Тилĕ чĕрĕпе тĕкĕнеймест
Кĕркунне çĕр айĕнчи шăтăкра пăчăртанса выртнă чĕрĕпсем халĕ тарăн ыйхăра. Хĕлле вĕсем çинчен пайăррăн сăмахлама сăлтав пулмалла мар. Анчах калаçма тиветех. "Мĕншĕн?"- тетĕр-и?..
"Сăрçи" управлăх /заповедник/ сотрудникĕсем февралĕн пĕрремĕш çурринче çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан хутлăхĕн Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕ çумĕнчи уйрăмĕнче /27,6 га/, сăвăрсем ĕрчекен лаптăкра, вăрманпа уй-хир чĕрчунĕн йĕрĕсене шутланă. Шухăшламан та, тĕлленмен те - юр хупăрланă хирте çăхан-улакурак тăлпаланă чĕрĕп тушкине асăрханă.
Биологсем пăхаççĕ те çивĕч чĕрнеллĕ чĕрчун пирвай юра сирсе, хыççăн çереме çĕтсе, тăприне айккине вăркăнтарса сăвăр шăтăкне, тăшманран пытанма кĕрсе тармаллине, çĕмĕрнине кураççĕ. Вăл çемьен хĕл каçмалли тĕп йăви мар. Пушă чух ăна чĕрĕп, пурăш е ытти кусан-çÿрен йышăнать.
Юр айĕнчен шăшие, кăшлакан ытти вĕт чĕрчуна туртса кăларма кам ăста? Тилĕ! Сăвăр шăтăкне вăл тустарнине лешсем тÿрех ăнкараççĕ. Анчах йĕплĕскерне мĕншĕн туртса çурайман-ха?
Паллах, 10-30 см тарăнăш юр е çĕр айĕнче шăши ăçтараххине пĕрре нăшлаттарсах пĕлекенскер, сăвăрлăхпа пынă чух хăйне килĕшекен шăрша тÿрех туйнă. Малтан юра сирнĕ - шăши курăнман, сăвăр шăтăкĕ тухнă - унтан темле чĕрчун шăрши илĕртнĕ.
Хĕлле хĕрлемес юр çинчи шăшипех çырлахать. Ăна йăва-шăтăкран чавса кăлармасть. Ахăртнех, Кĕçĕн Шăнкăртам тилли выçăхнă. Темле муталансан та пăчăртаннă чĕрĕп хырăмне туртса çурайман, апат шырама Алманчă ялĕ еннелле лĕпĕстетнĕ.
Йĕплĕскер путăкран тухса тепĕр йăва шырама пултарайман. Йĕри-тавра - хулăн юр! Ăна ашса çÿреме чĕрĕп - мулкач мар. Хĕлле унăн çĕр айĕнче "хăрлаттармалла". Тĕлĕрнĕ чух ÿчĕн ăшши 1,5 градус çеç. Çывăрман чухне кашни минутра чĕри - 170, тĕлĕрнĕ вăхăтра 20-50 кăна тапать. Çывăрман тапхăрта минутра - 50-110, хуп турттарнă чух пĕрре çеç сывласа илет.
Уçă вырăнта пĕччен юлнă чĕрĕп хырăмне сăхса шăтарма ăста çăхан май тупнă. Шел, çапла вĕçленнĕ ырă та усăллă чĕрчунăн пурнăçĕ.
Людмила МАЙОРОВА,
"Сăрçи" управлăх сотрудникĕ