Тетелсем сиен кÿреççĕ
13 Aug, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Атăл-Каспи хуçалăхĕн бассейнĕн йĕркипе /ăна 2009 çулта çирĕплетнĕ/ килĕшÿллĕн пулă тытма синтетикăран çыхса тунă хатĕрпе пулă хуçалăхĕ йĕркелеме ятарласа уйăрнă лаптăксенче промышленноç мелĕпе тата наука, тĕрĕслев, вĕренÿ, ĕрчетÿ тĕллевĕсене пурнăçланă чухне усă курма юрать.

Республикăра промышленноç меслечĕпе çуллен апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен пачах тытма юрамасть. Асăннă йĕрке шыв-шур хĕрринче пушă вăхăта ирттерме кăмăллакансене, спортсменсене синтетикăран çыхса тунă хатĕрпе пулă тытма чарчĕ. Мĕншĕн тесен вăл - этем ăсласа тунă, пĕрре янипех пулла нумай хуптĕрлекен ĕç хатĕрĕ. Шел те, статистика çав чарăва пăхăнманнине çирĕплетет.

Пулă ĕрчекен шыв-шура тĕрлĕ материалран çыхса тунă тетел çав-çавах яраççĕ. Браконьерсем нумайрах чухне пĕр ретлине туянаççĕ. Пулă тетел куçĕнчен кĕрсе иртесшĕн, анчах унтан хăлхи-çунатти çакланать, витĕр тухаймасть.

Виçĕ ретлĕ тетелсем те пур. Пулă вĕтĕ куçлине пырса тăрăнтарать те шултра куçли витĕр тухса капкăна лекет. Унтан хăтăлаймасть. Çак меслетпе питĕ нумай тытса биопуянлăха пысăк тăкак кăтартаççĕ. Вăлча сапакан амасене пачах пĕтернĕ тĕслĕхсем пур. Çĕнĕрен ĕрчетме темиçе çул кирлĕ.

Атăлпа Сăр юханшывĕсенче браконьерсемпе çителĕксĕр кĕрешнĕрен çтерлĕкпе шăла сахалланса юлчĕ. Вĕсен йышĕ 1980 çулсенчипе танлаштарсан темиçе хут чакрĕ. Вĕсене йĕркерен иртекенсенчен начар хÿтĕленĕрен те хисепĕ пĕчĕкленчĕ. Ку енĕпе ĕçлекен служба сотрудникĕсене нумай сахаллатрĕç. Вĕсене ятарлă техника хатĕрĕпе начар тивĕçтереççĕ.

2008 çулччен синтетикăран çыхнă тетелсем Раççее Китайран илсе килетчĕç. Федерацин "Пулă ĕрчетесси тата биологи пуянлăхне упраса хăварасси çинчен" саккунне йышăнсан унтан турттарма чарчĕç. Анчах синтетикăран тетел ăсталакан фабрикăсем Раççейре тымарланчĕç те пиншер туса сутрĕç. Вĕсен хакĕ йÿнĕ. Саккуна пăхăнса пулă тытакансене - промышленноç мелĕпе усă куракансене - тара панă лаптăкра çеç унпа усă курмашкăн ирĕк пама сĕнекенсем пулă тытмалли йĕркене улшăну кĕртме ыйтрĕç. Шел те, вĕсене итлемерĕç.

Иртнĕ çулсенче республикăна синтетикăран майлаштарнă тетел пайтах илсе килчĕç. Халĕ пулă хуçалăхĕн шыв-шурĕнче кимĕрен, вăлтаран е ураран çакланать. Çав тетелсем çирĕп мар, куçĕсем часах татăлаççĕ. Вĕсене сыпса вăхăт ирттермеççĕ, ăçта лартнă - çавăнта хăвараççĕ. Раççейре татăлчăксене шывран кăларса утилизацилес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Çулталăкра нумай пин пĕтереççĕ. Вĕсем шывра вăлча сапакан пулăсене çÿреме чăрмантараççĕ. Чылайăшĕ танатана çакланса шар курать.

Пĕлтĕр эпĕ ертсе пыракан учреждени сотрудникĕсем Шупашкар ГЭСĕ хыçĕнчи /Куйбышев шыв управĕнчи/ 8 га йышăнакан лаптăкран апрелĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса майăн 8-мĕшĕччен çичĕ тетел кăларчĕç. Куçĕсем татăлнă пулин те пире хыр лăссисенчен вăлчалăхсем вырнаçтарма чăрмантараççĕ. Юрăхсăр тетелсенчен 2 çупаха, 5 караса, 3 рака, 52 чапака, 5 уланка вĕçертсе Атăла ятăмăр. Ытларахăшĕ вăлча сапни пирки иккĕленместпĕр.

Анатолий МАКСИМОВ,

"Средневолжрыбвод" ФПБУ филиалĕн тĕп ихтиологĕ.

Анатолий МАКСИМОВ