«Тетте» вулаççĕ те çĕнтереççĕ

Чăваш ачисен юратнă журналĕ «Тетте» кĕçĕннисем валли мĕнле кăна конкурс, викторина йĕркелемест-ши! Унта ачасем хаваспах хутшăнаççĕ, çĕнтереççĕ, парнесем илме те тивĕç пулаççĕ.

Иртнĕ çул та, кăçал та редакципе пĕрле «МРСК Волги» - «Чувашэнерго» пĕрлешÿ «Электричество без опасности» конкурс ирттерчĕ. Унта вулакансенчен нумай-нумай хурав килчĕ. Республика шкулĕсенчи пĕрремĕш-тăваттăмĕш класĕсенче вĕренекенсен электричествăпа асăрхануллă пулмалли çинчен ÿкерчĕксем хатĕрлесе, сочиненисемпе сăвăсем çырса «Тетте» журнала ярса памаллаччĕ. Ачасем тăрăшни аван палăрчĕ. Комисси чи ăнăçлисене суйласа илсе çаксем çĕнтернине палăртрĕ: Дима НИКИТИН, Кристина ЛЕПЕШКИНА, Валерия МИДУКОВА, Кирилл ФЕДОРОВ, Катя НИКИФОРОВА, Алина ВАЛЕРИАНОВА Ÿпурте Шупашкарти 3-мĕш шкултанŸ* Жанна АЛЕКСАНДРОВА, Виктория ЗОЛКИНА ŸШупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкултанŸ* Викторийăпа Валерия ШАШКИНАСЕМ ŸПатăрьел районĕ, Туçа шкулĕŸ.

Конкурс йĕркелÿçи пурне те асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ. Ачасем те малашне «Тетте» журнала юратса çырăнма, кăмăлтан вулама сăмах пачĕç.

Владимир ФЕДОРОВ.

 

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Çĕнтерÿçĕсем уявра.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

Владимир Федоров

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.