тултарма чарăнсан - çăлсем пур. «Звезда» колхоз шыв тултармалли çав хатĕре 1972 çулта ларттарчĕ. «Чăвашмелиораци» колонна рабочийĕсем çĕре 90 метр пăраларĕç. Мехпарка, ял-йыша шывпа тивĕçтерчĕç. Чăн та, тура пурăнакансем патне вăл сахалрах хăпарать. Шăрăхра пахча çимĕç шăварса башньăна часах пушатаççĕ. Ăна тултарса ĕлкĕреймеççĕ. Ирĕксĕрех çынсен çăл патне чупма тивет.

Майăн 1-мĕшĕн, Октябрь, Ворошилов урамĕсене 1981 çулта хывнă полиэтилен пăрăх /4200 м/, вун çичĕ колонка ял-йышшăн паян - пĕтĕм инфратытăм. «Вăл юрăхсăра тухсан çырмаран кăкшăмпа шыв йăтма тивĕ», - халех пăшăрханаççĕ инвалидсем. «Ан кулянăр-ха, - лăплантаратăп хăш-пĕрне. - Типпе юлсан урамсенче çăл чавтарăпăр». Вăл ĕлĕк ялта 14 пулнă. 10-11 метр тарăнăшне алтнă, шăтăка юман пура янă. Башньăран шыв пама тытăнчĕç те - пурте кирлĕ мар пулса юлчĕç. Пирĕн умринчен çеç витре ярса шыв ăсма пулать. Ăна Елена Силина упăшки Тимуш пичче тунă. 1985 çулта шăтăка тимĕр-бетон пăрăх ятăмăр, тулли витрене хăпартмаллине майлаштартăмăр. Ял администрацийĕ çак çăл тата колонкăсем тавра пĕчĕк карта çавăрттарса хăтлăлатрĕ. Кĕскен: шыв пур, нуши çук.

 

Инженер-механик

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.