Тĕштырă, хăмла çитĕнтерес ыйтăва тишкернĕ
21 Ноября, 2016

Чÿк уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче Сочире Тĕштыррăн пĕтĕм тĕнчери иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе кайнă делегаци те хутшăннă. 27 çĕршыв представителĕсем пуçтарăннă. Тĕштырă рынокĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, Раççей аграрийĕсемшĕн тырă сутас енĕпе уçăлакан çул-йĕре палăртнă.

 Форумра РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев сăмах каланă, патшалăх ял хуçалăхне малашне те пулăшса пырасса шантарнă. «Эпир çулталăкра 130 миллион тонна тĕштырă çитĕнтерсе пухса кĕртес шухăшлă», — пĕлтернĕ вăл. Ăна Раççей аграрийĕсем хамăра кирлĕ чухлĕ кăна мар, 100 ытла çĕршыва сутмалăх та туса илеççĕ. Паян тырă çитĕнтересси — экономикăри чи тупăшлă сектор. Юлашки вунă çул хушшинче маларахри тапхăртинчен ăна 1,5 хут ытларах /кăçал 117 миллион тонна/ туса илнĕ.

РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев каланă тăрăх — аграрисем 2030 çул тĕлне 150 миллион тонна тырпул туса илме палăртаççĕ. Тĕллеве пурнăçлама икĕ пысăк ĕç тумалла: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле тата минерал удобренийĕсемпе ытларах усă курмалла. Селекци ĕçне сарма, тырă пахалăхне ÿстерме, тĕштырă управĕсем тумашкăн инвестици явăçтарма манмалла мар.

Тулă сутассипе пĕлтĕр çĕршыв тĕнчере пĕрремĕш вырăна тухнă. Çитес çул чикĕ леш енне 30 миллион тонна ăсатасшăн. Ытларах пайĕ — Çывăх Хĕвелтухăçĕпе Африкăна.

Чăваш Ен делегацийĕ «Раççейри тĕштырă туса илессин драйверĕ: тырпулпа унран хатĕрленĕ продукцие экспорта ăсатасси» темăпа ирттернĕ конференцире ĕçленĕ.

Сергей Артамонов РФ Ял хуçалăх министерствин Тирпейлекен промышленноç тата апат- çимĕç департаменчĕн директорĕпе Евгений Ахпашевпа, ÿсентăрана хÿтĕлес, химизацилес, механизацилес тĕлĕшпе ĕçлекен департамент дирек-торĕпе Петр Чекмаревпа тĕл пулнă. Чăваш Енре çитĕнтерекен ял хуçалăх продукцийĕнчен апат- çимĕç хатĕрлессипе, аграрисене ял хуçалăхĕн ятарлă техникипе тивĕçтерессипе, хăмла çитĕнтерессипе çыхăннă проектсене сÿтсе явнă. Министр çак культурăна туса илессипе çыхăннă ыйтупа «Госсорткомисси» ФПБУ ертÿçипе Виталий Волощенкăпа та тĕл пулса калаçнă.

 

Василий СОРОКИН.

Василий СОРОКИН