Пĕр тĕвĕре лайăхрах

5 Утă, 2014

Çут çанталăк хăйĕн кăсăк ÿкерчĕкĕсемпе этеме пин-пин çул тĕлĕнтернĕ. Вĕсене халĕ те тĕл пулатпăр. Пĕрисем çумăр пĕлĕчĕ патнеллех кармашаççĕ, теприсем çĕрпе танах.

Чăн та, пĕрешкел маррипе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Кашниех - Çĕр чăмăрĕн хусканăвĕ, хăйне евĕрлĕхĕ. Вăрттăнлăха тăна илме пĕр этем пурнăçĕ çитмест. Анчах ăна ăсласа илес килет.

Нумаях пулмасть Интернетра мана икĕ сăн ÿкерчĕк тыткăнларĕ. Пĕрремĕшĕнче - ватă юман. Сарлака вуллине ... велосипед варăннă. Тен, нумай çул каялла, вăл хунав чух, çумне такам тайăнтарса хăварнă. Иккĕшĕ хăвăрт туслашнă. Юман велосипеда айккине тĕртсе яман. Унăн хысми тимĕре çилĕм пек çыпăçнă. Вăрман культури этем транспортне хăйĕн тĕнчине яланлăхах йышăннă, турат хыççăн турат янă, тÿпенелле кармашнă, тĕрекленнĕ. Велосипед юмана хăваласа çитессишĕн çÿлелле нумай туртăнман. Педальне пусса çавăракан пулман. Вулă велосипеда çĕр çинче хăварман, пĕр метр ытла çĕкленĕ.

Пурнăçра та çавнашкал. Акă пĕр çын питĕ хастар, вăр-вар. Кермен пек çурт-йĕр çавăрнă, ял хуçалăхĕнче продукци туса илме техника хатĕрĕ туяннă. Выльăх чылай ĕрчетет. Çемйине тăрантма тупăш ытлашшипех илет. Унăн хуçалăхĕнче ялти вунă çын ытла ĕç вырăнĕ тупнă. Продукци туса илме пулăшнăшăн çынсене аван ĕç укçи тÿлет. Çапла пĕтĕмлетес килет, пĕр хулă хуçăлать, шăпăра авсан та хуçаймастăн. Çавăнпа республикăра тупăш куракан, производствăна аталантаракан мĕн пур харпăрлăхлă тытăм нумайрах пулмалла.

Иккĕмĕш ÿкерчĕке Шупашкарта тунă. Вăл - тирексен пурнăçĕнчен. Вулли нумай хутлă çурт умĕнчи карлăкран сĕвеннĕ. Тĕрев пуртан тирек кăкăрне каçăртнă. Тĕрекĕ те, ватлăхра ашшĕ-амăшне пăхса пурăнакан ывăлĕн çемйи пек, ăна çатăрласа тытнă. Çак тĕслĕх те пурнăçа аса илтерет. Ялта халĕ пĕччен пурăнакан ватă нумай. Чылайăшĕ пахча çимĕç акса, çĕр улми лартса хăвараймасть, апат пĕçерсе çиеймест, мунча хутса кĕреймест. Çапах та ырă çын çĕр-çĕр. Халсăрсене пулăшаççĕ. Алă паракана, хÿтлĕх кĕтекене вăхăтра асăрхамалла çеç. Шырама кÿршĕ яла каймалла мар. Тирек тĕрев кирлĕ тесе юнашар çурт картишне куçса ларман, хăйĕн çумĕнчех тупнă. Хăйĕншĕн çеç мар, ытти çыншăн та тăрăшакан çумĕнче пулăр.

 

Вĕрентекен

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.